Шырав
Шырав ĕçĕ:
35. Ҫакна каласан ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнче те Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ; 36. вара пурте хӑюланчӗҫ те апат ҫирӗҫ; 37. карап ҫинче эпир пурӗ икҫӗр ҫитмӗл ултӑ чунччӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унтан вӑл ҫӗрпӳсене иккӗшне чӗнсе илнӗ те каланӑ: икҫӗр ҫуран салтак, ҫитмӗл юланутҫӑ салтак, икҫӗр тӗкӗрҫӗ хатӗрлӗр — вӗсен ҫӗрле виҫҫӗмӗш сехетре Кесарие каймалла пулать; 24. Павела Феликс прокуратор патне лартса ӑсатмашкӑн ашаксем те хатӗрлӗр, тенӗ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иосиф хушса янӑ та, хӑйӗн ашшӗне Иакова, хӑйӗн тӑванӗсене — мӗнпурӗ ҫитмӗл пилӗк чун — чӗнтерсе пынӑ.14. Иосиф, послав, призвал отца своего Иакова и все родство свое, душ семьдесят пять.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫитмӗл вӗренекенӗ савӑнса таврӑннӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр!17. Семьдесят учеников возвратились с радостью и говорили: Господи!
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус тата урӑх ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ, вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй каяс тенӗ хуласемпе ялсене янӑ, 2. Вӑл вӗсене каланӑ: вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Хӑйӗн анине ӗҫлекенсем ятӑр.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус ӑна ҫапла калать: ҫичӗ хутчен теместӗп сана, ҫичӗ хут ҫитмӗл таран, тетӗп.22. Иисус говорит ему: не говорю тебе: до семи раз, но до седмижды семидесяти раз.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Симонпа пӗрле пулнисем, кӗмӗле юратса, пашнене пытаннисенчен хӑшне-пӗрне укҫан сутӑннӑ; ҫитмӗл пин драхма илсе, хӑшӗсене тухса тарма май панӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫав хушӑра, халӑха мӗн кирлипе тивӗҫтерес тӗллевпе ҫӗршыври хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ май, Симон хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе — Маттафийӑпа тата Иудӑпа — Иерихон хулине ҫитнӗ, ку вӑл ҫӗр ҫитмӗл ҫиччӗмӗш ҫулӑн вунпӗрмӗш уйӑхӗнче, сават уйӑхӗнче, пулнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр ҫитмӗл тӑваттӑмӗш ҫулта Антиох хӑйсен ашшӗсен ҫӗрне пырса кӗнӗ те, ун патне пӗтӗм ҫар пухӑннӑ, ҫапла вара Трифонпа пӗрле юлнисем нумаях пулман.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулхи елул уйӑхӗн вунсаккӑрмӗш кунӗнче, — ку вӑл Симон виҫҫӗмӗш ҫул аслӑ священникра ларнӑ чухне пулнӑ, — 28. Сарамельте пире халӑхпа священниксен, халӑх пуҫлӑхӗсемпе ҫӗршыври аслӑ ҫынсен пысӑк пухӑвӗнче ҫапла каласа пӗлтернӗ: 29. ҫак ҫӗршывра нумай хутчен вӑрҫӑ пулнӑран Иарив йӑхӗнчен тухнӑ Маттафия ывӑлӗ Симон тата унӑн тӑванӗсем, Иудея халӑхӗн сӑваплӑ Ҫурчӗпе саккуна сыхласа хӑварас тесе, хӑрушлӑхран хӑрамасӑр хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тӑчӗҫ, хӑйсен халӑхне пысӑк мухтава кӑларчӗҫ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулта Димитрий патша хӑйӗн ҫарӗсене пухнӑ та, Трифона хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пулӑшу илесчӗ тесе, Миди ҫӗрне тухса кайнӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вара вӗсем Симона килӗшӳ тумашкӑн тархасланӑ, Симон килӗшнӗ, анчах вӗсене унтан хӑваласа кӑларнӑ та ирсӗрлентернӗ кереме тасатнӑ, 51. вара ҫӗр ҫитмӗл пӗрремӗш ҫулхи иккӗмӗш уйӑхӑн ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче Симон кереме Турра мухтаса, пальма турачӗсем тытса, кӗслепе цитра каласа, кимвал ҫапса, псаломсемпе юрӑсем юрласа пырса кӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн питех те вӑйлӑ тӑшманне салатса тӑкнӑ вӗсем.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 5. ҫак ҫӗрӗн пӗтӗм халӑхне тата священниксене ҫапла кала: пиллӗкмӗшпе ҫиччӗмӗш уйӑхсенче, ҫитмӗл ҫул хушши ӗнтӗ, типӗ тытса йӗнӗ чухне, Маншӑн типӗ тытнӑ-ши эсир?
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑҫанччен Эсӗ Иерусалима, Иуда хулисене хӗрхенмесӗр тӑрӑн? ӗнтӗ Эсӗ вӗсене ҫитмӗл ҫул ҫилленсе тӑратӑн, терӗ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Йывӑр айӑпа сирме, ҫылӑхсене ҫӗтерме, йӗркесӗр ӗҫсене каҫарттарма, ӗмӗрлӗхе тӳрӗлӗхе ҫирӗплетме, курӑнупа пророкла калани ҫине пичет хума, Сӑваплӑран Сӑваплине ҫу сӗрсе яма санӑн халӑхупа санӑн сӑваплӑ хулу валли ҫитмӗл ҫичӗҫуллӑх палӑртнӑ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий — Ассуир ывӑлӗ, Миди ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Халдея патшалӑхӗн патши пулма лартнӑскерӗ — 2. пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ, Даниил, Турӑ Ҫырӑвӗнче ҫырнине — Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка пӗлтернӗ тӑрӑх, Иерусалим ҫитмӗл ҫул хушши юхӑнса выртмалла тенине — ӑнкарса илтӗм.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анӑҫ енчи лаптӑк умӗнче — пӗр хуралтӑ, унӑн сарлакӑшӗ ҫитмӗл чике; ҫак хуралтӑ стенин хулӑнӑшӗ пилӗк чике, унӑн тӑршшӗ тӑхӑрвунӑ чике.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсен умӗнче Израиль халӑхӗн аслӑ ҫыннисенчен ҫитмӗл ҫынни тӑрать, Сафан ывӑлӗ Иезания та вӗсен хушшинчехчӗ; кашнийӗ хӑйӗн тӗтӗркӗчне тытнӑ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм ҫӑра пӗлӗт пек ҫӳлелле хӑпарать.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Вавилонра пурӑнма пуҫланӑранпа ҫитмӗл ҫул ҫитсессӗн, Эпӗ сирӗн патӑра пырса пӑхӑп та ырӑ сӑмахӑма вырӑна килтерӗп — сире каялла ҫакӑнта илсе килӗп: 11. Эпӗ сирӗншӗн мӗн тума палӑртнине Хам анчах пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, малашлӑхпа шанчӑк парса Эпӗ сире хуйхӑ-суйхӑ мар, тӑнӑҫлӑх пама палӑртнӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кайран ҫапла пулӗ: ҫитмӗл ҫул тулсассӑн, Вавилон патшипе унӑн халӑхне усал ӗҫӗсемшӗн хӗн кӑтартӑп, халдейсен ҫӗрне ӗмӗрлӗх пушхир туса хӑварӑп.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.