Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чул сăмах пирĕн базăра пур.
чул (тĕпĕ: чул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЧӐВАШ сӑвӑҫи Шетмӗ Михали тахҫан «Капкӑн» журналта ҫак йӗркесене пичетлесе кӑларнӑччӗ: «Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль Ҫӳп-ҫап ӑшӗнчен тухса. Тӑкса тултарчӗҫ тем чул Кам-ха тӑрӗ тасатса?»

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Ашшӗпе амӑшӗ ҫак сӑмахсене илтсен чул пек хытса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Апла пулин те пӗчӗкшерӗн чул туянса картише купаласа пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Чул татӑкӗ пысӑк марччӗ, сиенех тумарӗ те пуль вӑл автомашинӑна, анчах леш сасартӑк пӑрӑнса тротуар ҫине кӗчӗ, пирӗн ҫула пӳлчӗ.

Камень был небольшим, наверное он не причинил никакого вреда автомашине, но она вдруг, резко повернувшись, заехала на тротуар, перекрыла нам дорогу.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

– Юрӗ, тепӗр тӗлӗнтермӗш кӑтартӑп сана, – сасартӑк пӗшкӗнсе чул катӑкӗ илчӗ те Геннадий, юнашар вӗҫтерсе пыракан автомашинӑсенчен пӗрин ҫине печӗ.

– Ладно, тогда я тебе покажу еще одно чудо, - Геннадий, быстро нагнувший, взял камень, запустил его на проходящую мимо на высокой скорости одну из автомашин.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Унта вӗсем 2 пин чӑваш вилнӗ ятпа чул хурса хӑварнӑ, палӑк уҫма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Сулахай хул айне ҫӗлӗке хӗстерни (вӑл ҫӑкӑнни-пуҫ тайнин символӗ пулнӑ) чӑваша пусмӑрҫӑсенчен хӑтӑлса юлма, чунне чул хушшинче те пулсан усрама май туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫӗрлехи чӗрчун пулнине пӑхмасӑр кӑнтӑрла та пытанмасть: хӗвел ҫинче ӑшӑнма сукмак, тунката, тӗмеске, чул ҫине тухса выртать.

Несмотря на то, что оно ночное животное, днём не прячется: выходит полежать, погреться на солнце на дорожку, на пень, в кусты, на камень.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Шурлӑхлӑ вырӑнсене, нӳрӗк нумай ҫарансене, вӑрмансене, кӳлӗ-пӗвен, юханшывӑн чӑтлӑхлӑ ҫыранӗсене, чул куписене килӗштерет.

Предпочитает заболоченные места, луга, где много влаги, леса, заросшие берега водоёмов, рек, груду камней.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Огрганизм апата лайӑх йышӑнать е вӑл хырӑмлӑха чул евӗр пусарать.

Организм, то хорошо принимет еду, то как камень уплотняет желудок.

Хуратул — ирхине, какай — кӑнтӑрла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Цистит, шӑк ҫулӗсен чул чирӗ.

Цистит, камень мочеточнике.

Ытарма ҫук ҫӗр ҫырли // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Организмри тӑвар шайлашӑвне йӗркелесе шӑк ҫулӗсен чул чирӗ тата сыпӑ чирӗсем аптратсан пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Тӑрӑлнӑҫемӗн темиҫе сий курӑнать: аялти — хӑйӑрпа чул, ҫӳлерех — тӑм, чи ҫӳлте тислӗк, ҫӗрсе пӗтмен ӳсен-тӑран юлашки.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Хамӑн пысӑках мар чӑмӑртан икӗ хут пӗчӗкрех чул катӑкӗ илтӗм те ракаткӑна пӗтӗм вӑйран туртса пӗр-р-рех! ятӑм.

Взял камень, размером в два раза меньше, чем мой маленький кулак, и изо всех сил стрельнул из рогатки.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ҫапах та ҫанталӑк лайӑхлансан вӗсем шлюпкӑсемпе тинӗс тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ, «Аладары» чул хысакӗсем патнех ҫитнӗ, унти сайра тӗл пулакан кайӑксене сӑнанӑ, тинӗсре дельфинсем сикнине курса савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ӑна 1955 ҫулта лашапа чул турттарса халӑх пӗвеленӗ.

Народ привозил камни на лошадях и в 1955 году запрудил его.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пӗлтӗр ав ял хушшине чул сарса пачӗҫ.

В прошлом году деревенские улицы покрыли камнем.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кӑҫал 99 ялта вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене вак чул сарса 49,9 км ҫул тумалла.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫакна шута илсе 2015 ҫулта ял поселенийӗсенчи ҫулсене вак чул сарса хытарма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫак тӗллевпе 2015 ҫултан пуҫласа ялсенче вак (вӗтӗ) чул сарса хытарса автомобиль ҫулӗсем хывма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех