Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗх сăмах пирĕн базăра пур.
тӗслӗх (тĕпĕ: тӗслӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Университетра Кавӗрлен йӑнӑшӗне тӗслӗх туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пиччӗшӗпе, Самаев Кирюшапа, пирӗн класшӑн кӑна мар, мӗнпур шкулшӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ачасем Тимуртан тӗслӗх илеҫҫӗ.

Ребята берут пример с Тимура.

Аркадий Гайдар // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

— Ҫапла, ҫапла, — пуҫласа ячӗ Базаров: — урок сире, ҫамрӑк тусӑм, кӑштах ӑса кӗртекен тӗслӗх.

— Да, да, — заговорил Базаров, — урок вам, юный друг мой, поучительный некий пример.

XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эпӗ сирӗнпе, — хушса хучӗ вӑл ура ҫине тӑрса, — мана хамӑрӑн хальхи пурӑнӑҫра, ҫемьере е обществӑра пӗр хӗрхенмесӗр критикӑлама май ҫук пӗр-пӗр тӗслӗх тупса парсан тин килӗшме хатӗр.

А я тогда буду готов согласиться с вами, — прибавил он вставая, — когда вы представите мне хоть одно постановление в современном нашем быту, в семейном или общественном, которое бы не вызывало полного и беспощадного отрицания.

X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

«Шинель» тата «Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем» «натуральнӑй шкул» мӗнпур писателӗсемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ, ку шкула вара Белинский хавхалантарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Республикӑра кунсерен тӗрлӗ ҫул-йӗр енӗпе 365 пин тӗслӗх шайӗнче социаллӑ пулӑшу параҫҫӗ — поликлиникӑсенче, шкулсемпе ача сачӗсенче, культурӑпа спорт учрежденийӗсенче.

Ежедневно в республике предоставляется 365 тыс. социальных услуг по разным направлениям — в поликлиниках, школах, детских садах, учреждениях культуры и спорта.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Вӗсене ачасем те хисепленӗ, тӗслӗх илме тӑрӑшнӑ.

Дети тоже уважали их, старались брать пример.

Туслӑх ҫирӗпленсе пырать // Владимир ИЛЬИН. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.

Мӗн унта вӗсемшӗн кӑна пултӑр, пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та тӗслӗх эс!

Да что там для них, для всех нас пример!

16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Уншӑн вӑл чи ҫутӑ та чи витӗмлӗ тӗслӗх.

Для него они становились теперь ярким эталоном.

16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Мӗнлерех кӑна хӑюллӑ професси представителӗ хӑвӑр — хӑвӑр вара чирлисене калама ҫук начар тӗслӗх паратӑр!

Представитель такой мужественной профессии — и какой пример подаете вы больным!

10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫавӑн пек тӗслӗх кӑтартатӑр-и ҫамрӑк казаксене?

Такой-то пример вы подаете молодым казакам?

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Паянхи тӗслӗх те ҫавнах ҫирӗплетсе пачӗ.

Сегодняшний случай — лишнее доказательство тому.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Е ак тата лайӑхрах тӗслӗх: астӑватӑн-и пӗрре хӗлле Каргинскинче упӑшкине казаксем арестленӗ пӗр интеллигентла хӗрарӑмпа калаҫнине?

Или еще лучше: помнишь, зимой как-то в Каргинской разговаривал ты при мне с одной интеллигентной женщиной, у которой мужа арестовали казаки?

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Эпир Урташ ӗҫне малалла тӑсма тӑрӑшатпӑр, йӗплес-чӗпӗтес тесен, камран тӗслӗх илмелли пур», — терӗ редактор «Сувар» ҫырӑнакансене тӗрӗс суйлав тунӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Анчах вӑл облаҫранах хатӗр заданипе тухнӑ — мана тустарса тӑкмалла, япӑх тӗслӗх вырӑнне илсе, ытти районсене ун пек тума юрамасть тесе вӗрентмелле.

Но он уже из области выехал с готовым заданием — расчихвостить меня, взять, как отрицательный пример, на котором нужно подтянуть другие районы.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Е акӑ ҫакӑн пек тӗслӗх илер, — терӗ вӑл кабинет варринче тӑрса, пурин ҫине те ывӑннӑн йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе пӑхса.

— Или вот возьмем такой пример, — останавливаясь посредине кабинета и окидывая всех устало блестевшими глазами, заговорил он.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Наступлени вӑхӑтӗнче офицерсене, хӗрлӗ командирсенчен тӗслӗх илтерсе, ҫапӑҫӑва малтан кӗртсе яраҫҫӗ те — ним шӑв-шавсӑр, шӑппӑн ҫурӑмӗсенчен переҫҫӗ.

Офицеров заставляли во время наступления, по примеру красных командиров, идти впереди цепей — и без шума, тихонько постреливали им в спины.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Самуил Яковлевич Маршака тӗслӗх вырӑнне илсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Ун ҫумне ик-виҫӗ тӗслӗх ҫырса хурӑр — аса илтерекен ыйту евӗр.

К нему припишите два-три примера — в виде наводящих вопросов.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех