Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярать (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хе-е, хӑй выляма пултараймасть те алӑ ҫине ярать тата.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шӑппӑн-шӑппӑн вӑранать тӑван тавралӑх, хӑйӗн асамлӑ ҫутипе ерипен, ҫав тери ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнсе ыйхӑ пирӗштийӗсене вӗҫтерсе ярать.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мӗнпур хатӗр-хӗтӗрсем тупнӑ даннӑйсене лаборатори ҫӗр ҫине ярать, ҫакӑн валли вӑл 42 километр тӑршшӗ электрооптикӑллӑ кабельпе усӑ курать.

Данные со всех приборов лаборатория передает на поверхность по электрооптическому кабелю длиной 42 километра.

Вӑтаҫӗр тинӗсӗн тӗпӗнче тӗпчев лабораторийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34343.html

Пӗррехинче амаҫури хӗрачана чӑтлӑха леҫсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Куҫ умӗнчех чӗппе тыттарса ярать! — илтӗнчӗ каллех Маюк инке сасси.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Ун пекех васкамасӑр чикаркка тивертсе ярать, ҫерем ҫине таянса, кӑтра пӗлӗтсем ҫине пӑхса, хуллен кӑна кӑвак тӗтӗм ункисем кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вирус пысӑк температурӑра хӑвӑрт вилет, сивӗре вара нумай вӑхӑт упранать, чире пуҫарса ярать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Анчах та 3-мӗш класра ҫырнӑ хаклав вӗрентекен чӗрине йӗппе йӗпленӗн ыраттарса ярать:

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Вӗренекенсем халӗ те унӑн ҫӳлелле ҫӗкленнӗ алли ҫине — ӑна кӗҫ-вӗҫ вӑл сулса ярать те ак, пурте майлашать тенӗ пек — тӗлӗнсе пӑхса ларчӗҫ.

Ученики и теперь невольно следили за его поднятой рукой, словно ждали: вот опустит он с силой эту руку — и все будет в порядке.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— «Ӑмӑрткайӑк» выляса илет, «решка» выляса ярать!

— «Орел» выигрывает, «решка» проигрывает!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эпир мастерскойра алӑпа пӑралакан пӑран вӑйӗ пурӗ те пӗр лаша вӑйӗ чухлӗ ҫеҫ! — сасартӑк персе ярать вӗренекенсенчен пӗри, Урсэкие пек хӑюллӑраххи.

— А наш ручной бурав работает в одну лошадиную силу! — бросал вдруг кто-нибудь из учеников вроде Урсэкие.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Хӗрли илет — хури выляса ярать!

— Красная берет — черная проигрывает!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хородничану хура шӗлепке тӑхӑнса ҫӳрет, шӗлепке хӗррисене юриех усарах ярать.

Хородничану носил черную фетровую шляпу с широкими опущенными полями.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Урсэкие Васыле! — мӗнпур вӑйран ҫухӑрса ярать «Фабиан господин».

— Урсэкие Васыле! — орал «господин Фабиан» что было сил.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗтӗм куҫа ҫиет, ӳсӗрнӗ чухне каҫӑхтарса ярать.

Дым ест глаза, душит кашель.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лявук арӑмӗ те халь ӑнланакан пулчӗ: тул ҫути киличченех хурӗсене алӑкран кӑларса ярать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Ялта пусӑ йӑтӑнса аннӑ-и, клуб хупӑ тӑрать-и, кӗпер ҫӗмрӗк-и, фельдшер пӳртӗнче сивӗ-и, шкул валли вӑхӑтра вутӑ хатӗрлемен-и, яланхи комиссисем япӑх ӗҫлеҫҫӗ-и — ҫырать те ярать хаҫата.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

— Атте мана пур пӗрех чиркӗве хӑваласа ярать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗчченлӗх, кичемлӗх ҫисе ярать ман чӗрене…

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Аслӑ уй-хирте, улӑхра-вӑрманта ҫӳреме ирӗклӗ, пӳрт-ҫурт та кирлӗ мар, кирек хӑш йывӑҫ тӗмӗ те хваттер ярать.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех