Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярӑр (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вершинин юлташа яма пултараймастӑр пулсан, мана ярӑр.

Если товарища Вершинина отпустить не можете, отпустите меня.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пурне те киле ярӑр, Сергей Яковлевич, — терӗ Пробатов хуллен.

— Отпустите всех домой, Сергей Яковлевич, — тихо сказал Пробатов.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ярӑр ӑна тӗрӗс-тӗкел, атту хӑйӗн хаклӑ пальтоне варалӗ тата!»

Отпустите его подобру-поздорову, а то как бы свое дорогое пальто тут не запачкал!»

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ярӑр, анне!

— Пустите, маманя!

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ярӑр, тӑвансем! — халӗ ӗнтӗ пачах урӑх, халсӑр сасӑла тилмӗрчӗ Григорий.

— Пустите, братцы! — уже другим, упавшим голосом попросил Григорий.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ярӑр, ҫӗленсем!..

— Пустите, гады!..

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ярӑр, ҫырӑнатӑп сотньӑна.

— Пустите, я запишусь в сотню.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ярӑр йӗкӗте!

— Пустите парня!

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ярӑр, ырӑ ҫынсем!

Пустите, добрые люди!

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр-пӗр хӑрушӑ ӗҫе кама ярасси ҫинчен калаҫу пуҫласан: — Тивӗҫлисене ярӑр, — тенӗ фельдмаршал.

Зайдет разговор, кого посылать на опасное дело: — Посылайте достойных, — говорит фельдмаршал.

Смелый капитанӑн роти // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Турӑ пулӑр, ярӑр!

Пустите, ради господа бога!

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ярӑр, тӑвансем!

— Пустите, братцы!

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Парса ярӑр.

Передайте тем.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Влаҫа пирӗн алла парӑр та, Дон ҫинчен «доброволецсене» кӑларса ярӑр, — унта вара хӑвӑрах куратӑр: большевиксем вӑрҫа чараҫҫӗ!

Опробуйте: передайте нам власть, выживите с Дона «добровольцев» — и вот увидите: кончат большевики войну!

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ярӑр ҫавсене, кайччӑрин, ара! — терӗ ун куҫӗнчен пӑхмасӑр.

Не глядя в глаза, сказал: — Давай их пустим!

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Турӑ ячӗпе тархаслатпӑр, ярӑр пире…

Отпустите, ради Христа…

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Юрать, ярӑр.

— Да, да.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ йӑнӑшмастӑп тата чӑнласах та эсир темскер каласа ҫитереймерӗр пулсан, ыйтатӑп сирӗнтен: е мана фронта ярӑр, е хӑвӑр мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парӑр.

Если я не ошибаюсь и вы действительно чего-то не договариваете, то прошу — или отпустите меня на фронт, или полностью скажите мне ваши предположения.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӗҫертсе ярӑр пӑравуса!

— Отчаливай паровоз!

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсир вӑкӑрсене васкатӑр, лашасене мала ярӑр.

А вы поторапливайте быков да лошадей пропустите вперед.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех