Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑл сăмах пирĕн базăра пур.
шӑл (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑл йӗрсе ан тӑр, пирӗн лаша ӑҫта? — аллинчи пӑяв ҫыххипе хӑмсарчӗ ӑна Элентей.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Йышӑнсамӑр ҫакна манран, ырӑ князь, — терӗ вӑл шӑл витӗр.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс шӑл йӗрсе ан тӑр-ха, чӑнах та, кӑшт чуна уҫакан кӗвӗ кала.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗ ун пек марччӗ, амӑшӗ те ытлашши шӑл йӗрен хӗрарӑм мар, ывӑлӗ вара ӑҫтан кӑна пулма пӗлнӗ!

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта ҫапла шӑл йӗрсе те ахӑрса юрлани пӗрре те килӗшменнине юрлакансем хӑйсем те туйса илчӗҫ тейӗн, пурте сасартӑках шӑпланчӗҫ, ӑҫта килнӗ унта ларса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс шӑл йӗрсе ан лар-ха, Урасмет, — айӑплӑн тавӑрчӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Юрӗ, тарса пӑх-ха эппин, — терӗ шӑл витӗр Урасмет.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӳссе ҫитсен вӑл улшуҫ пулать! — терӗ пӗр шӑл йӗренӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӗтел хушшинче улан алманчӑпа ытлашши шӑл йӗрсе хуҫана хисеплемен пек тӑрӑхласа калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тӗве ӑҫтан ҫуллӑ пултӑр, айван! — шӑл тунисенчен какай юлашкисене чава-чава кӑларнӑ хушӑра, тӗртсе илчӗ Шевле.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ватӑ ӗне пулнӑ пулӗ, — текелерӗ Данилов, шӑл тунисене шӑрпӑкпа тасаткаласа.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Официант, кӑмӑллӑн кулкаласа, вир кӗрпи яшки илсе килсе пачӗ: какайӗ — шӑл витмеллискер, тути — хуран яшки тейӗн, мӗне тӑрать пӑсӗ!

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Котелок тӗпӗнче пӗрер татӑк шӑл витмен какай татки те тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫамрӑк ҫын, васкаса ҫинӗ хушӑра, шӑл тунисем хушшинчен сӗлӗ хылчӑкне чӗпӗте-чӗпӗте кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Астӑватӑр пулӗ, пиллӗкмӗш ҫулта шӑл Сӗмӗлти пӑлхавра пирӗнпе пӗрле исправника тапӑннӑччӗ?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑхӑт ҫитсен, ӳкӗнмелле ан пултӑр, подпоручик господин, — шӑл витӗр калаҫнӑ май, сӗтел хушшинчен тухрӗ Тихонов.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Епле Алюновсемпе пӗр шухӑшлӑ депутат пулӗ-ха шӑл?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӑл куҫҫульне.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шалу ҫинче ҫех-ҫке хам та: ҫак кунсенче тӑррине, проценчӗ пухӑннине пырса пама шутланӑччӗ — шӑл пин ҫурӑ юлӗччӗ вара.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑл хӑех иртсе кайрӗ.

— Зуб прошел сам.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех