Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӑмахсем ӗлӗкхи пур сӑмахсем вырӑнне йышӑнаҫҫӗ, вара вӑл пӗр сехет, икӗ сехет шухӑшлать: «манӑн унпа курнӑҫмалла мар», мӗнле, хӑҫан улшӑнма ӗлкӗрнӗ вӗсем? анчах халӗ вӗсем ҫапла улшӑннӑ: «нивушлӗ унпа курнӑҫас килӗ-ши вара манӑн? — Ҫук»; вӑл ҫывӑрса кайнӑ чух вара ҫав сӑмахсем ҫак сӑмахсене ҫаврӑнчӗҫ: «нивушлӗ эпӗ унпа курнӑҫӑп-ши вара?» — анчах ӑҫта-ха ответ? ӑҫта ҫухалчӗ вӑл?
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑҫта мӗн чухлӗ пурӑнасси, хӑҫан ӑҫта пуласси паллӑ мар — ытти ӗҫсене тунипе пӗрлех, манӑн суту-илӳ корреспонденчӗсенчен укҫа илмелле пулать; хӑвах пӗлетӗн, савнӑ тусӑм» — ҫапла, ку пурччӗ ҫырура: «Савнӑ тусӑм», хӑй мана ӗлӗкхи пекех хисепленине, ман ҫине нимшӗн те кӑмӑлсӑр пулманнине кӑтартас тесе, вӑл сӑмахсене темиҫе хут та ҫырнӑччӗ, аса илет Вера Павловна: ун чухне эпӗ ҫак «савнӑ тусӑм» текен сӑмахсене чуптурӑм та, — ҫапла, ҫаплах ҫырнӑччӗ: — «хӑвах пӗлетӗн, савнӑ тусӑм, ӑҫта та пулин укҫа илмелле пулсан, темиҫе сехет ҫеҫ кӗтмелле пек туйӑннӑ ҫӗрте те час-часах темиҫешер кун кӗтме тивет. Ҫавӑнпа эпӗ хам Рязане хӑҫан ҫитессине пачах та пӗлместӗп; анчах, мӗнле пулсан та, часах мар пулмалла-ха».
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата тепӗр ҫур сехет шухӑшлать; ҫур сехетрен вара ҫав тӑватӑ пӗчӗк сӑмах, ҫав пилӗк пӗчӗк сӑмах ӗлӗкхи сӑмахсене те, ӗлӗкхи чи кирлӗ сӑмахсене те хӑйсем тӗллӗнех урӑхлатма пуҫлаҫҫӗ, «эп каятӑп» текен чи кирлӗ икӗ сӑмахран виҫӗ сӑмах пулса тӑрать: ҫавсемех пулсан та, пӗртте ун пеккисем мар: «Эпӗ кайӑпах-ши вара?» — акӑ мӗнле ӳсеҫҫӗ тата урӑхла май ҫаврӑнса каяҫҫӗ сӑмахсем!
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кун ҫинчен пӗр сехет, икӗ сехет те шухӑшлать; — ҫапла, пӗр сехет шухӑшлать кун ҫинчен; анчах икӗ сехетех шухӑшлать-ши?Это думается час и два; да, час думается это; но два думается ли это?
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вара каллех пӗр сехет, икӗ сехет шухӑшлать:
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑн ҫинчен вӑл пӗр сехет, икӗ, виҫӗ, тӑватӑ сехет шухӑшлать.Это думается час, это думается два, это думается три, четыре часа.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ тепӗр кунне те чылай кулянтӑм, виҫҫӗмӗш кунне вара пушшех те салхуллӑрах тӑтӑм, ҫавӑнтах тата Маша мана ҫыру пырса тыттарчӗ, — ҫав минут, ҫав сехет, ҫав кун мӗнле йывӑр пулнине пӗлетӗр ӗнтӗ эсир.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир мана кӑмӑлланӑ, юп курнӑ, хӑвӑрӑн вӑрӑм ҫырӑвӑра (маншӑн питӗ хаклӑ ҫырӑвӑра) ҫырма темиҫе сехет вӑхӑтӑра шеллемен; ҫакӑнтан эпӗ хам Дмитрий Сергеич пек е сирӗн пек дипломатла сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе ҫырнине куратӑп, — Дмитрий Сергеич Мускава кайнӑ чух (унтан таврӑнсан вӑл вилме шутланӑ) сывпуллашнӑ хыҫҫӑн манпа мӗн пулнине сирӗн пӗлессӗр килнине ҫакӑнтан, шӑпах ҫакӑнтан куратӑп эпӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна вӑл ҫур сехет ытларах каласа кӑтартать, каласа пӗтернӗ тӗле Вера Павловна: ку, чӑнах та, лайӑх, теме тата, ҫӳҫ-пуҫне тирпейлесе, кӑнтӑр апачӗ ҫиме кайма пултарать.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл, питне аллисемпе хупласа, вырӑн ҫине пыра-пыра выртрӗ, тепӗр 15 минутран тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳрерӗ, креслӑсем ҫине йӑванчӗ, каллех пӗрре вӑрӑмрах, тепре кӗскерех ярса пусса, талпӑнса утса ҫӳрерӗ, вырӑн ҫине пырса выртрӗ, каллех утса ҫӳрерӗ, темиҫе хутчен ҫыру сӗтелӗ патне пырса тӑчӗ те каллех чупса кайрӗ, юлашкинчен ларчӗ, темиҫе сӑмах ҫырса хучӗ, ҫырӑва ҫыпӑҫтарчӗ, унтан пӗр ҫур сехетрен ҫырӑва ярса тытрӗ, ҫурса тӑкса ҫунтарса ячӗ, нумайччен унталла-кунталла чупкаласа ҫӳрерӗ, ҫӗнӗрен ҫырчӗ те, васкавлӑн, ҫыпӑҫтарнӑ-ҫыпӑҫтарманах, адрес ҫырса вӑхӑта ирттермесӗр, ҫырӑва илсе, упӑшкин пӳлӗмне чупса кайрӗ, ӑна сӗтел ҫине пӑрахса, хӑйӗн пӳлӗмне ыткӑнчӗ, кресла ҫине ӳкрӗ, пит-куҫне аллисемпе хупласа, ним хусканмасӑр ларчӗ; ҫур сехет, тен, пӗр сехет иртрӗ пуль, акӑ, шӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ — ку ӗнтӗ вӑл, Вера Павловна, ҫырӑва илсе, ҫурса тӑкас, ҫунтарса ярас тесе кабинета чупса кайрӗ, — ӑҫта-ха ҫыру?
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та мӗн-ха нервсене ҫывӑрмасӑр пӗтерес? — виҫе сехет ҫитнӗ вӗт ӗнтӗ.Однако что ж в самом деле расстроивать свои нервы бессонницею? ведь уж три часа.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манпа пӗрле вӑл 15 минутран ытла пулмарӗ пулас», — тӗрӗс мар, ҫур сехет ытла, ҫур сехет ытла пуль тесе шутлатӑп эпӗ, шансах тӑратӑп, — шухӑшлать Вера Павловна.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, «савнӑ тусӗпе пакӑлтатса тӑрансан, вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кӗчӗ те выртрӗ — ҫывӑрма мар, ҫывӑрма ир-ха, ӑҫта унта, сакӑр сехет ҫурӑ кӑна-ха, ҫук, хывӑнман та вӑл — ахаль ҫеҫ, вулама ҫеҫ, выртнӑ.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл Лопухов патне каҫпа, вунӑ сехет ҫине кайсан, пычӗ те Вера Павловнӑпа пӗрле ун патӗнче ҫур сехете яхӑн ларчӗ, унтан:
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа Кирсанов васкамарӗ: госпитальре кӑнтӑрлахи апатчен пулчӗ те Лопухов патне кӑнтӑрла иртни ултӑ сехет ҫине кайсан кӑна пычӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— ку вӑл N г-жа, ӑна вӑл ман умрах каларӗ; вӑл чӑнах та питӗ лайӑх хӗрарӑм, анчах ӑна ҫавӑнтах тытрӗҫ вӗт, — вӑл унччен ҫур сехет маларах кӑна хӑй 26 ҫулта тесе мухтаннӑччӗ, астӑватӑн-и, пуринпе пӗрле епле ахӑлтатса кулчӗ вӑл, халӗ ӗнтӗ тӑваттӑшӗ те ахӑлтатса кулса ячӗҫ, романтик ахӑлтата-ахӑлтатах аяккалла тарчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр студентӑн романтизм, Дмитрий Сергеичӑн — схематистика, тепӗр студенчӗн — ригоризм; паллах, ют ҫынна ҫакӑн пек чакаланнине пилӗк минутран ытла итлесе тӑма йывӑр ӗнтӗ, тавлашакансенчен пӗри, романтик, сехет ҫурӑран ытларах чӑтса тӑраймарӗ, ташлакансем патне тарчӗ, анчах мухтавсӑрах тармарӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗн пурӗ аллӑ ҫын е ытларах та пухӑнчӗҫ; ҫӗвӗҫсем ҫирӗм хӗр ытла, — улттӑшӗ ҫеҫ хутшӑнман, — ватӑ хӗрарӑмсем виҫҫӗн, пӗр вунӑ ача, ҫӗвӗҫсен амӑшӗсем, йӑмӑкӗсем тата шӑллӗсем, виҫӗ ҫамрӑк ҫын, каччӑсем: пӗри — сехет ӑсти патӗнче вӗренекенскер, тепри — вак-тӗвек таварсемпе сут тӑвакан, виҫҫӗмӗш — уезднӑй училище учителӗ, лешсем иккӗшӗ те хӑйсене ҫак учитель евӗрлех тыткалаҫҫӗ; тата ҫамрӑк ҫынсем пиллӗкӗн, тӗрлӗ ӗҫпе пурӑнакансем, вӗсем хушшинче икӗ офицер, университет студенчӗсемпе медик-студентсем пӗр сакӑр ҫын.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каҫпа никам та ҫук пулсан, чей ӗҫнӗ чухне каллех савнӑ тусне каласа кӑтартать, пӗр ҫур сехет хушши варринчи пӳлӗмре лараҫҫӗ, унтан «сывӑ пул, савнӑ тусӑм», чуптӑваҫҫӗ те ыранччен, чей ӗҫме вӑхӑт ҫитиччен, уйрӑлса каяҫҫӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр сехет ҫурӑ — икӗ сехет ҫывӑрнӑ е ачашланса выртнӑ хыҫҫӑн тумланать, каллех мастерскоя каять те унта чей ӗҫме вӑхӑт ҫитичченех ларать.