Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑвать (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт сисмелле мар шӑвать.

Время летело незаметно.

XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Джек Лондон калавӗнчи пекех!» шутларӗ те Алексей, ҫав самантрах ӑна хӑйӗн ачалӑхӗ аса килчӗ, унпа пӗрлех Джек Лондон калавӗнчи: «…аманнӑ ураллӑ этем пушӑ хир урлӑ шӑвать, ӑна чирлӗ те выҫӑ тискер кайӑк хӑвалать», тени асне килсе тухрӗ.

«Что-то джек-лондоновское!» — подумал Мересьев, и в памяти возникло далекое воспоминание детства — рассказ о человеке, который с обмороженными ногами движется через пустыню, преследуемый больным и голодным зверем.

19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Бекки ҫаплах Альфредпа перле картинӑсем пӑхса ларать, вӑхӑчӗ шӑвать.

Бекки опять села рассматривать картинки вместе с Альфредом, но время шло.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ялтан хулана ҫула тухас умӗн ялан пехиллесе яратчӗ, ҫав пехилпех пуль – паянхи кун та пурнӑҫ малалла шӑвать

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать.

Время быстро движется.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Темӗнле пулсан та пурнӑҫ малаллах шӑвать.

Как бы то ни было, жизнь продолжается.

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Вӑхӑт тӗлӗк пек малалла шӑвать.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Вӑхӑт малаллах шӑвать.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кирек мӗнле пулсан та ҫӗр-шыв пурнӑҫӗ малаллах шӑвать.

Как бы там ни было, жизнь страны идет вперед.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вӑхӑт малаллах шӑвать.

Куҫарса пулӑш

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Вӑхӑт шӑвать.

Время идет.

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Черет хӑвӑртах шӑвать, вӑхӑт нумай иртмест. Ҫынсем малтанхи сасӑлава хутшӑнни пӗлтерӗшлине ӑнланни савӑнтарать», — чунне уҫрӗ 64-мӗш шкулти участока мӑшӑрӗпе килнӗ Андрей Кириллов.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӑхӑт сисӗнмесӗрех шӑвать.

Время летит незаметно.

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Вӑхӑт хӑйне май шӑвать: ватӑлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Вӑйлӑ мар-и хӗрарӑмсем? Ҫӗр — аслӑ, тӳпе — ҫӳллӗ, хӗвел хӑвӑрт шӑвать: пӗр кунра вӑл тӳпе тавра ҫаврӑнса хӑйӗн вырӑнне таврӑнать.

Не сильны ли женщины? Велика земля и высоко небо, и быстро в своем течении солнце, ибо оно в один день обходит круг неба и опять возвращается на свое место.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑхӑт малаллах шӑвать, пурӑнса ирттернӗ ҫак тапхӑрта унпа нумай ҫул пӗрле ӗҫлеме тӳр килнӗ, асра юлнӑ самантсене лайӑх енӗпе аса илме мана питех те кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать ҫав - февралӗн 15-мӗшӗнче Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа шӑп та лӑп 27 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Вӑхӑт малаллах шӑвать.

Время движется вперёд.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех