Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Атӑл сăмах пирĕн базăра пур.
Атӑл (тĕпĕ: Атӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫех автобус Атӑл хӗрринчи чарӑну патне ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӗҫ хыҫҫӑн кашни каҫ ташӑ, кино, кимӗсемпе Атӑл леш енне каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Василий Кошкин-Кервен поэт «Тӑван Атӑл» журнал ҫинчен каласа кӑтартрӗ, «Хыпар» ИҪ тытӑмне кӗнӗренпе вӑл лайӑх еннелле улшӑнма тытӑннине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Ҫав шута Атӑл юханшывӗ те кӗрет.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

«Фабрикӑрах!..», «Отпуск хыҫҫӑн», «Кӗрхи Атӑл», «Фабрика юррисем» — ҫак сӑвӑ ячӗсем хӑйсемех хула ӗҫ шавне куҫ умне кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Унӑн асаилӗвӗсем пирӗн литература тӗпчевҫисене пулӑшӗҫ тесе, эпӗ вӗсене, И. Е. Ундрицов (Ахах) ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май, «Тӑван Атӑл» журнала парас терӗм.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Хӗл ларсанах вара, Атӑл урлӑ ҫул уҫӑлнӑ-уҫӑлманах, пӗр вырсарникун эпӗ кушакран та пӗчӗкҫӗ Арӑсланӑмпа, хамӑн юратнӑ йытӑпа, упа шӑтӑкӗ патне ҫитсе те тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Кунӗ-кунӗпе Атӑл хӗрринче пулать Юрий, ҫӗрле вара унӑн пӳлӗмӗнче ҫутӑ нумайччен сӳнмест.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Икӗ ҫул каярах ҫеҫ вӑл Саратовра геологипе разведка техникумӗ пӗтерсе тухнӑ, икӗ ҫул ӗнтӗ Атӑл ҫинчи аслӑ стройкӑсенче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Атӑл варринчи пӗччен утрав ҫинче тата икӗ эрне пурӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫуркунне, Атӑл тапрансан, эпир те вырӑнтан хускалтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

1967 ҫулхи ноябрӗн 30-мӗшӗнче вӑл Атӑл варринчи «Гидротехник» ҫине пырса ҫитет, инкеке лекнӗ земснаряд начальникӗ, ҫав хушӑрах хуралҫӑ, повар пулса пилӗк уйӑх пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

«Гидротехник» Атӑл тӑрӑх тӑвалла хӑпарнӑ чухне шыв шӑннӑ май пӑр хушшине ларса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Строительство начальникӗ земснаряд коллективӗсене ҫапла пӗлтернӗ иккен: кам Атӑл урлӑ ҫурран чи малтан каҫать, ҫавна пӗр пичке сӑра паратӑп, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Тен, Атӑл ҫинче Ткачук ӗҫлемен земснаряд юлман та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вунултӑ ҫул вӑл Атӑл тӗпӗнчен тӑпра кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Иван Ткачук геодезист-гидротехник икӗ ҫултан Ростовран Сталинграда Атӑл — Дон каналӗ тӑрӑх ҫӳрекен шап-шурӑ теплоходпа таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫын Атӑл варринелле хӑй аллипе хӑй ҫул хывса хӑюллӑн та шанчӑклӑн кӗрсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫуркунне, Атӑл капланса тулсан, вӗсем шыв айне пулса юлаҫҫӗ, шыв хухсан, утраври чӗлтӗр-чӗлтӗр хӑвасем ешерсе каяҫҫӗ, кӑпӑшка хӑйӑра шӑтарса, хӑях шӑтса тухать, сӗвек ҫырансенче пулӑҫ вучахӗсем ҫӗрлехи сӗме ҫутата-ҫутата илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Атӑл анлӑшӗнче ун пек утравсем темӗн чухлех.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех