Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗм ҫанталӑкра, инҫетре мӗлтлетекен ҫутӑсене уйӑрса илес тесе, карап мачти ҫине матрос хӑпарнӑ пекех, тинӗс тӗпне шӑтаракан хурҫӑ вышка ҫине тӗксӗм мӗлке хӑпарать.
Малтан калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Хумсем вӑйлӑн пырса ҫапаҫҫӗ пулин те хурҫӑ вышка ҫирӗппӗн ларать, малтанхи хут этем алли тунӑ ҫак имшеркке те ҫирӗп мар пек туйӑнакан вышкӑна тинӗс хумӗсем ҫӗмӗрме пултараймаҫҫӗ.
Малтан калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тракторсене пурне те хулӑн хурҫӑ троспа ҫыхӑнтарнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сиксе тӑрсан, каллех хулӑн хурҫӑ проволокӑна тытса ӑна лебедка еннелле туртрӗҫ.А вскочив, опять вцепились в стальную толстую проволоку, подтягивая ее к лебедке.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тракторист хӑйӗн юлташӗсене пӑрахса кайма пултараймарӗ, кашни минутрах вака лекесрен хӑрамасӑр, куҫ курми ҫавӑрттаракан ҫил-тӑман витӗр хурҫӑ троса туртма пулӑшрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кондрин, урине перӗннӗ хурҫӑ детале урипе тапса ярса, вӑрҫса илчӗ.Тот пнул подвернувшуюся под ноги металлическую деталь и выругался.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Унӑн ӗнтӗ электрод улӑштарма та вӑхӑт ҫитнӗ, ӑна вӑл утса пынӑ ҫӗртех, чарӑнса тӑмасӑр улӑштарать: ҫумӗнчи хутаҫҫинчен — колчантан — хурҫӑ патак кӑларса, ӑна тыткӑч ҫумне ҫирӗплетсе лартать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫыран хӗррине сапаласа пӑрахнӑ ещӗксем, машина пайӗсем, хурҫӑ трубасем юр айӗнчен курӑнса выртаҫҫӗ.Разбросанные по берегу, из сугробов торчали ящики, детали машин и стальные трубы.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗрремӗш партири автомобильсем ултӑ тӗслӗ кузов суйласа илме пултараҫҫӗ: шурӑ перламутрлӑ, кофе тӗслӗ, хурҫӑ кӑвак, графит тӗслӗ тата хура тӗсли.
Сериллӗ пӗрремӗш Aurus Senat-сем 22 млн тенкӗ тӑрӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/27937.html
Пӗчӗкҫӗ, тарӑн мар ҫаврӑмра вӗтӗ пулӑсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем шыва хурҫӑ йӗпсемпе ҫӗленӗ пек курӑнаҫҫӗ.В маленькой, неглубокой заводи плавала стайка плотвы, точно стальные иглы прошивали воду.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хурҫӑ пек ҫирӗп пул!..
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Халӗ пире тылра йӗркелӗх, хурҫӑ пек ҫирӗп организаци кирлӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Уйӑх ҫути хурҫӑ рельссем ҫине тӗксӗмӗн ӳкет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Халь хурҫӑ кайӑксем куҫа курӑнми ҫӳле улӑхса ярӑнса вӗҫсе ҫӳренӗ чух, вӗсем ҫӗр чӑмри йӗри-тавра урлӑ-пирлӗ, халиччен этемсем пырайман вырӑнсене — пӑрлӑ тинӗссем урлӑ, этем каҫайман ҫуллӗ сӑртсем, вӑрмансем урлӑ вӗҫнӗ чухне, дирижабльсем темиҫе ҫӗршер тонна тиесе, пӗр лармасӑр темиҫе пиншер километр вӗҫме пултарнӑ чухне, стратосферӑна 20 километр ҫӳллӗшне ытла этем улӑхса курнӑ хыҫҫӑн, пирӗн ҫак ӗҫе пуҫласа аталантарса яракан ҫынсен пурнӑҫне пӗлесех пулать.
Умсӑмах // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с. — 3–4 с.
Лена шуралса кайрӗ, анчах хӑй пӑлханмасть, куҫӗсем хурҫӑ тӗслӗ, сиввӗн пӑхаҫҫӗ.Леночка побледнела, но лицо у нее было спокойное, а глаза стальные и холодные.
Магеллан карапӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Иксӗмӗр те хурҫӑ шӑратакан заводра ӗҫлеттӗмӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Хурҫӑ йӗпе, магнит ҫине хурса, нумайрах тытса тӑрсан, йӗп хӑй те магнит пулса тӑрать те пӗчӗкҫӗ тимӗр татӑкӗсене хӑй ҫумнелле туртса илекен пулать.
Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Халӗ металл сассине — чул ҫумне хурҫӑ чак-чак! тутарнине илтме пулать.Но теперь он звучит иначе, можно различить звон металла, удар стали о камень.
Пролог // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хурҫӑ пек ҫирӗп логика.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Унӑн хурҫӑ лапки айӗнчен ҫӗвӗ ҫӗленсе тасалать, пусма татӑкӗсенчен ҫанӑсем, ҫухавасем пулаҫҫӗ, пӗрлешсе вӗсем ҫӗнӗ кӗпесем тӑваҫҫӗ.
Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.