Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сылтӑм сăмах пирĕн базăра пур.
Сылтӑм (тĕпĕ: сылтӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тайма пуҫ сире ман аттерен, Юсуф княҫран! — сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса пурне те илтӗнмелле саламларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ акӑ чӑлах пулса юлатӑп, манӑн сылтӑм алӑра икӗ пӳрне ҫук.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс маншӑн ытла ан ҫун, пӑянам, — терӗ Эрнепи сылтӑм аллине майӗпен ун ывӑҫӗ ҫине хурса.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫанталӑк янкӑр уяррине кура пӗрремӗш хут патшапа ун ҫывӑх ҫыннисем Атӑлӑн сылтӑм ҫыранне Шупашкартан иртсен Чалӑм крепоҫӗ патне ҫитиччен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑлӑн сулахай енӗпе пыракан ҫар ҫыннисем путлӑхлӑ вырӑнсенче ҫар йышлӑ пӗтнине кура ҫыран хӗрринче пӗчӗк кимӗсем тупса сылтӑм енне каҫма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑвалла пӗр харӑсах виҫӗ ҫулпа хускалса кайрӗ нумай пин ҫынлӑ вырӑс ҫарӗ: утлӑ ҫар — Атӑлӑн сылтӑм енӗпе, ҫуран ҫар — сулахай ҫыран тӑрӑх, Галич ҫулӗпе, ҫар киммисемпе ладьясем — Атӑл варрипе.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай ҫеҫ Эрнепие хул хушшинчен ярса тытрӗ те сылтӑм ҫырана ҫитичченех ҫапла аллине пӗр вӗҫертмесӗр ларса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Наряда йӑлтах кимӗсем ҫине тиетӗр, вӑл Атӑлпа хӑпарать, утлӑ ҫар Володимир Воротынский ертсе пынипе сылтӑм ҫыранпа пырать.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хусана илейместпӗр, аслӑ князь, кун пирки халех татса калама пулать, — вӗрентсе калаҫма пӑрахмарӗ Сылтӑм енчи полк воеводи.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑр шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче аслӑ княҫпа унӑн ҫыннисене пуҫа хушпу, ҫие шап-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсен ушкӑнӗ тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Курбский еннелле ҫаврӑнчӗ патша, — Щенятев княҫпа пӗрле Сылтӑм полка ертсе каятӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь хӑйӗн вырӑнне — варринчи ҫӳллӗ хыҫлӑ тенкел ҫине ларчӗ, унран сылтӑм енне Астрахань патшин ывӑлӗсем, сулахай енне шӑллӗсем вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс — Иван Васильевичӑн сылтӑм алли.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла каласа Ахтупай сулахай аллипе вырӑса ҫӳллӗ хул пуҫҫийӗнчен тытрӗ, сылтӑм аллипе хыттӑн чышса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавӑнта, сылтӑм енче, Сӗве Атӑла кӗнӗ ҫӗрте, христиансен хули пулмалла, — терӗ вӑл «христиансен» сӑмаха уйрӑммӑнах палӑртса.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сылтӑм аллинче унӑн тин ҫеҫ якатса тунӑ кукӑр патак, хул пуҫҫи ҫинче — хӑвӑл йывӑҫ тӑрӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сылтӑм хӗрринче — улӑпла юмансем, кӑпӑшка ҫӑкасем, шап-шурӑ хурӑнсем, лӑстака йӑмрасем…

Куҫарса пулӑш

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Сылтӑм хул пуҫҫи тӳсме ҫук ыратать, шӑла перӗннӗ чӗлхерен юн сӑрхӑнать.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Юрать тухтӑрсем вилесрен ҫӑлса хӑварчӗҫ, анчах сылтӑм ури уксахах пулса юлчӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӑрамалла мар унран: ҫӳремелли йӗркене те пӗлет, мотоцикла ҫулӑн сылтӑм енӗпе тытса пырать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех