Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Васкамасӑр (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлтах васкамасӑр, лайӑх шухӑшласа тӑвӑр.

Все делайте с чувством, с толком, с расстановкой.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укҫа тӗлӗшпе асӑрханӑр, унпа ҫыхӑннӑ ыйтусене васкамасӑр татса парӑр.

Будьте аккуратны в финансовых вопросах и не спешите, принимая решения.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Васкамасӑр кашни йывӑҫ патӗнче, кашни карта тӑрӑхӗ патӗнче чарӑнкаласа утаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан вӑл васкамасӑр воевода патне ҫывхарчӗ те малтанхинчен те хытӑрах каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Турхан асӑннӑ калавӑн пӗр сыпӑкне васкамасӑр вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Чугун ҫул станцийӗ еннелле васкамасӑр утнӑ май куҫ умне Галина Михайловнӑн илӗртӳллӗ сӑнарӗ тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Васкамасӑр, чарӑна-чарӑна утать Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас васкамасӑр сӑхманне тӑхӑнчӗ те хӑйӗн умӗнче хӗр пек вӑтанчӑклӑн тӑракан Ухтепие икӗ аллипе пилӗкрен ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак сӑмахсемпе вӑл васкамасӑр хапха патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай алӑка хупрӗ те, Ятламас тӑрӑшса, васкамасӑр тата сӗркӗчне вылятнӑ майӑн кӳлепипе енчен енне сулӑнса хурлӑхлӑран та хурлӑхлӑ кӗвӗ калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Карамыш куҫӗсене шиклӗх палӑрчӗ, тутар мӑрси, урай варринче юман кӗрешӗ пек тӑракан Тукая пӗрремӗш хут курнӑ евӗр, ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран пӑхса илчӗ те аллинчи хӗҫне васкамасӑр йӗннине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат васкамасӑр алӑка уҫрӗ, васкамасӑр кӗрсе тӑчӗ, унтан алӑк янаххи ҫумне таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем, хӑйсен йывӑр ӗҫне кӑшт ҫӑмӑллатас тесе пулас, ишнӗ май васкамасӑр, тӑсса юрламалли юрӑ тапратса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Палана татма иртерех-ха, Ахтупай ҫӑвара хыпнӑ ҫырла йӳҫекне тӳсеймесӗр хыттӑн сурса кӑларчӗ те васкамасӑр хырлӑха кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иван Андреевич вырӑсла таса калаҫать, васкамасӑр, хӑйне танлӑ тытса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Федоров васкамасӑр ӑна уҫса вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Слюсарев, хаҫата илсе, васкамасӑр сасӑпа вуларӗ: «Если бы народное творчество революционных классов не создало Советов, то пролетарская революция была бы в России делом безнадежным, ибо со старым аппаратом пролетариат, несомненно, удержать власти и не мог бы, а нового аппарата сразу создать нельзя…»

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Победимский васкамасӑр тахҫанччен аллисене супӑньпе ҫурӗ, вара чирлӗ хӗрарӑм патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа васкамасӑр виҫӗ тирек хӳттине кайса ларчӗ те ҫӑмарта шуратма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл ҫырӑва васкамасӑр уҫрӗ те вуларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех