Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнать (тĕпĕ: туйӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлме кирлӗ пек туйӑнать мана…

Мне думается, что должен знать.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лалка тупӑкра канӑҫлӑн выртать, вӑл халь ҫеҫ ҫывӑрса кайнӑн туйӑнать.

Она лежала в гробу тихая, спокойная и, казалось, спала.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак хапха ӑна чӗрчун пек туйӑнать, унӑн куҫӗ те, хӑлхи те, сасси те пур пек…

Эти ворота были для него как бы живым существом, с глазами, ушами, голосом…

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко ҫав хӗрсе ҫитнӗ вӑйӑ карти патне ҫитсе тачӗ, Беспортев чӑн та тӑнч ӳсӗр иккен: вӑл сиккелесе те илет, енчен енне те сулӑнать, хӑй хыҫҫӑн пӗтӗм вӑйӑ картине хускатса ярать, ҫакӑ вара пӗр-пӗр крепоҫа штурмпа илме пынӑ пек туйӑнать.

Приблизившись к хороводу, который теперь был в самом разгаре, Марко заметил, что Беспортев вдребезги пьян: он так порывисто кидался из стороны в сторону, увлекая за собой всю свою подвижную «колонну», что казалось, будто он ведет ее на штурм какой-то крепости.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Таврара пур енче те тӗрӗк ялӗсем, Бяла Черква вӗсемшӗн шур илнӗ куҫ пек туйӑнать

Опоясанная со всех сторон этими селами, Бяла-Черква уже теперь была для них, как бельмо на глазу…

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилетӗп пуль эп кӗрешӳре, ҫакна сиснӗ пек туйӑнать хама…

Быть может, я погибну, я предчувствую это…

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс каллех мана пӑрахса кайсан, сана урӑхран ӗмӗрне те курас ҫук пек туйӑнать мана, яланлӑхах ҫухататӑп пуль! — терӗ те Рада, куҫҫулӗ сӑрхӑнса тухрӗ.

Мне кажется, что, если ты меня снова покинешь, никогда больше мне не увидеть тебя, ты навеки будешь для меня потерян! — промолвила Рада, и в глазах ее блеснули слезы.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пур енче те ҫут тӗнче савӑшса хӗпӗртенӗ пек, темле аса илейми тӳпери хаваслӑхпа тулнӑ пек туйӑнать.

Каким-то любовным очарованием, какой-то неуловимой небесной радостью веяло отовсюду.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак уйӑх курӑнман каҫхине ытарма ҫук шӑплӑх асамлӑн туйӑнать.

Таинственна и чудесна была тишина этой безлунной ночи.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав йӗксӗк тем шӑршласа пӗлнӗ пек туйӑнать мана.

Сдается мне, что этот подлец пронюхал что-то.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗҫӗ ун пирки мар-ха, — ҫырӑвне кама та пулсан урӑххине ҫырнӑ пек туйӑнать мана, Панагюриштери комитет валли пуль тетӗп.

Но я уверен, что письмо предназначено для кого-то другого, скорей всего — для панагюрского комитета.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Соколов алӑ пуснӑ, Панагюриштене ямалли адресӗ те пур; хӑй йышши хурахсем патнех янӑ пек туйӑнать мана.

— Подписано Соколовым, адресовано в Панагюриште; судя по всему, он пишет таким же бандитам, как он сам.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак каччӑ ахӑрнех темле шухӑша пула канӑҫа пӗлмест пуль, ыттисенчен никампа калаҫса пӑхмасӑр шухӑшне пытарса тӑнӑн туйӑнать.

Этот юноша, очевидно, таил в душе какие-то неотвязные думы и неизбывные горести, которыми не мог делиться с другими людьми.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗскӗн упа пысӑкланнӑ, ытла ырханланса ҫитнӗ, темле кайӑкланнӑ пек те туйӑнать, — хӑйӗн юратнӑ хуҫине вӑл ҫийӗнчех пӗлеймерӗ, ӗлӗкхи пек ачашланмарӗ те хальхинче.

Бедная медведица подросла, но очень отощала и казалась одичавшей, — она не сразу узнала своего любимого хозяина и уже не так ласкалась к нему, как прежде.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек тем пысӑкӑш пуҫлӑ килмен-кайман ҫынна, ҫурма чурӑс улӑпа, хӑйне ӑна амӑшӗ те кӑкӑр ӗмӗртсе ӳстермен, пӗр-пӗр упа ами ӳстернӗ пуль темелле, — ҫакӑн пек ят пани пит те тӗрӗс пек туйӑнать.

Трудно было придумать более подходящее имя для этого большеголового, неотесанного, полудикого великана, который, казалось, был вскормлен не женщиной, а медведицей.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӑман ҫаплах шавлать, кӗрлет, ахӑрашать, тӗнче ҫӗр минне ҫаврӑнса каяссӑн туйӑнать.

А буран шумел, выл и стонал, и казалось, будто мир проваливается в преисподнюю.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнтӗ этемӗн кӑмӑлӗ тулман чух-и, ӳт-пӗвӗ хӗнпе-нишлӗхпе аптранӑ вӑхӑтра-и, унӑн чунӗ религи туртӑмӗпе ҫырлахать, ҫав аслӑ кӗнеке сӑмахӗсенче вӑл хӑй валли пӗр кӗтмен чухне йӑпану тупать, чунӗ сурса ыратнӑ чух ӑна бальзампа усӑ курнӑ пек сипленӗн туйӑнать.

Когда человек страдает нравственно или физически, душа его настраивается на религиозный лад; он находит нежданное утешение в словах великой книги; она, как бальзам, утоляет его душевную боль.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн, — терӗ Ганчо, — анчах пирӗн пӑхӑрҫӑ таппа ҫакланнӑ пек туйӑнать мана, питӗрсех илнӗ ӑна, пӗтӗм урам халӑхӗ унта пуҫтарӑннӑ.

— Толком не знаю, — ответил Ганчо, — но сдается мне, что наш Рачко попался в ловушку, со всего околотка соседи собрались.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ку сӑмаха Дерби каланӑ пек туйӑнать мана, — ӑна пит тӑрӑшса тӳрлетрӗ Фратю господин.

— А мне кажется, что эти слова сказал Дерби, — с важностью поправил его господин Фратю.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Темле Бойчо Огнянов вӑл, — терӗ Стефчов, — вӑл та мана ҫав йӑвари кайӑках туйӑнать.

Это некий Бойчо Огнянов, — ответил Стефчов, — сдается мне, он того же поля ягода.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех