Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗҫ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушӑрах вӑхӑтсенче Иливан мӑрсаран ирӗк ыйтса илсе ашшӗ патне кайса ҫӳрерӗ, унта та ӑна тимӗрҫӗсем хӑнана пӑхнӑ евӗр пӑха-пӑха ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав кунсенчех Крым майлисем Бахчэ-Сарая ҫынсем кӑларса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах ӑнланмарӑм-ха, Сарри мӑрса, Тукай ҫынни тесен ма ирӗке ячӗҫ вӗсем?

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламаса кӑрт-карт турткаларӗҫ те вӗтлӗхе шаларах тӑратнӑ урапасем патне илсе пычӗҫ, ури-аллине ҫыхса хуп сарнӑ урапа ҫине тӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Муллана ялтан хӑваласа кӑларса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Питӗ лайӑх вырӑна ларчӗ!.. — ҫав тери савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗҫ ачасем.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Ҫерҫисем, авӑ, таҫтан инҫетренех курса пӗр кӗтӳ вӗҫсе килчӗҫ те тем хушӑра тулӑпа кантӑр вӑррине кӑна мар, ҫӑкӑрне те пӗр тӗпренчӗк юлмиччен ҫисе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Вӑрман хуралҫин ҫак сӑмахӗсем пире тарӑн шухӑша ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Чарлать моторлӑ пӑчкӑ, Петӗрпе Ваҫли ав ҫӗнӗ йывӑҫ касса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Сӗтел ҫинчи эрех кӗленчине кӗлеткисемпе хуплама пикенчӗҫ, анчах асӑрхамасӑр сӗтеле тайӑнтарса ячӗҫ те, ҫур литр кӗленчи, ҫӗре ӳксе, арканса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Янках ҫутатса ячӗҫ фарӑсем каҫхи тӗттӗмлӗхе.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫурт-йӗрӗсене районти тӗрлӗ учрежденисене, колхозсене сута-сута ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ларурисем малтан шӑпӑрт пулчӗҫ, кайрӑн кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Колхоз йӗркеленсен, виҫҫӗмӗш ҫулах ӑна, тин кӑна уйрӑлса тухнӑскере, кураймасӑр чӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫав самантрах ташӑ площадкине, пӗве хӗррине электричество лампочкисем ҫутатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӗсем вара ӑна пурте Евгения Федоровна тесе чӗнеҫҫӗ, вӗсемех ӑна ырла-ырла мӑн кӑмӑллантарса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кӗркунне мана колхоз правленийӗпе комсомол организацийӗ трактористсен курсне вӗренме ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, тулли мар мобилизаципе Ульяновск облаҫӗнче ҫар вӗренӗвне хутшӑнакан ҫамрӑксене канмалли кунсенче килӗсене ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Акӑ пирӗн Алимпипе Раюка та кӗреҫесем тыттарчӗҫ, унтан ҫӗр чавакансен бригадине ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Пӗрле ларакансем ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Народ, сидевший рядом с ним, расхохотался.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех