Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнать (тĕпĕ: туйӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫу кунӗсем ҫитнӗ май ачасен канмалла пек туйӑнать.

С приходом летних дней кажется, что детям нужно отдыхать.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Анчах сӑнӗ ҫиллес мар, кӑшт именчӗклӗрех пек те туйӑнать.

Но не сердитая, показалась немного робкой.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫак самант лӑпкӑн иртет, анчах кураканӑн чунӗнче канлӗ мар, тем пулассӑн туйӑнать.

Этот момент проходит спокойно, но вызывает у зрителей беспокойство, кажется что-то должно случиться.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Хӑш-пӗр пулӑма пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитнӗ пек туйӑнать.

Кажется, пришло время подытожить некоторые события.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

— Хӑйӗнпе йӑлтах кӑмӑллӑ журналист пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑнӑн туйӑнать...

- Журналист, который полностью доволен собой, кажется, топчется на одном месте...

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Санӑн вырӑну шӑпах радиора пек туйӑнать.

Кажется, что твое место именно на радио.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Санӑн вырӑну шӑпах радиора пек туйӑнать.

Кажется, твое место точно в радио.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Эрех кӳпса лартма килнӗнех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Анчах хӑш-пӗр тӑрӑхра масар ҫинче вилнисене асӑнасси уява ҫаврӑннӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Тепӗр чухне мана профессие ҫын мар, вӑл ӑна хӑй суйланӑн туйӑнать.

Порою мне кажется, что не человек выбирает профессию, а она его.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫакна курсан йӑх-несӗл пурӑннӑ вӑхӑта таврӑннӑнах туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ҫу ачасене ҫут ҫанталӑк илемне курма хӑнӑхтармашкӑн чи меллӗ вӑхӑт пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Паллах. Малашне вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать. Раҫҫее вулакансен ҫӗршывӗ тесе ахальтен каламаҫҫӗ вӗт. Кӗнеке авалах пулнӑ, халӗ те пур, малашне те пулӗ», — калаҫӑва пӗтӗмлетрӗ библиотекарь.

"Конечно. Кажется, что в будущем возрастет интерес к чтению. Ведь не зря говорят, что Россия читающая страна. Книга была и в старину, и сейчас есть, и в будущем будет", - обобщила беседу библиотекарь.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Эй, ҫут тӗнчере пурӑнакансем! Чӗрӗ-сывӑ чухне хирӗҫсе-харкашса пурӑнса, пурнӑҫ йывӑр тесе ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи ырлӑхран уйрӑлса кунта килме ан васкӑр! Влаҫра ларакан тӗрлӗ тӳре-шарасем, чиркӳ ҫыннисем: «Леш тӗнчене» кайсан ҫӑтмаха лекетӗр, сӗт кӳллинче, пыл та ҫу ҫинче ярӑнса ҫӳретӗр!» тенине ан ӗненӗр», — тесе каланӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Тепӗр чухне анне кӑмӑлӗ хӑй тӑхӑнакан кӗпе-тум ҫине куҫнӑн туйӑнать.

Иногда, кажется, мамина нежность переходит на её одежду.

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Виртуаллӑ юратӑва ӗненсех каймастӑп. Вӑл соцсеть тулашӗнче аталанаймасть пек туйӑнать. Иккӗмӗш сыпӑкри пиччем Интернетсӑрах, ӑнсӑртран, пулас арӑмӗпе паллашрӗ: телефонпа йӑнӑш шӑнкӑравласан хӗр тытнӑ. Вӗсем ҫапла калаҫса кайнӑ, кайран тӗл пулнӑ, пӗрлешнӗ. Пӗччен пулмасса, ватлӑха /пурӑнса ҫитсен ӗнтӗ/ юратнӑ мӑшӑрпа кӗтсе илессе шанатӑп эпӗ», — тенӗччӗ Валериан.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

«Эпӗ арҫынна ӗненме пӑрахрӑм. Ӗҫкӗҫсем, хӗрарӑм ӗнси ҫинче ши-ик! шӑхӑрса ларакансем кӑна тӑрса юлчӗҫ пек туйӑнать. Мана пӗччен те аванччӗ. Ывӑлӑм ӳссе ҫитрӗ ӗнтӗ, салтака кайса килчӗ, халӗ Мускавра ӗҫлет. Анчах Валериан шӑнкӑравӗ мана йӑлт хумхатрӗ», — юрату историйӗ мӗнрен пуҫланнипе паллаштарчӗ Оля.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Шеремет хӗрарӑмӗсемпе карчӑкӗсем, Тӗп пасар умӗнче сӗт сутакансем, мана шутсӑр юратмаҫҫӗ пек туйӑнать.

Бедняжки женщины и старушки, продающие молоко у Главного рынка, кажется меня очень не любят.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Чылайӑшӗ вара пӗри тепринчен юлас мар тенӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Кӗнеке пулмасан пирӗн ӗҫҫыннисене темӗнле кичем пек, тем ҫитмен пек, пурнӑҫ тулли мар пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех