Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ЧР сăмах пирĕн базăра пур.
ЧР (тĕпĕ: ЧР) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗмӗш ыйтупа ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев тухса калаҫрӗ, сывлӑха тӗреклетекен тата кану учрежденийӗсенчи пӗрремӗш смена ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тухса калаҫрӗ, Пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑхӗн 2016 ҫулхи ҫыравӗ мӗнле пынипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Республика Пуҫлӑхӗ Чӑвашстатӑн, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫавна май пуҫаруллӑрах ӗҫлемеллине палӑртрӗ: хуҫалӑхӑн пӗчӗк мар формисене федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн хушма налук хума пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Константин Дони генеральнӑй директор, пысӑк опытлӑ инженерпа предприятире нумаях пулмасть ӗҫлеме пуҫланӑ чи ҫамрӑк специалист ҫӗнӗ корпуса хӗрлӗ хӑю касса уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Вячеслав Кострюков ертсе пынипе икӗ ушкӑнра 31 ҫын ӑсталӑха туптать, вӗсенчен 8-шӗ — хӗрсем.

Под руководством тренера ЧР Вячеслава Кострюкова занимаются в двух группах 31 человек, из них 8 - девушки.

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

2007 ҫулта республикӑра йӗркеленнӗ пауэрлифтинг федерацине ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Сергей Морозов ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене ку эрне пуҫламӑшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Правительство членӗсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ чухне пляжсем, канмалли вырӑнсем ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ.

В начале недели на заседании членов Правительства в ходе обсуждения вопросов о безопасности на воде Председателем Кабинета Министров Чувашии Иваном Моторином было отмечено о нехватке пляжей, зон отдыха.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Темиҫе инкеке регистрациленӗ хыҫҫӑн ЧР чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсемпе тимлекен патшалӑх комитечӗн специалисчӗсем Вӑрман-Ҫӗктер, Шӗнерпуҫ, Лапсар ял тӑрӑхӗсенчи юхан шывсене тӗрӗсленӗ: инкексем хыҫҫӑн кӑна шыва кӗме юраманнине палӑртакан аншлагсем вырнаҫтарнӑ иккен асӑннӑ вырӑнсенче.

Куҫарса пулӑш

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Пултаруллӑ ҫамрӑксене хавхалантармашкӑн та майсем ҫителӗклех, вӗсен шутнех ЧР пуҫлӑхӗн премине кӗртме пулать, – пухӑннӑ яш-кӗрӗме саламланӑ май ҫакӑн ҫине пусӑм турӗ Альбина Егорова.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Уява хатӗрлесе ирттерекен ЧР таврапӗлӳҫисен ертӳҫи Сергей Сорокинпа Виталий Станъял тата ЧНК пайташӗ Эдуард Бахмисов туризм ҫуртне уҫнӑ май ҫавра сӗтел хушшинче форум ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫавра сцена ҫинчен аслисем – ЧР таврапӗлӳҫӗсен хисеплӗ ертӳҫи Виталий Станъялпа Чӑваш халӑхӗн академипе наукисен ертӳҫи Евгений Ерагин (Ешентей Мӑчавар) авалхи йӑлапа ваттисене асӑнса сӑмах каларӗҫ, пил пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

ЧР Пуҫлӑхӗн кубокӗ чӑваш спортсменӗсенчех юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тусанпа хӑйӑр ӑшӗнче // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«ЧР культура министерстви Раҫҫей культура министерствипе килӗшӳ тунипе кӑҫал республикӑна 182 млн тенкӗ килнӗ», – палӑртса хӑварчӗ министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан.

Куҫарса пулӑш

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлевпа, райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Зоя Масловӑпа, Кӑшавӑш ял тӑрӑх пуҫлӑхӗпе Сергей Мульдияровпа пӗрле асӑннӑ комплексӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Виҫӗм кун ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ «Ясна» этноэкологи комплексӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

ЧР ял хуҫалӑх министерствин кӑтартӑвӗсемпе районсенчи ял хуҫалӑх организацийӗсемпе ХФХ-сем июлӗн 4-мӗшӗ тӗлне 77,7 пин га нумай ҫул ӳсекен курӑк ҫулнӑ, 62,9 пин т утӑ (палӑртнинчен 87,3%), 130,3 пин т сенаж (палӑртнинчен 76,6%), 8,5 пин т силос (палӑртнинчен 4,2%), 125 т витаминлӑ курӑклӑ ҫӑнӑх хатӗрленӗ.

По данным Министерство сельского хозяйства ЧР сельскохозяйственные организации и КФХ на 4 июля заготовили сена на 77,7 гектарах многолетних трав, 62,9 тыс. т. сена (87,3% от запланированного), 130,3 тыс. т. сенажа (76,6% от запланированного), 8,5 тыс. т. силоса (4,2% от запланированного), 125 т. витаминно-травяной муки.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов 2016 ҫулта хуҫалӑхсенче 590 пин т утӑ, 170 пин т сенаж, 200 пин т силос хатӗрлеме палӑртнине пӗлтернӗ.

Министр сельского хозяйства Сергей Артамонов сообщил, что в 2016 году в хозяйствах запланировано заготовить 590 тыс. т. сена, 170 тыс. т. сенажа, 200 тыс. т. силоса.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Уяв программине ЧР вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Галина Николаева ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Канаш район администрацийӗн тӗп агрономӗ, ЧР ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Долгов, хӗрӳ те яваплӑ тапхӑр — ҫураки — хыҫа юлнӑранпа вӑхӑт самаях иртрӗ пулин те, ҫаплипех пуҫ ҫӗклемесӗр ӗҫлет.

Главный агроном Канашской районной администрации, заслуженный работник сельского хозяйства Валерий Долгов, хотя и прошло много времени с горячей и ответственной поры - посевной - работает не покладая рук.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вадим Николаевпа Николай Малов тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Андреев тӑрӑшса вӑй хуракансем ҫак чыса чӑнласах тивӗҫлӗ тесе хакларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех