Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫимӗҫ (тĕпĕ: ҫимӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерес, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ытларах тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Йывӑҫ-курӑк кӑҫал та, миллионшар ҫул ӗлӗкхи пекех, ҫеҫке ҫурӗ, ешерӗ, ҫимӗҫ кӳрекенни ҫимӗҫ кӳрӗ, вара майӗпен ешӗл тумне хывӗ, ҫаралса юлӗ, сарӑхӗ, шанӗ е вуҫех вилӗ, анчах ҫитес ҫуркунне вилӗмсӗр ҫутҫанталӑк каллех ҫӗнӗ сӗткенпе вӑй илсе чӗрӗлӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пахча ҫимӗҫ те япӑх мар.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Малтан вӑл хӑйӗн ӗҫӗ сая кайманнишӗн, пӗчӗк ачана ачашланӑ пек ачашласа ӳстернӗ улмуҫҫисем ҫимӗҫ кӳме пуҫланишӗн хытӑ савӑннӑччӗ, анчах пурӑна киле, садран тупӑш ытларан ытларах илме тытӑннӑҫемӗн, ӑна хӑйӗн сачӗ пӗчӗк пек, сахал пек туйӑна пуҫларӗ, вӑл ӑна мӗнле те пулин аслӑлатма май шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑйӗн пахчинче пӗрремӗш хут ҫимӗҫ туса илсен, Лавр амӑшӗнчен е пасартан пахча ҫимӗҫ туянма пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Улмуҫҫисем ӳссе ҫитиччен, пилӗк ҫул хушши, Мухаров пахча ҫимӗҫ ӳстерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ӑш пӑтранать ман, Лаврушенька, апат анмасть, темскер уҫӑ ҫимӗҫ ҫиес килнӗ пек, час-часах ыйӑх пусать, кӑкӑрӑмсем кӑтӑкланма пуҫларӗҫ, — терӗ пӗррехинче Поля.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫак ҫӗр лаптӑкӗ йышӑннӑранпа Лавр Кузьмичӑн пахча ҫимӗҫ туянас хуйхи пӗтрӗ, мӗн кирлине вӑл йӑлтах кунта туса илет.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗнле ӳсен-тӑран ҫӗр ҫул хушши ҫимӗҫ кӳме пултартӑр?

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑт ҫак улмуҫҫи коммунизм вӑхӑтӗнче те пулать, ун чухне те ҫимӗҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Вӑл ҫӗр ҫула яхӑн ҫимӗҫ кӳме пултарать, теҫҫӗ ученӑйсем.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Колхозсем халичченхи тырӑ акмалли, пахча ҫимӗҫ лартмалли плансенчен ирттерсе, ятарласах оборона фончӗ валли тырӑ акма, ҫӗр улми лартма йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑхӑтра ҫур тыррисене акса хӑвармалла, ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пахча ҫимӗҫ лартнӑ еннелле, иккӗмӗш ретре, паланпа пилеш йывӑҫҫисем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эрех сыпсан ҫырткалама пахча тулли тӗрлӗ ҫимӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Оруди наводчикӗ вара питех те тӑрӑшать пулас: улмуҫҫи айӗсене йӑлтах кӑпкалатса пӗтернӗ, сарлакарах хушӑсене йӑрансем чавса пахча ҫимӗҫ лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Сӗтеле шап-шурӑ ҫивиттипе витнӗ, ури тайӑлас пек тӗрлӗ ҫимӗҫ лартса тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ытти ҫимӗҫ хакӗ питех улшӑнман-мӗн.

Цены на остальные продукты не особо изменились.

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пахча ҫимӗҫ хакланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33949.html

Кӑҫал пӗрремӗш эрнере пахча ҫимӗҫ тӑрук хакланнине палӑртнӑ.

В первой неделе текущего года было отмечено резкое подорожание овощей.

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пахча ҫимӗҫ хакланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33949.html

Сӗтелӗ ҫинче ырӑ йышши ҫимӗҫ, четвӗрчӗпе эрех, витрипе пыл-сӑра ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех