Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтел сăмах пирĕн базăра пур.
сӗтел (тĕпĕ: сӗтел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑмӑх ҫитсӑран ҫӗленӗ хутаҫне алӑран ямасӑр, Ксени сӗтел ҫывӑхне, хыҫлӑ пукан ҫине, пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Урай варринче пысӑк сӗтел, йӗри-тавра пукансем.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сӗтел хушшинче чей ӗҫнӗ май ӑшшӑн калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар ҫыннисемпе тӗл пулнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

Пӗр сӗтел хушшине пухӑннӑ виҫӗ ӑру, Ӗҫ Геройӗн йӑхне тӑхакансем унӑн кӑтартуллӑ пурнӑҫне малалла тӑсса, медицина, ҫутӗҫ, экономика енӗпе ӗҫлеҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ӑрусен вӑчӑри татӑлмасть // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -tatalmast

Арҫынсене ытларах сӗтел ҫинчи шашкӑсем, шахмат, домино вӑййисем килӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Ачасем сӗтел хушшине йӑпӑр-япӑр вырнаҫса ларчӗҫ те вырӑнти шахмат клубӗн ертӳҫин сӑмахне тимлӗн итлеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Хӑй ҫав вӑхӑтра аякрах мар вырнаҫнӑ сӗтел патне васкавлӑн утса ҫитрӗ те унти темиҫе кӗнекене алла илчӗ, хыҫҫӑн пӗр тӑхтаса тӑмасӑр библиотекӑна килнӗ «хӑнасем» патне каялла таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

- Маттур, питӗ ырӑ шухӑш тытнӑ эсир, иртӗр маларах, сӗтел хушшине вырнаҫса ларӑр.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Ҫуллӑ апат-ҫимӗҫ те сӗтел ҫинче сахалтарах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Инсультпа инфаркт патне илсе ҫитерет // Э.КУЗНЕЦОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %b5%d1%82/

Шӑнкӑртамри «Меслиме» мечӗт-комплексра Раҫҫейри Ҫемье тата Чӑваш Енри Экологи культурипе ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗпе тирпейлӗ усӑ курмалли ҫулталӑка халалласа, «Асӑну сачӗ» акцие хутшӑнса «Чӑваш Ен халӑхӗн экологи тата кӑмӑл-сипет ӑнӑҫлӑхӗн хальхи аталанӑвӗнчи чи кирлӗ ыйтусем» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa

Округ командин йышӗнчен унта вырӑнти организаци ертӳҫи Людмила Анисимова (Ӗнел) джакколло, Эльвира Морозова (Кушкӑ) сӗтел ҫи новус вӑййисенче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%bc-71/

Тӗпел кукринче ларнӑ атте ман ҫине самаях сиввӗн пӑхрӗ те: «Халех сӗтел ҫине илсе хур, тӑрлавсӑр!» — терӗ пӗтӗм хаярлӑхӗпе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр — ҫӗр тӗрекӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 265–266 с.

Аттун срам только с топою, — ҫапла каларӗ те Мами литр кӗрекен банкӑпа хутаҫа Вова умне сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Маминчен шикленсе сӗтел хушшине каялла пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Арҫынсенчен сӗтел сунтӑхӗнче юлнӑ кӗленче пӑккисене-и?

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Сӗтел ҫине ӗҫмелли-ҫимелли лартать, вара сак патне пырать те тем шырама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ашшӗ ывӑлне сӗтел хушшине, чи хисеплӗ вырӑна, лартать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сӗтел сунтӑхӗнчи вӑл Сталин кӗнеки.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сӗтел сунтӑхӗнче пӗр кӗнеке выртать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эй, тупнӑ ача сутти тумалли, — Вихтӗр амӑшӗ упӑшкине сӗтел хушшинелле туртать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех