Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗнче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турӑҫӑм, мӗн ку! ун ҫийӗнче йӑлтах сӑрӑпа вараланса пӗтнӗ сюртук иккен; кунта килме васканипе вӑл ҫийӗнчи тумтирне хывса лайӑхрах кӗпе тӑхӑнма та манса кайнӑ.

Творец Небесный, что это! на нем был сюртук и весь запачканный красками: спеша ехать, он позабыл даже переодеться в пристойное платье.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Тепӗр чух вӗсем илемлӗрех тумланма та юратаҫҫӗ, анчах ку илемлӗ тум вӗсен ҫийӗнче ытлашши куҫа курӑнать, ҫавӑнпа саплӑк евӗр туйӑнса тӑрать.

Они любят иногда пощеголять, но щегольство это всегда кажется на них слишком резким и несколько походит на заплату.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫийӗнче Аришка кӗпе вӗҫҫӗн ларать, кӑкӑрӗсем уҫӑ унӑн, нимӗҫ кулкаласа ӑна кӑтӑклать: «пике» вара хӑйӗн уҫӑ ҫурӑмӗ ҫинче выртакан ҫӑра ҫӳҫне лапӑстаттарса ахӑлтатать.

На коленях его прилепилась Аришка в одной рубашке, низко спущенной с плеч, немец с тупой ухмылкой щекотал ее, а «красотка» хохотала и взвизгивала, встряхивая разметавшимися по голой спине густыми волосами:

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эс ан явӑн, хура ҫӑхан, Манӑн пуҫӑм ҫийӗнче

Ты не вейся, черный ворон, Над моею головой…

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ун ҫийӗнче гимнастерка, портупейлӗ пиҫиххи, аяккинче кобура.

На ее гимнастерке перехлестнулись ремни портупеи, сбоку висела кобура.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Сӗтелӗн пӗр енче тетрадьсем, кӗнекесемпе хаҫатсем купаланӑ тумбочка, ун ҫийӗнче Ленинпа Сталин портречӗсем.

По одну сторону кровати желтела тумбочка с высокой стопкой тетрадей, газет и книг; над ней висели портреты Ленина и Сталина.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Иккӗмӗш урокра унӑн кайри урасем ҫинче сикмелле тата хӑйӗн учителӗ унӑн пуҫӗ ҫийӗнче ҫӳлте тытакан сахӑра тытмалла пулнӑ.

Во второй урок она должна была прыгать на задних лапах и хватать сахар, который высоко над ее головой держал учитель.

V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Хула ҫийӗнче кӗрхи йывӑр пӗлӗтсем тӑраҫрӗ, сивӗ ҫумӑр вӗтӗртетсе ҫӑвать.

Над городом висели тяжелые осенние тучи, сеял холодный дождь.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Маркшейдерсем каланӑ тӑрӑх, вӑл шӑп ҫавӑн айӗнче… ун ҫийӗнче тӑватҫӗр метр хулӑнӑш ҫӗр…

Маркшейдеры сказали, что там, под тем местом, он… а над ним четыреста метров земли…

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫийӗнче вӗсен курткӑсем, шинельсем, сӑхмансемпе укӑртнӑ кӗрӗк пиншаксем; урисенче — атӑсем, пушмаксем; шӑлавар вӗҫӗсене шурӑ чӑлхасем ӑшне ҫавӑрса чикнӗ; урана ним тӑхӑнманнисем те пур.

Шли — одетые в сюртуки, шинели, зипуны и дубленые полушубки; обутые в сапоги, в чирики, с шароварами, заправленными в белые чулки, и ни во что не обутые.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Пытаратӑн ывӑлна. Шел, ҫийӗнче вӗлермерӗмӗр!» — тет.

«Скрываешь, говорит, сына. Жалко, что не добили его доразу!»

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗлеткине килмен виҫесӗр пысӑк шинель ун ҫийӗнче, пахчари катемпи ҫине уртса янӑ сӑхман пек, шалпаррӑн ҫакӑнса тӑрать.

Большая не по росту шинель висела на нем, как кафтан на бахчевном чучеле.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑхма вӑл ҫамрӑках мар, ҫаврака питлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ куҫӗсем ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, ҫийӗнче кулленхи тум: кӗске ҫанӑллӑ кӑвакрах кофта, икӗ аркӑллӑ сарлака юбка, кӑвакара пуҫланӑ пуҫӗ ҫинче виҫе кӗтеслӗ тутӑр.

Это была уже немолодая женщина, полнолицая, с добродушными и ласковыми глазами; одета по-будничному: серенькая кофточка с короткими рукавами, широкая юбка с двумя оборками внизу, на голове, уже тронутой серебром, повязана косынка.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Машина чарӑнма та ӗлкӗреймерӗ, алӑкӗсем алхапӑл уҫӑлчӗҫ те, Сергей патне пӗр хӗрӗх пиллӗкелле ҫитнӗ ҫын утса та мар, чупсах пырса тӑчӗ, пуҫне брезент картуз тӑхӑннӑ хӑй, ҫийӗнче пир кӗпе, ҫемҫе парусинӑран ҫӗленӗ галифе-шӑлавар.

Машина еще не успела остановиться, а дверца уже распахнулась, и к Сергею не подошел, а легкими шажками подбежал полный краснощекий мужчина лет сорока пяти, в брезентовом картузе, в полотняной рубашке и в брюках-галифе из мягкой парусины,

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку ҫын, ахӑртнех халь кӑна вокзалтан ҫитнӗ пулмалла: ун ҫийӗнче вараланса пӗтнӗ салтак гимнастёрки, кӑкри тӗлӗнче ҫывӑрса ларнӑ юн йӗрӗсем пур; ҫаксем вӑл ӑҫтан килнине кӑтартса параҫҫӗ.

Этот человек, наверное, только что прибыл с вокзала: об этом свидетельствовала его грязная солдатская гимнастерка с кровяными бурыми следами на груди.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пусура типсе ларнӑ хыт курӑксем ӗнсе ҫунаҫҫӗ те Дон ҫыранӗсем ҫийӗнче куҫа курӑнми шӑналӑк евӗрлӗн пылаклӑ шевле вӗлтӗртетсе тӑрать.

На отводе горели сухостойные бурьяны, и сладкая марь невидимым пологом висела над обдоньем.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья кухня варринче тӑрать, хӑйӗн ҫийӗнче — хӗлле тӑхӑнмалли кӗске кофта, пуҫӗнче тутӑр.

Наталья в платке и куцей зимней кофтенке стояла посреди кухни.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн ҫийӗнче тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ пуставран ҫӗлетнӗ пиншак лӗнчӗр-лӗнчӗррӗн ҫакӑнса тӑрать, пиншак ҫухавийӗ унӑн пӗркеленчӗк хӑмӑр мӑйӗ тавра йӑлӑланнӑ.

На нем дрябло обвисал длинный верблюжьего сукна сюртук, воротник петлей охватывал коричневую, в морщинах, шею.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗмӗл ҫумӑр майлӑн вӗлтӗртетет шыв ҫийӗнче вӗтӗр-шакӑр пулӑ кӗтӗвӗ.

Серебряным дождем сыпала над поверхностью воды мелочь-рыбешка.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫыран айккинче, хумӑн симӗс арки ҫийӗнче, сарӑ мамӑк чӗнтӗрӗ евӗр кӑпӑк ҫӗлен пек авкаланать.

У берега желтым пышным кружевом на зеленом подоле волны змеилась пена.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех