Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтел сăмах пирĕн базăра пур.
сӗтел (тĕпĕ: сӗтел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лӑплан, тархасшӑн, ан хирӗл сӑлтавсӑр, лар сӗтел хушшине.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Камай нӳхрепе анса сӑра ӑсса тухрӗ, ӑна сӗтел ҫине лартас умӗн унти шур ҫивиттие илчӗ, ун айӗнче апат-ҫимӗҫ пулнӑ, ҫӑкӑр, ҫӑмарта, хӑяр, помидор.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Пайменпа Савка ҫитнӗ тӗле чаплӑ сӗтел хатӗрлеме шутларӗ Камай.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вӑл хӑвӑрт нӳхрепе анчӗ, пӗр кӑкшӑм килти чӑваш сӑрине илсе тухрӗ, пӳртре сӗтел ҫине лартрӗ, икӗ курка сивӗ сӑра ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫапла-и, атте? — тет вӑл, кучченеҫӗсене сӗтел ҫине хурса.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫара кайма ят тухсан, ашшӗ ӑна, ӳссе ҫитнӗ ҫынна, сӗтел хушшине лартсах ӑс парать:

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Сӗтел сирчӗ кӑмакаран тин кӑларса лартнӑ сап-сарӑ шаркку тутлӑ шӑршӑ сарать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Чӑн-чӑн этем хӑй килне ҫеҫ мар, тӑван ялне те хӳтӗлет, — ҫапла калать те ашшӗ ывӑлне сӗтел хушшине ларма хушать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Мӗн? — тӗпел кукринчен сӗтел патне йӑпӑртатса пырать кил хуҫи арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Апатӑн тути-масине ӑнлансах ҫитереймест пулас та каллех лӗрплеттерет, вара, йывӑҫ кашӑка сӗтел ҫине шак хурса: — Амӑшӗ! — тет хыттӑн.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Вӑл, сӗтел ҫинче пӑсланса ларакан яшкана, тин кӑна чашӑкпа антарса панӑскерне, вӗркеленҫи тӑвать те тулли кӑмӑлпа сыпса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫулҫӳреве пӗтӗмлетсе хӑнасемпе район представителӗсем Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗн аталанӑвӗн тӗп ҫулӗсене сӳтсе явассипе ҫавра сӗтел йӗркелесе ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫӳревре район аталанӑвӗпе паллашрӗ // А. МАКСИМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/13/l- ... e-pallashr

Итленӗ май, тӗлӗнсе, кап карӑлнӑ ҫӑварӗ патне илсе пынӑ ҫӑкӑр таткине сӗтел ҫине хурать Терен: — Тен, вӗсем пач урӑх ҫынсем, тен, вӗсем пӗртте пӗлтӗрхисем мар, а? — иккӗленсе ыйтать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Юрамасӑр, — сӗтел хушшинчен тухса кӗтсе илет пӳлӗм хуҫи.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ алӑк уҫнӑ-уҫман ҫав Селендеев сана хирӗҫ йӑпӑр-йӑпӑр чупса пырать, йӑл-йӑл кулса алӑ тытать, сӗтел хушшине пырса ларса, сифонран тапса тухакан газлӑ шыв ӗҫтерет, вара эсӗ мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине питӗ сӑпайлӑн ыйтса пӗленҫи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗрлехи вӑйпа ӗҫмелли-ҫимелли лартса ҫитернӗччӗ сӗтел ҫине — чӳрече умне сап-сарӑ мотоцикл ҫитсе чарӑнни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кулаканни кулать, шӳтлекенни шӳтлет, тӑхлачӑсем хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ кучченеҫӗсене сӗтел ҫине кӑлара-кӑлара хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑна-мӗн ҫук-иҫ», — вара айӑпсӑр сӗтел каллех стена ҫумне кайса йӑпшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем пулас пулсан-и, картунта та ток пулӑшнипе телевизор пичӗ хавассӑн ҫуталса лармалла, кӗпе ҫумалли машина хӑйӗн мӑрӑлти юррине кӑмӑллӑн юрла-юрла кӑтартмалла; хулари троллейбус пек, утюг, чашлатса та пӑшлатса, сӗтел ҫинче хӑйне кӑтартнӑ маршрутпа каллӗ-маллӗ хавассӑн чупмалла.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ме, ме, хӑть те хӑҫан та, пашалста, пашалу, — сӗтел сунтӑхне васкамасӑр уҫса, Левен адреселлӗ пушӑ конверта тӑсса парать Ваҫлей.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех