Шырав
Шырав ĕçĕ:
28. Эй Моав ҫыннисем, ӗнтӗ хуласене пӑрахса хӑварӑр та чул тусем ҫинче пурӑнӑр, ҫӗр хӑвӑлне кӗнӗ ҫӗрте йӑва ҫавӑракан кӑвакарчӑнсем пек пулӑр.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвна валли ҫул паллисем лартса тух, чул юпасем лартса тух, чӗрӳне ҫав ҫул ҫине — ху ҫӳренӗ ҫул ҫине — ҫавӑр; эй Израиль хӗрӗ, таврӑн, хӑвӑн хулусене таврӑн.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Манӑн сӑмахӑм вут-ҫулӑм пек мар-и, тет Ҫӳлхуҫа, чул тӑва ҫапса салатакан ҫапкӑч пек мар-и?29. Слово Мое не подобно ли огню, говорит Господь, и не подобно ли молоту, разбивающему скалу?
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Айлӑмра пурӑнакан хӗр, тӳремлӗхӗн чул хысакӗ, акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ! тет Ҫӳлхуҫа, сире — «пире хирӗҫ кам кайӗ, пирӗн ҫуртсене кам кӗрӗ?» текенсене — хирӗҫ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иерусалимран ӗнтӗ чул купи, шакалсен йӑви тӑвӑп, Иудея хулисенчен пушхир тӑвӑп, ҫынсӑр хӑварӑп.11. И сделаю Иерусалим грудою камней, жилищем шакалов, и города Иудеи сделаю пустынею, без жителей.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӑхӑр вырӑнне сана ылтӑн, тимӗр вырӑнне кӗмӗл, йывӑҫ вырӑнне йӗс, чул вырӑнне тимӗр кӳрсе тӑрӑп; тӑнӑҫлӑх санӑн пуҫлӑху пулӗ, сана пӑхса тӑраканӗ тӳрӗлӗх пулӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чул хысакӗ ҫине пӑхӑр-ха — сире ҫавӑнтан касса кӑларнӑ, шӑтӑк тарӑнӑшне курӑр-ха — сире ҫавӑнтан туртса кӑларнӑ.Взгляните на скалу, из которой вы иссечены, в глубину рва, из которого вы извлечены.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӑл вӗсене пушхирпе ертсе пырать — вӗсем ӗҫессишӗн антӑхмаҫҫӗ: Вӑл вӗсене чулран шыв кӑларса парать, чул хысака касса ҫурать те — шыв тапса тухать.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, чӑнах ҫапла — Ассири патшисем ҫӗршывсене, вӗсен ҫӗрӗсене ҫаратса тухрӗҫ, 19. вӗсен туррисене вут-ҫулӑма ывӑтрӗҫ; анчах та вӗсем турӑсем мар, этем алли ӑсталанӑ йӗрӗхсем — йывӑҫ та чул, ҫавӑнпа тӗп тунӑ та ӗнтӗ вӗсене.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сион ҫинче ҫылӑхлисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ; йӗркесӗр ҫынсем чӗтреве ерчӗҫ: «пӗтӗмпех тӗп тӑвакан вут-кӑвар вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ? ӗмӗр сӳнми ҫулӑм вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ?» 15. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, тӳррине калать, кам ыттисене хӗссе мул пухасран йӗрӗнет, аллине сӗрев илессинчен тытса чарать, юн юхтарасси ҫинчен илтес марччӗ тесе хӑлхине хуплать, усал ӗҫе курас марччӗ тесе куҫне хуплать — 16. ҫавӑ ҫӳлте пурӑнӗ; ҫӗнтерейми чул ту унӑн хӳтлӗхӗ пулӗ; ӑна ҫӑкӑр парӗҫ; шывӗ те иксӗлмӗ унӑн.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӳлхуҫа кисретӳллӗ сассипе кӗмсӗртеттерсе ярӗ те хаяр ҫилӗре, хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑмра, ҫил-тӑвӑлра, шыв тулнинче, шултӑра чул евӗрлӗ пӑр тӑкӑннинче Унӑн хӑватлӑ аллине, тавӑракан аллине курӗҫ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эсӗ хуларан чул купийӗ, ҫирӗп хӳмесенчен ишӗлчӗк купийӗ турӑн; хулара ют ӑру ҫыннисен керменӗсем юлмарӗҫ; ӑна ӗнтӗ ӗмӗрне те ҫӗнӗрен туса лартмӗҫ.
Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫӳллӗ ҫӗрте хӑй валли тупӑклӑх касса ӑсталать, чул хысака касса хӑйне пурӑнмалли вырӑн хатӗрлет.- Он высекает себе гробницу на возвышенности, вырубает в скале жилище себе.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлакан Турра мантӑн, хӑвна хӳтлӗх паракан чул хысакне аса илмерӗн; ҫавна пулах чӳк сачӗсем лартса ҫитӗнтертӗн, ют хунав лартса тултартӑн.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӑхсен патшисене пурне те хисеплӗн пытарнӑ, кирек хӑшӗ те хӑйӗн тупӑклӑхӗнче выртать; 19. эсӗ вара тупӑклӑху тулашӗнче юрӑхсӑр турат пек, хӗҫпе касса пӑрахнӑ ҫыннӑн тумтирӗ пек выртатӑн, эсӗ ӗнтӗ — ура айӗнчи виле — хисеплӗн чул тупӑклӑха пытарнӑскерсемпе пӗрле пулаймӑн, 20. вӗсемпе ҫӑва ҫинче пӗрлешеймӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвӑн ҫӗрне тӗп тунӑ, хӑвӑн халӑхна вӗлернӗ: усал ҫынсен вӑрлӑхӗ ӗмӗрӗпех асра пулмӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Симон — Ония ывӑлӗ, аслӑ священник — хӑй пурӑнӑҫӗнче Турӑ Ҫуртне юсаса лартнӑ, хӑй кунҫулӗнче вӑл ӑна тӗреклӗлетнӗ; 2. вӑл унӑн картишне ҫӗкленӗ, унӑн карти валли ҫӳллӗ никӗс тутарнӑ; 3. ун вӑхӑтӗнче чул касса шыв тытакан вырӑн тунӑ, вӑл тинӗс пек тем сарлакӑш пулнӑ; 4. халӑхшӑн тӑрӑшнӑ, ӑна тапӑнакансенчен хӳтӗленӗ, тӑшман ҫавӑрса илсессӗн сыхланма хулана ҫирӗплетнӗ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Езекия хӑйӗн хулине тӗреклӗлетнӗ, хула варрине шыв кӗртнӗ, чул сӑрта тимӗрпе шӑтарса тухса, шыв пухмалли-упрамалли вырӑнсем туса хунӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑйне пур енчен те тӑшман хӗснӗ чухне вӑл Ҫӳлти Турра тархасланӑ та — аслӑ Ҫӳлхуҫа илтнӗ ӑна: 7-8. суя тӗнлисем унӑн пӗтӗм кӑралне пӗлччӗр тесе, вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫапӑҫнине, вӑл Пурне те Пултаракан ирӗкне тунине пӗлччӗр тесе, Вӑл тӑшманла халӑх ҫине хӑватлӑ вӑйӗпе чул евӗрлӗ пӑр ҫутарнӑ, хирӗҫ тӑракансене ту тайлӑмӗнче пӗтерсе пӑрахнӑ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑйӗн хӑвачӗпе Вӑл пӗлӗтсене тытса тӑрать, чул пек тӗпретсе, пӑр ҫутарать; 17. аслати авӑттарса, ҫӗре кисрентерет, Вӑл пӑхнинчен тусем чӗтресе тӑраҫҫӗ, 18. Унӑн ирӗкӗпе кӑнтӑр ҫилӗ вӗрет, ҫурҫӗр тӑвӑлӗ, ҫавраҫил илсе килет.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫылӑхлӑ ҫын йӑхӗнчен хунав турат ӗрчемест, юрӑхсӑр тымарсем те — чул хысак ҫинче.15. Потомки нечестивых не умножат ветвей, и нечистые корни - на утесистой скале:
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.