Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитнине (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем Фролов килсе ҫитнине илтмен, вӑл кӗтмен вӑхӑтра килсе кӗнӗшӗн хавасланса, сӗтел хушшинчен сиксе тӑчӗҫ.

Они не слышали, как Фролов подъехал, и вскочили из-за стола, обрадованные его неожиданным появлением.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролова Люба хӑй Котласран кунта мӗнле килсе ҫитнине каласа пачӗ.

Люба рассказала Фролову о том, как добралась сюда из Котласа.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Тракторсене пиҫсе ҫитмен участокран пиҫсе ҫитнине куҫарма никам та чармасть.

 — Никто не запретит переброску тракторов с несозревшего участка на созревший.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ферма патне мӗнле ҫитнине вӑл хӑй те асӑрхамарӗ.

Он сам не заметил, как подошел к ферме.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эсӗ кунта мӗнле килсе ҫитнине те ниепле те ӑнланаймастӑп эпӗ!

Как ты к нам попала, ума не приложу!

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Нумайӑшӗ бригадӑра чӑн-чӑн ҫарти йӗрке туса хума вӑхӑт ҫитнине хӑйсен опытӗнчен туйса илчӗҫ.

Многие на собственном опыте ощущали, что пришло время навести в бригаде настоящий армейский порядок.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тӗрӗссипе каласан, Павлин Федорович, хамӑр кунта килсе ҫитнине ӗненес те килмест.

Сказать по совести, Павлин Федорович, даже не верится, что мы сюда пришли.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эсир ҫаплах шӳт тӑватӑр, — терӗ Линдлей, хӑй тарӑхса ҫитнине аран-аран пытарса, анчах хӑй ҫапах та ӑшӑ кӑмӑллӑ пек курӑнма тӑрӑшрӗ.

— Вы все шутите, — с трудом скрывая раздражение, но стараясь казаться любезным, сказал Линдлей.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Автансем, ҫурҫӗр ҫитнине пӗлтерсе, авӑтса илчӗҫ, анчах ял ҫав-ҫавах ҫывӑрмасть-ха.

Петухи пропели полночь, но деревня еще бодрствовала.

11 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Германи вӗҫне ҫитнине, вӑрҫӑ часах пӗтессине Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ӑнланса илнӗ ӗнтӗ.

— Соединенные Штаты уже понимают, что Германия на пределе, что война скоро кончится…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ксенофонтовна пӗр шухӑшсӑр чей ӗҫсе ларнӑ, хӑй патне инкек килсе ҫитнине те туйман вӑл.

Ксенофонтовна спокойно сидела за самоваром и не чуяла нависшей над ней беды.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Колхоз пурнӑҫӗнче улшӑну кунӗ ҫитнине пурте ӑнланчӗҫ, анчах пуласлӑх ҫинчен кашни хӑйне майлӑ шухӑшларӗ.

Все понимали, что наступил поворотный день в жизни колхоза, но каждый по-своему думал о будущем.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн ачасем пулман пулсан, вырӑн ҫине выртса, вӑл вилме хатӗрскер, хӑйӗн вилес вӑхӑчӗ ҫитнине шанчӑклӑн кӗтсе выртнӑ пулӗччӗ.

Если бы у нее не было детей, она просто легла бы в постель и лежала, готовая к смерти, твердо убежденная в том, что пришел ее час.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тухнӑ килрен икӗ километр кайсанах, вӑл ӗшенсе ҫитнине туйса илчӗ.

Уже километрах в двух от домика она почувствовала усталость.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫапах та унӑн хӑй ирӗке тухса ҫитнине ӗненес килмест-ха.

Но все еще не верила, что свободна.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Лакей Стефание господа нимӗҫ офицерсем автомобилпе ҫитнине пӗлтерчӗ.

Лакей доложил Стефании, что прибыл автомобиль с господами немецкими офицерами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Санин, ыйӑх килет тесе, хӑй юлташӗсенчен ҫеҫ хӑпасшӑн пулнӑ, анчах пӗччен юлсан, вӑл чӑнах та пӗтӗм ӳт-пӗвӗ чылаях ывӑнса ҫитнине туйса илчӗ; иртнӗ каҫа вӑл куҫ хупмасӑр тенӗ пекех ирттернӗ-ҫке.

Сказавши, что он хочет спать, Санин желал только отделаться от своих товарищей; но, оставшись один, он взаправду почувствовал значительную усталость во всех членах: всю предшествовавшую ночь он почти не смыкал глаз.

XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Эпӗ шухӑшларӑм та майлӑ вӑхӑт ҫитнине ӑнкартӑм:

Я задумался и вижу, что случай подходящий; потом говорю:

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Эсир мана хӗрхенесшӗн мар: эпӗ ҫав хӗрарӑма хӑнӑхнине, эпӗ ӑна иленсе ҫитнине эсир ӑнланасшӑн мар; вӑл манпа пӗрле пулманни мана асаплантарать.

— Вы не хотите войти в мое положение; вы не хотите понять, что я привык к этой женщине, что я привязан к ней наконец, что отсутствие ее меня должно мучить.

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Куҫӗсенчен ҫӑмӑл та таса куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ Вӑл вара сасартӑк хӑй ҫав тери ывӑнса ҫитнине туйса илчӗ, пуҫне минтер ҫине хурса: «мӗскӗн Андрей Петрович!» — терӗ, унтан йӗпе куҫхӑрпӑкӗсене тата йӗпе питне шӑлса типӗтмесӗрех, ҫывӑрса кайрӗ.

Легкие, светлые слезы полились у ней из глаз; она вдруг почувствовала крайнюю усталость, положила голову на подушку, шепнула: «Бедный Андрей Петровича — и тут же заснула, с мокрыми ресницами и щеками.

XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех