Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, Сува патшине Адраазара пулӑшма ҫитнӗ, анчах Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Левитсем вара Иоиль ывӑлне Емана, унӑн тӑванӗсене тата Верехия ывӑлне Асафа, Мерари йӑхӗн ҫыннине Ефана, Кушаия ывӑлне, уйӑрса илнӗ; 18. вӗсене ҫак тӑванӗсем пулӑшса тӑмалла пулнӑ: Захария, Бен, Иаазиил, Шемирамоф, Иехиил, Унний, Елиав, Ванея, Маасей, Маттафия, Елифлеуй, Микней, Овед-Эдом тата Иеиел, кусем хапха хуралҫисем пулнӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ: вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ; 23. вӑлах Египет ҫыннине, пилӗк чике ҫӳллӗшскере, вӗлернӗ: Египет ҫыннин аллинчи сӑнӑ пир-авӑр ӑстисен хивси пек пулнӑ, Ванея вара ун патне патакпа пынӑ та, Египет ҫыннин аллинчи сӑннине туртса илсе, ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ — 24. акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саул вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫыннине каланӑ: хӗҫне кӑлар та мана чиксе пӑрах — ҫав ӳт кастарман ҫынсем килсе ан мӑшкӑллаччӑр мана, тенӗ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тата вӑл ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулнӑ пӗр хайрана, патша умӗнче тӑнӑ пилӗк ҫынна тата ҫарӑн аслӑ ҫыруҫине, ҫак ҫӗрӗн халӑхне ҫар ӗретне ҫыраканскере, тата ҫӗршыв халӑхӗн хулара тупӑннӑ утмӑл ҫыннине илсе кайнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Астарта кӗлеткине лартнӑ; ку Ҫурт пирки Ҫӳлхуҫа Давида тата унӑн ывӑлне Соломона ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра тата Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль халӑхӗ Эпӗ хушнине тата Манӑн Моисей чурам вӗрентсе хӑварнӑ саккуна пӗтӗмпех уяса пурӑнсассӑн, малашне Израиль ҫыннине Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Амасия Тӑвар айлӑмӗнче идумейсен вунӑ пин ҫыннине аркатса тӑкнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Села хулине туртса илнӗ, ӑна Иокфеил тесе ят панӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫапла сыхланса юлнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ииуй Изреельте Ахав килӗ-йышӗнчен чӗрӗ юлнисене тата унӑн мӗнпур чаплӑ ҫыннине, унӑн ҫывӑх ҫыннисене, унӑн священникӗсене пӗтӗмпех вӗлерсе тухнӑ, Ахав ҫыннисенчен ӗнтӗ пӗри те сыхланса юлман.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Азаил хӑйпе пӗрле парне илнӗ, Дамаскра мӗн лайӑххи пур ҫавна — хӗрӗх тӗве ҫӗклеме пултарнӑ таран — илнӗ, вара Турӑ ҫыннине хирӗҫ кайнӑ, каланӑ ӑна: Венадад ывӑлу, Сири патши, санран ыйтма ячӗ: «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?» тет, тенӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Азаила каланӑ: аллуна парне ил те Турӑ ҫыннине хирӗҫ тух, ун урлӑ Турӑран ыйтса ҫапла кала: патша «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?»
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша ӗнтӗ хӑйӗн пӗр ҫыннине ҫак хӗрарӑм патне янӑ: ҫак хӗрарӑмӑн мӗн пулнӑ пӗтӗмпех, кунтан пӑрахса кайнӑранпа паянччен ун ҫӗрӗнчен илнӗ пур тупӑша та, ӑна каялла тавӑрса парӑр, тенӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Турӑ ҫынни ун чухне патшана ҫапла каланӑ пулнӑ: «ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ» тенӗ; 19. ҫавӑн чухне ҫав улпут Турӑ ҫыннине ҫапла хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши?» тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ ҫыннине патшанӑн шанчӑклӑ ҫынни ҫапла хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши? тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳперен Турӑ вут-ҫулӑмӗ аннӑ та ӑна та, унӑн аллӑ ҫыннине те ҫунтарса янӑ.И сошел огонь Божий с неба, и попалил его и пятидесяток его.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳперен вут-ҫулӑм аннӑ та вара ӑна та, унӑн аллӑ ҫыннине те ҫунтарса янӑ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Фесва ҫыннине Илияна каланӑ: Самари патши янӑ ҫынсене хирӗҫ тух та кала: Израильре Турӑ ҫук-им?
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Михей каланӑ: тусем тӑрӑх кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек сапаланса кайнӑ пӗтӗм Израиль ҫыннине куратӑп эпӗ.17. И сказал он: я вижу всех Израильтян, рассеянных по горам, как овец, у которых нет пастыря.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран [Ахав ҫинчен] сӑмах пулнӑ: 29. Ман умӑмра Ахав мӗнле йӑвашланнине куртӑн-и? вӑл ҫапла йӑвашланнӑшӑн Эпӗ ун ӗмӗрӗнче хӗн-хур ямӑп; ун ывӑлӗн ӗмӗрӗнче синкер-сехмет ярӑп ун килӗ ҫине, тенӗ Ҫӳлхуҫа.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 18. Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халӗ вӑл Навуфей пахчинче — ӑна хӑй аллине илме пынӑ; 19. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ ҫынна вӗлертӗн, тата ун еткерлӗхне кӗресшӗн-и? тет, те, тата кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йытӑсем Навуфей юнне ҫуланӑ вырӑнта сан юнна та йытӑсем ҫулӗҫ, тет, те.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ахав [Изреель ҫыннине] Навуфее вӗлерни ҫинчен илтсессӗн, [тумтирне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, кайран] Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине хӑй аллине илме кайнӑ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.