Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алӑ ҫӗкленчӗ, сӗтеле ҫӑмӑллӑн кӑна лӑпкаса илчӗ, унтан каллех малтанхи вырӑна выртрӗ.Рука поднялась, слегка похлопала по столу и спокойно легла на прежнее место.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Енчен, эпӗ унпа сӗтеле лӑпка-лапка илсен, эсӗ хумханни паллӑ пулӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунсӑр пуҫне тата, Николай Антоныч калаҫнӑ вӑхӑтра, Катя сӗтеле, сӗтел ҫинчи кӗнекесене ҫурӑмӗпе хупласа тӑчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, хуҫа пулса, каютӑна тирпейлерӗм: дивансем ҫине кӗртсе пӑрахнӑ ҫыхӑсене пуҫтартӑм, хуҫланакан сӗтеле вырнаҫтартӑм, ҫиттине витрӗм, хатӗр-хӗтӗрсене салтса хутӑм.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Причалин, аллисемпе сӗтеле кӳпкесе, сурчӑкне сирпӗтсе, пӗтӗм пӳлӗме янратса кӑшкӑрать.Причалин, шлепая обеими ладонями по столу, брызжа слюной, кричал что-то на всю просмотровую.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӗтеле ҫапни вырӑнсӑр кунта!
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Куратӑр-и, Александр Дмитриевич, — пуҫларӗ настройщик, пуҫне тепӗр май тайӑлтарса, сӗтеле тепӗр хут шаклаттарса илсе.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Настройшик пуҫне пӗр енне тайса хучӗ, пӳрнисемпе сӗтеле шаклаттарма пуҫларӗ.Настройщик забарабанил пальцами по столу и наклонил голову набок.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл аннене фабрикӑран укҫа ытларах илме вӗскӗртнӗ, анчах та атте чӑтса тӑрайман, яланах чӗмсӗр лараканскер, чӑмӑрӗпе сасартӑк сӗтеле ҫапса, айӑпсӑр варени чашӑкне салатса пӑрахнӑ.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Улпутсем гусара ҫӑварӗсене карсах итлеҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ, ҫул ҫинчен килнӗ ятпа, хӗрме те ӗлкӗрнӗ, хӑюланса кайнӑ, сӗтеле шакка-шакка, тирӗк-чашӑка сиктерсе, бокалсене тӳнтерсе, хӑйӗн шухӑ калавне малалла юптарать.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир, пӗрне пӗри тӗрткелешсе, ҫав сӗтеле ҫавӑрса илтӗмӗр.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗррехинче ҫапла вӑл пасьянс патне ларнӑччӗ, пуҫне сӗнкнӗччӗ, пӳрнипе сӗтеле тӑкӑртаттаратчӗ, карчӑк ун ҫине ытла хӗрхеннӗн пӑхса тӑчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халӑх умӗнчи хӑвӑр ответлӑха ӑнланатӑр-и эсир? — типнӗ пӳрнисемпе сӗтеле шакка-шакка ятлаҫрӗ Малышиха.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Чӑваш Енрен те пысӑк ушкӑнпа килнӗ ҫавра сӗтеле: ҪКХ ыйтӑвӗсемпе комисси председателӗ, Федерацин Атӑлҫи округӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе обществӑлла пӗрлешӳсен координаци канашӗн председателӗ Тамара Манаева, Шупашкар хула Пухӑвӗн депутачӗ, «Телейлӗ ҫурт» ҫемьене пулӑшассин центрӗ» обществӑлла организацин директорӗ Сергей Муравьев, РФ Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Елена Иванова.
Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07
Йӑхри чи ватӑ арҫын тӑван-хурӑнташсене пухса, сӗтеле алӑк умне лартса арҫынсене ҫӑкӑрпа, сӑрапа сӑйланӑ.
Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
2015 ҫулхи декабрьте комитет членӗсем «Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пирки калакан федераци тата регионти саккунсенчи улшӑнусем» темӑпа иртнӗ ҫавра сӗтеле хастар хутшӑннӑ.
Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22
20. Египет ҫӗрне парӑнтарсассӑн, ҫӗр хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулта вӑл каялла таврӑннӑ та, Израиль халӑхне хирӗҫ кайса, Иерусалима вӑйлӑ ҫарпа пырса кӗнӗ; 21. мӑнаҫланса, мӑшкӑлласа, вӑл Турӑ Ҫуртнех кӗнӗ, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм савӑтне, 22. парне ҫӑкӑрӗ хумалли сӗтеле, ылтӑн куркасене, чашӑксене, ылтӑн тӗтӗркӗчсене, чаршава, ылтӑн кӑшӑлсене, Ҫурт тулашӗнчи ылтӑн эрешсене илнӗ, пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене хатӗрлемелли тӑватӑ сӗтеле чутланӑ чулран тунӑ, сӗтелӗсен тӑршшӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ пӗр чике; вӗсем ҫине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне валли тата ытти парнесем валли илсе килнӗ выльӑха пусмалли хатӗрсене хураҫҫӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енчи пайне — пуху чатӑрне — сӗтеле хирӗҫ, ҫутаткӑҫ лартнӑ, 25. Ҫӳлхуҫа умне [унӑн] лампадисене лартнӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел тунӑ: тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пулнӑ, 11. ӑна таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл ҫавӑрнӑ; 12. ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑннӑ, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл тунӑ; 13. ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене унӑн тӑватӑ кӗтессине, тӑватӑ ури ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ; 14. сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳремешкӗн каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулнӑ; 15. сӗтеле ҫӗклесе ҫӳреме ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.