Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярас (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки икӗ ҫул хушшинче коронавирус инфекцийӗ сарӑлассине сирсе ярас енӗпе эпир сирӗнпе пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр, ҫӗнӗ условисенче пурӑнма тата ӗҫлеме вӗрентӗмӗр.

За последние два года мы с вами проделали огромную работу по предотвращению распространения новой коронавирусной инфекции, научились жить и работать в новых условиях.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Манӑн ҫав тери кӑлтӑрпине кустарса ярас килет!

Как бы мне хотелось пустить сейчас волчок!

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Асатте, эпӗ кӑлтӑрписӗрех тӑрса юлтӑм, — тенӗ Синопа, макӑрса ярас патнех ҫитсе.

— Дедушка, я остался без волчка, — сказал Синопа, с трудом удерживаясь от слез.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ача ҫуртӗнче те аслисем хӑйне шелленине курсан йӗрсе ярас мар тесе тутине юн тухиччен ҫыртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӑл ахаль те хӗсӗк куҫне хӗссе Миша ҫине ҫӑтса ярас пек пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ӗҫне те Сидор Петровичах пӑхать терӗҫ, — юлташӗн канӑҫсӑрлӑхне калаҫса ирттерсе ярас тесе сӑмах хушрӗ Саша.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Унӑн вара вӗҫӗ-хӗррисӗр утас, пӗтӗм шухӑшне ҫул ҫине ярас килет.

Куҫарса пулӑш

Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Киле ҫӳресе те вӑхӑта сая ярас темерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Марья инкен пӗртен-пӗр ывӑлне килтен ярас килмест.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ӳсӗрӗлтӗн те, ӑҫтан-ха ман сана ҫӗрле хулана кӑларса ярас? —

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Аньӑн та хӑй ытамӗнчен ярас килмерӗ ӑна.

Ане тоже не хотелось отпускать его из своих объятий.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ну, ҫитӗ санпа калаҫса, ҫӑвар тутине сая ярас мар.

Ну, хватит с тобой разговаривать, не будем зря тратить губы на пустые слова.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Аньӑн йӑмӑкне ҫупса ярас килчӗ.

После этих слов Ане захотелось дать пощечину сестренке.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Тӗрлӗ енне резервсем ярса тӑрас, снаряд-патрон таврашӗ турттарас, тин ҫеҫ шӑратса кӑларнӑ тупӑсемпе хӗҫпӑшаллатнӑ ҫӗнӗ бронепоезда ӑҫталла ярас ӗҫсене вӑл окопранах туса тӑрать.

Руководя оттуда посылкой резервов, подвозом огнеприпасов, отправкой нового бронепоезда, вооруженного только что отлитыми тяжелыми пушками.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сирӗн сехетӗр ҫывӑх ӗнтӗ, хӑвӑрӑн айӑплӑ ӗҫӗрсемшӗн турӑ ярас тавӑру та ҫывӑх.

Близок ваш час и близко возмездие Божие за все ваши преступления.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пирӗн вирлӗн татӑклӑ наступлени пуҫласа ярас пулать.

Мы должны переходить в решительное наступление.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ворошилов Кудрова чӗнсе илчӗ те: — Пархоменко юлташа ҫӗрле Царицына кӑларса ярас пулать, анчах ӑна унта лайӑх ҫитмелле тӑвас пулать, пысӑк ӗҫ ку, — терӗ.

Ворошилов отозвал Кудрова: — Нужно товарища Пархоменко ночью переправить в Царицын, но чтобы дошел целым, дело важное.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпӗ шутлатӑп та, ҫывӑхри мӗнпур чул ҫуртсене ҫавӑнта ярас пулать.

Думаю — все кирпичные постройки в окружности махнем.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Агриппинӑн та кӑмӑл кӳтсе килчӗ, куҫҫулӗ шӑпӑртатса анаспа пӗрех тӑрать, анчах — тур ҫырлахах — кӑшкӑрса йӗрсе ярас марччӗ… хытӑрах сасӑпа чӗнчӗ:

У Агриппины тоже засвербило в носу, но — упаси Боже — зареветь…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вара Гапка ларчӗ те: — Ай, аннеҫӗм! Эпӗ сана — вӑл тӑнлӑ ҫын пулнӑ ӗнтӗ, яхӑнне те хӑй патне ярас ҫук пулӗ, тесеччӗ… Мӗн эпӗ сана, ухмаха, йӗнер ҫумне кӑкарса ҫӳрӗп-им? — тесе калассӑн та туйӑнатчӗ… — Ай, аннеҫӗм, — тесе хурать.

Тогда Гапка села: — Ой, мама! А я ждала — ты сурьезный, не подступишься к нему… А еще — боялась — скажет: что я тебя, дуру, скажет, за седлом буду возить? Ой, мама!

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех