Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дон сăмах пирĕн базăра пур.
Дон (тĕпĕ: Дон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лере, Дон тӑрӑхӗнче, Совет влаҫӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та Григорий час-часах хуйха ӳкрӗ, хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ: «Неушлӗ маншӑн аннене е Дуняшкӑнна тертлентерсе пӗтерӗҫ?»

Там, на Дону, была Советская власть, и Григорий постоянно с тоскливой тревогой спрашивал себя: «Неужто будут за меня терзать маманю или Дуняшку?»

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дон ҫарӗсене таҫта ҫитиех сирсе ывӑтнӑ.

Донцы были сломлены.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗр ҫакна кӑна — хӗрлисене хирӗҫ татӑклӑн кӗрешесси путланса ларнине, нумай-нумай казаксен тӑван станицӑсене хӳтӗлес шанчӑкӗ пӗтнине, лару-тӑру тӑрӑх шутласан, шурӑ ҫарсен юлашки похочӗ вӗҫленсе пынине, Дон тӑрӑхӗнче хӳтӗленеймен хыҫҫӑн вӗсем Кубаньре те тытӑнса тӑраяс ҫуккине ҫеҫ лайӑх ӑнланчӗ…

Он понимал, что настоящее, серьезное сопротивление кончилось, что у большинства казаков иссякло стремление защищать родные станицы, что белые армии, судя по всему, заканчивают свой последний поход и, не удержавшись на Дону, — на Кубани уже не смогут удержаться…

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лешӗ Дон кредиткисен пачкине иккӗленсе илчӗ, шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ыйтса пӗлчӗ:

Тот нерешительно взял пачку донских кредиток — слюнявя пальцы, пересчитал их, осведомился:

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ Вуниккӗмӗш Дон полкӗн сотникӗ.

— Я сотник Девятнадцатого Донского полка.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӑшмана Дон хӗрринче тытса чарайӗҫ-ши, тетӗр-и?

Будет ли противник задержан у Дона?

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дон леш енче хурӑнташсем ҫук-и тата сан? — йӗплесе ыйтрӗ Григорий.

— А за Доном у тебя родни нету? — ехидно спросил Григорий.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Фронт Дон ҫывӑхнелле куҫса пычӗ.

Фронт все ближе продвигался к Дону.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл пытарнӑ ҫӗре те каймарӗ, ирех лаша кӳлсе Дон леш енне каҫрӗ те кун каҫичченех унта пулчӗ.

Он не пошел и на похороны, с утра уехал за Дон и пробыл там весь день.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ыттисене кайран килсе тытас мехелпе вӑл лӑппа шанчӑклӑ вырӑна пытарса хучӗ, — хӑй, ылтӑн тӗслӗ, сысна ҫурисем пек самӑр сазансене ҫыран хӗрринелле ывӑтнине никам та курмарӗ-ши тесе, йӗри-тавралла шиклӗн пӑхкаларӗ, унтан тин ҫапӑ ҫӗклемӗпе чӗр хулӑ ҫине тирсе пулӑсене йӑтрӗ те васкамасӑр Дон еннелле утрӗ.

Он надежно спрятал кошелку, с намерением прийти доловить оставшуюся рыбу, — опасливо оглянулся: не видел ли кто, как он выбрасывал на берег золотистых и толстых, словно поросята, сазанов, — и лишь после этого поднял вязанку хвороста и нанизанных на хворостину рыб, не спеша направился к Дону.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тин ҫеҫ кӑна пирӗн пата калаҫса ларма пынӑччӗ, Дарьйӑна шывра тытнӑ чухне Дон хӗрринче пӑхса тӑчӗ.

А ить будто недавно приходил проведовать нас, стоял у Дона, когда ловили Дарью.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дон леш енчи вӑрман лӑпкӑ та тӳлек кӗр ытамӗнче ачашланать.

За Доном в лесу прижилась тихая, ласковая осень.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Кала асаннӳне: эпӗ Дон леш енне ҫапӑ касма кайрӑм.

— Скажи бабке, что я поехал за Дон хворосту срубить.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевич ҫилӗллӗн урайне сурчӗ, картишне тухса пуртӑпа кӗсмен илчӗ те Дон хӗрринелле лӑкӑштатрӗ.

Пантелей Прокофьевич ожесточенно сплюнул, вышел во двор, взял топор и весло и захромал к Дону.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Пуплеҫҫӗ-ха, ҫав вушар стариксем Дон ку айккинче хӗрлисенчен ай-ай вирлӗ тарнӑ, тет.

— Гутарют, что эти крепкие старики на энтом боку Дона так умахивали от красных.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫук, пӗтмен-ха лӑпкӑ Дон ҫинче чӑн-чӑн казаксем!

Нет, ишо не перевелись на тихом Дону настоящие казаки!

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чылайччен пыра-пыра ҫӳрерӗҫ Татарскине Дон хӗррипе ларса тухнӑ ҫывӑхри тата инҫетри хуторсенче пурӑнакансем; тӗл пулсан-тусан чылайччен ак ҫапларах ыйтусем илтӗнсе тӑчӗҫ:

И долго еще захаживали в Татарский жители ближних и дальних хуторов Обдонья; и долго еще при встречах звучали вопросы:

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле Латышев хуторӗнче эрне ҫурӑ хушши чиперех пурӑннӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич хӗрлисем Дон патӗнчен каялла чакни ҫинчен илтрӗ те васкасах килне кайма пуҫтарӑнчӗ.

Две с половиной недели Пантелей Прокофьевич благополучно прожил с семьей в хуторе Латышевом и, как только услышал, что красные отступили от Дона, собрался ехать домой.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Добровольчески ҫара Орелпа Кромск патӗнчи тӗп ҫапӑҫура ҫӗмӗрсе тӑкни тата Буденнӑйӑн утлӑ ҫарӗ Воронеж участокӗнче урӑм-сурӑм хӑватлӑ ҫӗнтерсе пыни кӗрешӳ мӗнпе вӗҫленессине татса пачӗ: ноябрь уйӑхӗнче Добровольчески ҫар, Дон ҫарӗн сулахай флангне хӑварса, хӑй чакнӑ май ӑна та пӗрле сӗтӗрсе, кӑнтӑр еннелле шуса кайрӗ.

Поражение Добровольческой армии в генеральном сражении на орловско-кромском направлении и, блестящие действия буденновской конницы на воронежском участке решили исход борьбы: в ноябре Добровольческая армия покатилась на юг, обнажая левый фланг Донской армии, увлекая и ее в своем отступлении.

XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах октябрь уйӑхӗнче Дон ҫарӗн ҫитӗнӗвӗсем темле пысӑк пулчӗҫ пулин те, казаксен шухӑш-кӑмӑлӗнче ҫуркуннехи — облаҫӑн ҫурҫӗр чиккисем патнелле ҫӗнтерсе пынӑ чухнехи — хавхалануллӑ шанчӑк амаланмарӗ.

Однако, как ни велики были успехи Донской армии в октябре, но в настроении казаков уже отсутствовала та уверенность, которая окрыляла их весной, во время победоносного движения к северным границам области.

XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех