Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нефть кӑларас ӗҫе хӗл кунӗсем тата транспорт ҫукки тахҫантанпах чӑрмантарса тӑнӑ.Зависимость от зимы, от транспорта давно уже сковывала развитие добычи.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Транспорт ӗҫне чухламан «клоун», тишкерсе ларсан-ларсан, вӗҫӗ-хӗррине тупмасӑр, ирӗксӗрех Ефремов шухӑшӗсемпе килӗшнӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Госпиталь начальникӗ, хуларан каймалла пулсан, Волошиновсене хӑйсемпе пӗрле илсе кайма пулнӑ, анчах транспорт ҫитмен.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Экспертиза предприятие панкрута юри кӑларнипе кӑларманнине, ҫавӑнта республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви тата предприятин ертӳҫисен тӳпе еплерех пулнине палӑртма пулӑшӗ.
«Чӑвашавтотранс» ыйтӑвӗпе пухӑнӗҫ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/27697.html
Тен, сӑлтавӗ ялпа ҫуммӑн чукун ҫул иртнинче — ун умӗнче ҫав-ҫавах транспорт чарӑнса илмелле-ҫке.
Песковатски — йӑмраллӑ ял // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5429-%D0%9F% ... D0%BB.html
Тепӗр темиҫе кунран, Костров, Клевцов, Ильин тата Саша, Мышбор ялӗ патӗнче засадӑра ларнӑ чухне, мина хунӑ ҫул тӑрӑх тӑшмансен транспорт колонни пынине асӑрхарӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Саша аманнисене ӑсатма транспорт кирли ҫинчен, складра выртакан тӗштырӑ запасӗсене халӗ те тиесе кайманни ҫинчен, тӑшман парашютисчӗсем хула тулашӗнче курӑнкалани ҫинчен калаҫнине илтсе юлчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӗсен икӗ айӑккипе транспорт суднисем ишеҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫеруш кивӗ валашкаран миноносец туса хатӗрленӗ, Якурккапа Ҫтяпукӑн транспорт суднисем — хӑмасемпе пӗренесене пӗрле ҫыхса тунӑ сулӑсем — пур.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Анчах праҫникри пек капӑрланнӑ хӗрарӑмсене эпир ӗҫре те, хулара та, транспорт ҫине ҫын тӑкӑлнӑ вӑхӑтра та тӗл пулатпӑр.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫак правилӑсене ытти транспорт ҫинче (вӗсен уйрӑмлӑхне шута илсе) чухне те тытса пымалла.Эти же правила поведения распространяются и на другие виды транспорта, с учетом их специфики.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Малтан килнӗ ҫынсем е чи малтанхи станцӑра ларнисем ҫеҫ транспорт ҫинче ларса пыма пултараҫҫӗ, тесе шутлаҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӑҫан ҫитесси, ҫул ҫинче пӗр машина ҫинчен тепӗр машина ҫине миҫе хут куҫса ларасси ҫинчен транспорт работникӗсенчен ыйтса пӗлмелле.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Транспорт работникӗсемпе тавлашни начар анчах мар, усӑсӑр та.Вступать в споры с должностными лицами не только невежливо, но и бесполезно.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Транспорт ҫине ларма илнӗ билета пӗтӗрмеҫҫӗ, лӳчӗркемеҫҫӗ, тӗрӗсленӗ чухне ҫакӑн пирки тавлашу сиксе тухма пултарать.Проездной билет не сворачивают и не мнут, т. к. при контроле из-за этого могут быть недоразумения.
Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ку кондукторшӑн та, пассажиршӑн та аван, ку уйрӑмах касса-автомат ӗҫлекен транспорт ҫинче лайӑх.Это удобно и при наличии кондуктора, но особенно важно в тех вагонах, где работают кассы-автоматы.
Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Уксах-чӑлахсем, ватӑ ҫынсем, хӗрарӑмсем, ачасем обществӑллӑ транспорт ҫине ыттисенчен малтан ларма тивӗҫлӗ.При входе в общественный транспорт, преимущество имеют инвалиды, дети, пожилые люди, женщины.
Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сергей ашшӗ вӗсене кӗскен кӑна хӑйсем ҫак колхозра юласси ҫинчен, кунта транспорт енчен ӗҫ япӑх пӳлни, тырӑ вӑйлӑ пулни тата ӑна ыранах государствӑна леҫме тытӑнасси ҫинчен каласа пачӗ.
2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Урамра пур ҫынсен те, уйрӑмах ҫамрӑксен инвалидсене, ватӑ ҫынсене, ачасене урам урлӑ каҫма, транспорт ҫине ларма е ун ҫинчен анма пулӑшмалла.
Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Йӗпе сунчӑка (уйрӑмах обществӑллӑ транспорт ҫинче) ыттисене лектермеҫҫӗ.Мокрым зонтом (особенно в общественном транспорте) стараются не затрагивать других.
Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.