Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутӑр сăмах пирĕн базăра пур.
тутӑр (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асатте мана хурт-хӑмӑр пӑхмалли чӗнтӗр тӑхӑнма хушрӗ, мӑйран тутӑр ҫыхтарчӗ, унтан пӗр кунтӑкне илчӗ те вӗлле патне илсе кайрӗ.

Дед велел мне надеть сетку и обвязал мне ее платком по шее; потом взял одну закрытую роевню с пчелами и понес ее на пчельник.

Ача аслашшӗне хурт ами тупса пани // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 53–54 с.

Марье, чӑлан патӗнче сӑнаса тӑнӑскер, ним чӗнмесӗр куҫҫульне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӑп пӗҫ хушшинех — йӗм тӗпне! — тутӑр ҫыххине хыпашласа тупнипе савӑнса, чунтан кӑшкӑрчӗ Маша аппа.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тутӑр ҫыххине кӑларса илнӗ!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гордягин, сюртукӗн хыҫалти кӗсйинчен хӗрлӗ тутӑр кӑларса, тарлӑ ҫамкине шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗн тутӑр ӗнтӗ ман шӑллӑм, кин вуҫех суккӑрлансан?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марье тутӑр вӗҫӗне куҫҫульне шӑлса илчӗ, Лисук хуллен сӑмах тапратрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Парне пӗчӗкшӗн ан ятла, сана валли тутӑр илтӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марье аппӑшӗ валли Михала та куҫлӑ-куҫлӑ кӑвак тутӑр илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каччӑсем Вера, Надежда, Любовь, София ятлӑ хӗрсем валли сентябрӗн вунҫиччемӗшӗнче пӑчӗ-пӑчӗпе кучченеҫ-канфет тавраш, аршӑнӗ-аршӑнӑпе сатин пир е пурҫӑн тутӑр лавккасенчен йӑтаҫҫӗ, савнисене телей сунаҫҫӗ, лавккаҫӑсене тупӑш параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑнсӑртран улача-чӑпар кӗлеткеллӗ тутӑр ҫакӑнса тӑнине курчӗ те асламӑшӗ валли кучченеҫ илсе килменни ҫинчен аса илех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ах, тур, мӗнле чаплӑ кӗпесемпе ҫӳрӗччӗ-ши унӑн майри? — хӑйсене хӑйсем мусульман тӗнне йышӑнса тутар майри пулассӑн шухӑшланӑ хӑшӗ-пӗри Ятне тума ҫапах та пӗрер туплашка ҫип е ҫитсӑ тутӑр илкеленӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Атте те ҫухатрӗ пуль мана, — сапаланнӑ ҫӳҫне якатса, тутӑр айне чике-чике кӑларӗ Елюк, вара утрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Киле тухса каяс умӗн ачисем валли пӗр коробка печени, ик кӗренке канфет, арӑмӗ валли кӑвак сатин кӗпелӗх, амӑшӗ валли чалма евӗрлӗ шур тутӑр тата хӑй валли чейпе ӗҫме, киндер бальзам тата ытти япаласем туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халь акӑ — сан валли кӗпелӗх, асанне валли — чӑпар тутӑр, атте валли — «Киндер бальзам», туберкулезпа чирлисене вӑл питӗ усӑллӑ эмел.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Килӗнче-и вӑл — пӗлместӗп те, пӗлессӗм те килмест! — пӗлтерчӗ хӗрарӑм сапаланнӑ таса мар ҫӳҫне тутӑр ӑшне тӗрте-тӗрте кӗртнӗ май тата тилӗрсех пырса.

— Дома ли он — не хочу и не хочу знать! — объявила она, быстро заталкивая пальцами под платок выбившиеся грязные волосы и приходя в возбуждение.

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӗрӗхсенчи ҫухӑрашакан тачка хӗрарӑм, — пуҫне тутӑр ҫыхнӑ, аллинче щетка, — эпир Гез килте-и тесе ыйтсанах ҫиҫкӗнсе-хӗремесленсе картах сикрӗ те коридор вӗҫӗнчи алӑксенчен пӗрне тӗллесе кӑтартрӗ.

Толстая крикливая особа лет сорока с повязанной платком головой и щеткой в руках, узнав, что мы справляемся, дома ли Гез, бешено показала на противоположную дверь в дальнем конце.

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хале хуть те мӗн тутӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кукамӑшӗ тутӑр кӗтессипе куҫне шӑлкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Рюкзакӗнчен ӑшӑ ҫӑм тутӑр кӑларчӗ, ӑшкӗпе, кӗпепе саппунлӑх пусма, ҫемҫе тапӑчки.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех