Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутӑр сăмах пирĕн базăра пур.
тутӑр (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сылтӑм енчи стена ҫумӗнче, чӳрече патӗнче, вӗтӗ симӗс чечеклӗ хура тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑм ларать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Октябрь уйӑхӗн ҫурри кӑна-ха, сивӗсем те пуҫӑнман, ку ӗнтӗ хӗллехи пальто та тӑхӑнса янӑ, пуҫне ӑшӑ ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

Ӑна тутӑр вӗҫӗпе ҫынсенчен вӑрттӑн шӑлса, пуҫне ҫӗрелле чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Хӑй кӗлеткине вӑл парнеленӗ алшӑллисемпе пулемет лентисем пек хӗресленӗ, икӗ аллинче — икӗ тутӑр ҫыххи, вӗсемпе шӑна хӑваланӑ евӗр урлӑ та пирлӗ сулкалать, ял-йыш енне пуҫне тая-тая юрлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Шинелӗ якалса кайнӑ ӗнтӗ, хӗрри пӗтӗмпех ситрелнӗ, ҫиппи вӗҫӗсем тутӑр ярапи пек силленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Анук, галантерейӑ тавар сутакан пӳлӗме кӗрсе, икӗ пурҫӑн, икӗ кӗшемӗр тата батист тутӑр илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хушпу ҫинчен симӗс тӗрӗпе илемлетнӗ ҫӳҫеллӗ кӑвак пурҫӑн тутӑр ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пуҫӗнче пит-куҫне хупласа ҫыхнӑ шаль тутӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑлана васкавлӑн кӗрсе тутӑр илсе тухрӗ те Маврана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ, Мавра патне Ваҫлирен маларах ҫитсе, тутӑр парнелесех Кӗтерука чӗнсе кӑларма ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра икӗ пысӑкрах ылтӑнне тутӑр таткипе чӗркесе турӑш умне хучӗ те, хӑй ӗмӗрӗнче пуҫламӑш хут, пӳрт алӑкне тул енчен питӗрсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллине икӗ тутӑр лексен, вӗсене тата тӗпнерех тӗркелесе чикрӗ, йӳнӗрех тӑракан пуставран ҫӗленӗ ваткӑллӑ пиншак, шӑлавар, ҫӗлӗк, тумтир ҫинчен ҫыхмалли хӑмаҫ пиҫиххи тата тальянка хуткупӑс кӑларчӗ, ашшӗне куҫран пӑхма хӑяймасӑр: — Килте инкек пулнине пӗлнӗ пулсан… — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Минтерсене тустарса пӗтернӗ, лапчӑннӑ тӳшек ҫинче сарӑпа тутӑр выртаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал тирпейсӗр пыма аван мар, — тесе, кӗсйинчен тутӑр кӑларчӗ те хӗрӗн пуҫӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшӗн ҫӳпҫинче качча илме шутланӑ хӗре парнелеме хатӗрлесе хунӑ ҫитсӑ тутӑр выртать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫ ӗҫрен таврӑннӑ чухне ҫамрӑксем хӑйсенчен инҫе те мар, капан варри тӑрринче, темиҫе тутӑр вӗлкӗшнине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Шӑтӑкла тутӑр пур!

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна кунта урӑх ним ӗҫ те ҫуккине тавҫӑрса илчӗ, юхса аннӑ йӳҫӗ куҫҫульне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса: — Айтурах… — тесе татах асҫӑн сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗре хӑй майлӑ ҫавӑрас е ним шарламан чӗрчун туса хурас тесе, йӑваш хуҫа арӑмӗ пек курӑнма тӑрӑшса, Лукарье хаш сывласа илчӗ те: — Кӗтерук, эпӗ сана тахҫантанпах сӑнатӑп та, эсӗ питех тӑрӑшса ӗҫлетӗн тата чӗлхӳне те ирӗке ямастӑн. Ҫавӑншӑн сана паян пӗчӗк парне парасшӑн, — тесе, Кӗтерука чӑлантан кӗпе, саппун, тутӑр илсе тухса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫа вара капюшонпа хупламалла, ҫӳҫе лайӑх пуҫтарса тутӑр ҫыхмалла е калпак тӑхӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех