Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сылтӑм сăмах пирĕн базăра пур.
Сылтӑм (тĕпĕ: сылтӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юнашар ӳсекен икӗ йывӑҫа авса, чӗрӗ ҫыннӑн сулахай аллипе урине пӗр йывӑҫ, сылтӑм урипе аллине тепӗр йывӑҫ ҫумне ҫыхнӑ, кайран ҫав авнӑ йывӑҫсене вӗҫертсе янӑ та, ҫын кӗлетки сывлӑшра икӗ пая уйрӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ак ҫакӑнта! — терӗ те вӑл, кӗпи аркине ҫӗклесе сылтӑм аллипе лап кӑна икӗ пӗҫ хушши варрине ҫапса кӑтартрӗ, урӑх пӗр сӑмах шарламасӑр алӑкран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ана вӑрлама хӑякан йӗкӗт те тупӑннӑ-ши ялта? — тесе, сылтӑм пӗҫҫине шап! тутарса ҫапрӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуҫне хурт пӑхмалли сетка, сылтӑм аллине тӗтӗм вӗртермелли вӗркӗч тытнӑ Сергее асӑрхасан, ӑна чун кӗнӗ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр сылтӑм аллине тетӗш ывӑлӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тетӗшӗ патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье ывӑлӗ сӑмахӗсене тимлӗ итлерӗ, мӑйне пӑвса ҫыхнӑ шаль вӗҫӗсене пушатрӗ, сылтӑм аллине чӑмӑртаса ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халиччен тӳсӗмлӗ итлесе тӑнӑ Хрестук сылтӑм аллине ҫӗклесе сывлӑшра ваш! сулса илчӗ те: — Ухмах эсӗ! — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуп тӑруках нимӗн те татса калаймарӗ, сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑм урине хуҫлатнӑ вӑл, сулахаййи ҫӗрелле усӑннӑ, сӑмси шӑхличӗ каланӑ майлӑрах шӑхӑркаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей чышкине чӑмӑртаса хӑнана сылтӑм хӑлхинчен янлаттарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, тепре туртӑнчӗ — сылтӑм алли ирӗке тухрӗ, унпа ҫӑварӗнчи ҫӗтӗк татӑкне туртса кӑларчӗ, пӗтӗм ҫассипе: — Пу-у-лӑшӑр!.. — тесе, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл тӳрех ҫӗнӗ вите умне ҫитсе чарӑнчӗ те, пӗкӗрен ҫакнӑ шӑнкӑравне чӑнкӑртаттарса, малти сылтӑм урипе юра кукалеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палас шывӗн сылтӑм ҫыранӗпе тӑсӑлакан йӑмрасем, пӗр авӑнса те тӳрленсе, тем ҫухатнӑ пек эрленсе-хурланса, куҫҫуль юхтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫурлине ана ҫине пӑрахрӗ те сылтӑм ывӑҫӗпе сулахай аллинчи кача пӳрнине ҫатӑртаттарса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур чӗлӗм тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ сайра шӑлӗсене шӑтӑртаттарса илчӗ, сылтӑм чышкине чӑмӑртарӗ, Озеров умнех пырса тӑрса, кашкӑрӑнни пек ҫунакан куҫӗсене ун ҫине тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тетӗшӗ шӑллӗ ҫумне пырса тӑчӗ (вӑл ӑна хулпуҫҫи таран ҫеҫ), сылтӑм аллине ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те:

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма-чӑпар ӑйӑр Сахар хапхи умне ҫитсе чарӑнчӗ, куштан йӗкӗт пек, ик-виҫӗ хутчен пуҫне сӗлтсе илчӗ, малти сылтӑм урипе ҫӗре кукалерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сире инкек пуласса пӗлнӗ пекех хӑварнӑ иккен, — теме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ Сахар, пӗр ватӑ тутар, сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, пилӗк таран тайӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ сылтӑм аллине ывӑлӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, шухӑша кайса, куҫӗнчен пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Казаков сылтӑм аллине костюмӑн шалти кӗсйине чиксе ячӗ, ҫар билетне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех