Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗҫ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапӑҫса кайнисем вара хӑшӗсем ҫаннисене тавӑрса ярханахӗсене ячӗҫ, теприсем кӗписене хывса печӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шултрараххисене, ҫӗр ҫине хурса, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыхрӗҫ, ҫиеле ҫӳп-ҫап, ҫӗрӗк ҫӑпатасем, типӗ тислӗк, унтан татах ҫавӑн пек тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр купаларӗҫ те ӑна тивертсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑш-пӗрисем лӗхӗлтетсе кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарпа Петӗр тата Сергей вӗсене пакурсемпе тӗрткелесе урама майӑн Паласалла юхтарса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗкӗрҫӗсем учӗсене каллех сиккипе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗписене тӗкӗрҫӗсем ҫавӑнтах тӑхӑнса ячӗҫ, унтан алсишне тӑхӑнса, темле хаклӑ парне илнӗ пек, аллисемпе ҫӑт та ҫат! тутарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл пӗр япаларан ҫеҫ тӗлӗнчӗ: Ту енчи мӑрсасем ӑна пӗр хӗнемесӗр кӑларса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупӑсем кӗрлеме пуҫласан вӑрманта кӗтсе тӑракан ҫӗрпӳсем крепость патне йӑртӑх ячӗҫ те тӗлӗнмелле хыпар илчӗҫ: Ар-Сентӗр крепоҫӗ пуш-пушах, Али-Акрампа ун ҫыннисем аманнисене пӑрахса хӑварса Кӑкшамара куҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑн чухлӗ йышпа пырса кӗрсе Акпарса хӑратса пӑрахас мар тесе лашасене ҫулнӑ ҫаран ҫине тӑлласа ячӗҫ, ҫыран хӗррине вучах чӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ картишӗнчи ват ҫӑка айне сарлака сӗтел вырнаҫтарса лартрӗҫ, ҫӑка аялти тураттинчен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ пӗрне ҫакса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсем халӑха уртарсах ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗртен-пӗр кимме леш енне каялла ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иккӗшӗн те киккириккисем самаях хӗрсен, пӗр харӑс тенӗ пек, кӑшкӑрса ячӗҫ:

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна ертсе кайнӑ тутара палланӑран-тӑр, хуралҫӑсем пуҫне чалма ҫыхнӑ княҫа картишне ытлашши тӗпчесе тӑмасӑрах кӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман вӗсем Янгула Атӑл урлӑ каҫарса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турханкасси уйне тухсан ҫул лайӑхланчӗ, лашасене сиккипе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара хӑйне тутарсемех Хусантан хӑваласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӗсем, тахҫанхи туссем пек, черккисене хыттӑн чанклаттарса илчӗҫ те эрехне шалтти ӗҫсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл хӗррине пӑлхавҫӑсенчен вӑйлӑ хурал ячӗҫ — хан килессине пӗлсе ҫывӑхра вырӑссем сыхласа ан тӑччӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӳклесе пӗтерсен алтӑрти сӑрана пӑртакшарӑн чӗресе ячӗҫ, юлнӑ пеккине хӑйсем ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех