Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Мӗн вара? — айӑпсӑр сасӑпа ответленӗ Бражников.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Эпӗ пӗр япаларан ҫеҫ — вӗсем тарасран, ҫӗнӗ ултав шутласа тупса, айӑпламалли сӑлтава манран пытарасран, ҫавна май хӑйсем айӑпсӑр тӑрса юласран ҫеҫ хӑрарӑм.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Е тата унтан та начартарах: айӑпсӑр тесе кӑтартасшӑн пулса, усал ӗҫе юриех ҫавӑн пек хӑюллӑн, чӑрсӑррӑн тӑваҫҫӗ.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ҫавӑн пек ирсӗр пурӑнса, эпӗ хама хам йӑла-йӗрке енчен пӑсӑлман ҫын тесе шутланӑ, ҫемье пурнӑҫӗ енчен илсен те тирпейле пурӑнатӑп тенӗ, мӗншӗн тесен урӑх хӗрарӑмсемпе хутшӑнман; хама эпӗ айӑпсӑр вырӑнне хунӑ, харкашусем пулнишӗн арӑм, унӑн кӑмӑлӗ айӑплӑ тенӗ.
XIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Айӑпсӑр хӗре аскӑн ҫынна сутса яраҫҫӗ те ӑна вара пӗтӗм йӑла-йӗркепе туса ирттереҫҫӗ.Развратнику продают невинную девушку и обставляют эту продажу известными формальностями.
X // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫап-ҫамрӑк айӑпсӑр хӗрсем те хӑшпӗр чух ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ — акӑ мӗн хӑрушӑ кунта.И что ведь ужасно — это видеть занятых этим иногда совершенно молоденьких бедных невинных девушек.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Арҫынна юрама вӗреннӗ хӗрарӑм ҫакна ӑс-тӑнпа шухӑшласа ӑнланнӑ, анчах кашни айӑпсӑр хӗрех ҫакна, выльӑх майлӑ, ӑс-тӑнпа шухӑшламасӑр ӑнланать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Манӑн йӑмӑкӑм е хӗрӗм йышне ҫавӑн пек господин пырса ерес пулсан, эпӗ, унӑн пурнӑҫне пӗлсе тӑраканскер, ун патне пырса ӑна айккинеллерех чӗнмеллеччӗ те шӑппӑн кӑна: «Тӑванӑм, эсӗ мӗнле пурӑннине, кам патӗнче тата мӗнле ҫӗр каҫнисене эпӗ пӗлетӗп вӗт. Эсӗ кунта тӑма тивӗҫ мар. Кунта таса та айӑпсӑр хӗрсем. Тасал!» — темеллеччӗ ӗнтӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ хӗрарӑмсене пӗлместӗмччӗ-ха, анчах, хам йышши ытти ачасем пекех, айӑпсӑр марччӗ: ытти ачасене пула эпӗ аскӑнланса пӑсӑлнӑранпа ҫулталӑк иртнӗччӗ ӗнтӗ, хӗрарӑм, мӗнле те пулин хӗрарӑм мар, кирек мӗнле хӗрарӑм та, вӑл, илӗртӳллӗн курӑнакан темле япала, хӗрарӑмӑн ҫара ӳчӗ, мана асаплантаратчӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вырӑс хӗлӗ! — ҫакӑншӑн хӑйӗн государстви айӑпсӑр иккенне кӑтартасшӑн пулнӑ пек, Квейс тӑртаннӑ питне пӗркелентерчӗ те чӑнкӑ пуҫӗ ҫинчи автан кикирикӗ евӗрлӗ ҫӳҫне силлесе илчӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Тутариновӑн судра власть ҫук, приказ пама пултараймасть, сучӗ айӑпсӑр ҫынна айӑплама хӑяйман…
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Малалла та кутӑнлашса тӑрсан, нимӗҫсем пӗр айӑпсӑр ҫынсене тыта-тыта вӗлерсе пӗтерме пултараҫҫӗ, сахал мар ҫынна пӗтерӗҫ тен.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Фашистсем ним айӑпсӑр стариксене, ачасене вӗлереҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл айӑпсӑр…
XXXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
сывлӑмпа йӗпенсе, шуралса кӑвакланнӑ курӑка пӑха-пӑха илчӗ те, ӑна ыйхӑран кулӑпа вӑраннӑ ним айӑпсӑр ирӗн ҫак капӑр чеченлӗхӗ хушшинче хӑй лутака, ирсӗр, чӑнлӑх та вӗҫӗ-хӗррисӗр ют пулнӑн туйӑнса кайрӗ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫапла каларӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах ун чӗрин чи-чи вӑрттӑн кӗтесӗсенче — пытаркӑҫсенче — хӑйӗн чӑтӑмлӑ парӑнӑвӗ пурне те куракан туррӑн чӗрине пырса тивӗ тата кӑмӑлне ҫемҫетӗ тенӗн айӑпсӑр шухӑш чеен йӑшӑлтатрӗ, ун чухне вара сасартӑках кӗтрет пулса иртӗ, паянхи мӗнпур тертлӗхпе ырӑмарлӑхран ухмахла тӗлӗк пекки ҫех тӑрса юлӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫурма ачалла ним айӑпсӑр роман ҫех пулнӑ-ҫке ҫавӑ!
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ача-пӑчасӑр полковникпа унӑн арӑмӗ айӑпсӑр мехеле — тутлӑ ҫиессине тӗпе хуни курӑнсах тӑчӗ.Видно было, что бездетные полковник и полковница прилепились к невинной страстишке — хорошо поесть.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫапла ара, ман пӗтӗм пуянлахӑм — ҫак ним айӑпсӑр вак-тӗвексенче.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ час-часах ҫепӗҫ, тап-таса, чечен хӗрарӑмсем ҫинчен, вӗсен ҫутӑ куҫҫулӗпе ытарса тӑранмалла мар куллисем ҫинчен шухӑшлатӑп, шухӑшлатӑп ҫамрӑк, чыслӑх тӗлӗшпе ним айӑпсӑр ача амӑшӗсем ҫинчен, юратушӑн вилӗме кӗрекен еркӗн-савнисем, пӗтӗмпех пӗлсе тӑракан, нимӗнрен хӑраман, юр пек шурӑ чунлӑ, пӗр ҫылӑхсӑр та мӑнаҫ кӑмӑллӑ хӗрсем ҫинчен.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.