Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиҫӗм сăмах пирĕн базăра пур.
ҫиҫӗм (тĕпĕ: ҫиҫӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аҫа хӑрушла вӑйпа шартлатса ҫапрӗ, ҫиҫӗм ҫӑмхи, вичкӗннӗн ҫуталса, ҫӗр ҫинелле кусса анчӗ.

Гром обрушился с ужасающей силой, молния стремительно шла к земле.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иккӗмӗш хут ялтӑртатса кайнӑ ҫиҫӗм ҫутинче Кошевой ҫур тӳпене яхӑн хупласа илнӗ хӑмӑр, хӗррисенче кӑмрӑк пек хура та хӑрушӑ ҫумӑр пӗлӗчӗпе ун айӗнче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫинче пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑнӑ пӗчӗкҫӗ лашасене курчӗ.

При свете молнии, вторично очертившей круг, Кошевой увидел ставшую вполнеба бурую тучу, по краям, обугленно-черную, грозную, и на земле, распростертой под нею, крохотных, сбившихся в кучу лошадей.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хура тӑпра тӗслӗ мӑкӑрӑлчӑк ҫумӑр пӗлӗчӗсене чалӑш-чӗлӗшшӗн ҫуркаласа, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ.

Молния наискось распахала взбугренную черноземно-черную тучу.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫиҫӗм пек хӑвӑрт иртнӗ казаксем вилӗмлӗ хушша.

Вмиг пролетели казаки смертельные метры.

Кун пекки ӑҫта пулнӑ... // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Таҫта инҫетре-инҫетре, ҫеҫен хир Дон ҫыранӗсемпе сыпӑннӑ тӑрӑхра, тип ҫиҫӗм явӑнать; унӑн шупка хӗрлӗ шевлисем аманнӑ кайӑк ҫунатти пек чӗтренсе чӳхенеҫҫӗ.

Где-то далеко-далеко, в полосе Обдонья вилась молния, крылом недобитой птицы трепыхалась оранжевая зарница.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таҫта лере, Дон леш енче, аякри сӑрт-тусен шӗвӗр тӳписем хыҫӗнче, ҫутӑ кӑвак ҫиҫӗм йӑлтӑртатса ҫиҫрӗ.

Где-то за Доном, за дальними гребнями бугров, лазоревая крошилась молния.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан, Христоня тӗлӗнсе хашлатса янине илтсе, качака, ҫиҫӗм пек юман чӑтлӑхне тапса сикнӗ; казаксем вара унӑн тӗссӗр кӑвак чӗрнисен йӑлтӑрккипе тӗве тирӗ тӗслӗ кӗске хӳрине ҫеҫ курса юлма пултарнӑ.

Коза, услышав Христонин изумленный вздох, так махнула по молодому дубняку, что лишь мигнули в глазах казаков сине-сизые глянцевитые раковины копыт да верблюжьего цвета куцый хвост.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтан ун ҫӗлӗкӗ хывӑнса ӳкрӗ, унтан Чернецов хӑй, тутине хӑрушла чалӑштарса, хӗстернӗ куҫ хӗррисене ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек пӗркелентерсе, тунинчен хуҫса антарнӑ пучах пек, вӑйсӑррӑн йӑванса кайрӗ.

Сначала свалилась папаха, а потом, будто переломленный в стебле колос, медленно падал Чернецов, со странно перекосившимся ртом и мучительно зажмуренными, сморщенными, как от молнии, глазами.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра Григорий, ӑнсӑртран тенӗ пек, кил хуҫи ҫине пӑхса илчӗ те унӑн куҫӗсем ҫиҫӗм вӑхӑтӗнчи евӗр хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлатса хупӑннине асӑрхарӗ; куҫ хӑрпӑкӗсем ик еннелле сирӗлсе уҫӑлсан вара ҫав куҫсемех Григорий ҫине урӑхла — кӑмӑллӑн та ытараймасӑр тӗмселсе пӑхнӑ пек пӑхма тытӑнчӗҫ.

За чаем Григорий как-то случайно поднял на него взгляд, заметил, как резко, будто при молнии, моргнули у того глаза, — а когда приобнажили их ресницы, выражение было иное, ласковое и почти обожающее.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мӗншӗн тесен, ку ҫиҫӗм алла вӗреннӗ.

— А потому, что эта молния, сказать, ручная.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗншӗн вара ку ҫиҫӗм ҫынна сиен тумасть?

— Так почему ж та молния не делает человеку вреда?

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малтан питӗ вӑйлӑ ҫулӑм, ҫиҫӗм пек, ялтӑр ҫиҫсе илчӗ те вара пӗтӗм ҫӗр чӗтренсе кайрӗ.

Вначале возникло очень сильное пламя, оно вспыхнуло так ярко, словно молния, и вся земля содрогнулась.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Савӑнать-и чуну, шуйттан мучи, — шухӑшларӗ те Артамашов, каллех тетрадь ҫине пӑхма пуҫларӗ, анчах старикӗн хаяр сӑнӗ кӑна курӑнчӗ ӑна. — Кӑлараҫҫӗ», — ҫиҫӗм пек иртсе кайрӗ пуҫра шухӑш, вара вӑл нимӗн ҫинчен те шухӑшлас мар, кӗтесселле те пӑхас мар тесе, Еременко докладне итлеме пуҫларӗ.

«Радуешься в душе, чертов дед, — зло подумал Артамашов и опять стал смотреть в тетрадку, а видел мрачно-гневное лицо старика Тутаринова. — Исключат», — мелькнула мысль, и он, стараясь ни о чем не думать и не смотреть в угол, начал слушать доклад Еременко…

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лагутин йӗнерӗ ҫинчен ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сиксе анчӗ те — тӳрех Листницкий патне.

Лагутин — с седла долой, к Листницкому.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйӗн умӗнчи япаласем ҫине тӗлсӗррӗн пӑхса, тин кӑна вуласа тухнӑ ҫырӑва конверт ӑшне хутлатса чикнӗ вӑхӑтра ҫак аса илӳсем Сергей Платонович пуҫӗнче ҫиҫӗм пек хӑвӑрттӑн шӑвӑнса иртрӗҫ.

Все это быстролетно мелькнуло в уме Сергея Платоновича, пока он сворачивал прочитанное письмо, глядя перед собой невидящими глазами.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах та вӗри сывлӑшпа хӗрсе тӑракан ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗр тумлам та ӳкмест, пӗлӗте шӗвӗр кӗтеслӗ сенкер татӑксене таткаласа, ҫиҫӗм йӑлкӑшать.

Но не падал на землю, пышущую горячечным жаром, дождь, вхолостую палила молния, ломая небо на остроугольные голубые краюхи.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуҫкаланчӑк ҫиҫӗм йӑлтӑркки пек касса татрӗ унӑн шухӑшне кӗске асаилӳ: вӑрман, капӑр кӗмӗл кутлӑх тӑхӑнтартнӑ пек шурӑ та элккем тумлӑ йывӑҫсен вуллисем; Аксинйӑн мамӑк тутӑр айӗнчи хӗрӳллӗ йӑлтӑртатса тӑракан нӳрӗ хура куҫӗсем…

Как вспышка зигзагистой молнии, перерезало мысли короткое воспоминание: лес, бурые стволы деревьев в белом пышном уборе, как в нарядной серебряной шлее; влажный, горячий блеск черных, из-под пухового платка Аксиньиных глаз…

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫта, Дон шывӗ леш енче, кӑваккӑн-симӗссӗн ҫиҫӗм явкаланать, ҫумӑр шӑмарӑлать, шурӑ чиркӳ карти тулашӗнче сасӑсен кӗрлевӗпе хутшӑнса кайса, урисене ылмаштарса тӑракан утсен шӑнкӑравӗсем йыхравлӑн та ҫепӗҫҫӗн шӑнкӑртаткалаҫҫӗ.

Где-то за Доном синё вилась молния, находил дождь, а за белой оградой, сливаясь с гулом голосов, зазывно и нежно позванивали бубенцы на переступавших с ноги на ногу лошадях.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шапа нӑймакипе тата начаркка хумсен вӗлтӗрккипе витӗннӗ шывра ҫиҫӗм ҫиҫни кукӑр-макӑррӑн йӑлтӑртатать.

В воде, покрытой застойной зеленью и чешуей убогих волн, отражаясь, коверкалась молния.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авӑ, ав ҫиҫӗм епле ӑшалантарать.

Ишь, ишь как полыхает!

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех