Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Ӑна ҫирӗп ҫапса лартнӑ пӑта пек тӑвӑп; хӑй ашшӗ килӗшӗн вӑл мухтав пуканӗ пек пулӗ.23. И укреплю его как гвоздь в твердом месте; и будет он как седалище славы для дома отца своего.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӑна чӗрӗпсен ҫӗрӗ тӑвӑп, шурлӑх тӑвӑп, ӑна тӗппипех пӗтерекен шӑпӑрпа шӑлса ывӑтӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акӑ вӗсем ҫине ҫӗкленӗп те, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Вавилон ятне те, йӑлкӑмне те — ывӑлӗпе мӑнукне те — тӗп тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӗнчене Эпӗ усаллӑхӗшӗн, ҫылӑхлисене йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн хаса парӑп, мӑнкӑмӑллисем ӑсчахланнине, хӗсӗрлекенсем мӑнаҫланнине чарса лартӑп; 12. ҫынсене таса ылтӑнран та хаклӑрах, арсене Офир ылтӑнӗнчен те хаклӑрах пулмалла тӑвӑп.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Яш ачасене вӗсен пуҫлӑхӗсем тӑвӑп, вӗсемпе ӗнтӗ ача-пӑча хуҫаланӗ.4. И дам им отроков в начальники, и дети будут господствовать над ними.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санпа пӗрле — Санӑн ӗҫӳсене пӗлекен ӑслӑлӑх, вӑл Эсӗ тӗнчене пултарнӑ чухнех Санпа пӗрле пулнӑ, вӑл Санӑн умӑнта мӗн кирлине, Санӑн ӳкӗтӳсем тӗлӗшӗнчен мӗн тӳррине пӗлсе тӑрать: 10. сӑваплӑ тӳперен ярса парсам ӑна, Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑ пуканӗнчен ярса парсам ӑна — вӑл мана ӗҫӗмсенче пулӑшса пытӑрччӗ, Сан умӑнта мӗн кӑмӑллӑ пулнине манӑн пӗлсе тӑрасчӗ: 11. вӑл пӗтӗмпех пӗлет, ӑнланать, ӗҫӗмсенче мана ӑслӑн ертсе пырӗ, мана хӑйӗн мухтавлӑхӗпе упраса хӑварӗ; 12. вара ӗҫӗмсем те ӑнса пырӗҫ, Санӑн халӑхна тӳррипе сут тӑвӑп, аттемӗн аслӑ пуканне тивӗҫлӗ пулӑп.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. «Вӑл мана мӗн турӗ, эпӗ те ӑна ҫавнах тӑвӑп, ҫынна унӑн ӗҫне кура тавӑрӑп» тесе ан кала.29. Не говори: «как он поступил со мною, так и я поступлю с ним, воздам человеку по делам его».
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
106. Эпӗ Санӑн тӳрӗ сутусене уяма тупа турӑм, ҫапла тӑвӑп та.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм. 21. Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм. 22. Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ. 23. Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ. 24. Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп. 25. Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ. 26. Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп. 27. Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ. 28. Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп, 29. ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ. 30. Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп. 31. Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн, 32. Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн, 33. вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп; 34. ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп. 35. Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп. 36. Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-5. Ҫапла калатӑп: эй Турӑҫӑм, Эсӗ: «Хам суйласа илнӗ ҫыннӑмпа халал хыврӑм, Хамӑн Давид чурама тупа туса, санӑн вӑрлӑхна ӗмӗрлӗх тӑвӑп, санӑн патшалӑхна сыпӑкран сыпӑка тӑсса пырӑп» тенӗ чухне Эсӗ ырӑлӑхна ӗмӗрлӗхе никӗсленӗ, Хӑвӑн тӳрӗлӗхне тӳпере ҫирӗплетнӗ.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. «Вӑхӑтне суйласа илӗп те — Эпӗ тӳррипе сут тӑвӑп. 4. Ҫӗр те, ун ҫинче пурӑнакансем те чӗтӗреҫҫӗ: Эпӗ унӑн никӗсне тӗреклӗлентерӗп».
Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санӑн ятна сыпӑкран сыпӑка асӑнмалла тӑвӑп; ҫавӑнпа Сана халӑхсем ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӗҫ.18. Сделаю имя Твое памятным в род и род; посему народы будут славить Тебя во веки и веки.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хама ӑстӑн панӑ Ҫӳлхуҫана тав тӑвӑп; ӑшӑм-чиккӗм мана ҫӗр варринче те вӗрентет.7. Благословлю Господа, вразумившего меня; даже и ночью учит меня внутренность моя.
Пс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсфирь ҫапла хуравласа каланӑ: мана акӑ мӗн кирлӗччӗ, эпӗ акӑ мӗн ыйтасшӑнччӗ: 8. эпӗ патша умӗнче кӑмӑл тупрӑм пулсан, патша мана мӗн кирлине тума, эпӗ мӗн ыйтнине пурӑнӑҫлама кӑмӑллӑ пулсан, вӑл [ыран та] Аманпа пӗрле ман патӑма килтӗрччӗ, эпӗ вӗсен ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлесе хурӑп, ыран вара патша хушнине тӑвӑп, тенӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иудифь каланӑ вӗсене: итлӗр-ха мана — эпӗ пӗр ӗҫ тӑвӑп, ӑна пирӗн йӑхӑн ывӑлӗсем ӑруран ӑрӑва пӗлтерӗҫ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫак кунсем иртсен те пирӗн пата пулӑшу ҫитмесен, эпӗ эсир каланӑ пек тӑвӑп, тенӗ.31. Если же они пройдут, и помощь к нам не придет,-- я сделаю по вашим словам.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те эсир Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ сире панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене пӑрахсассӑн, ҫапла пӑрӑнса урӑх турӑсене ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн, 20. Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ ҫак Ҫурта та Хам умӑмран сирӗп, ӑна пур халӑхшӑн та ҫын куллипе тӗнче мӑшкӑлӗ тӑвӑп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Давид вара Орнана каланӑ: йӗтем вырӑнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкне пар мана, унта эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн тӑвӑп; ӑна тулли хакӗпех сут мана, вара халӑха тӗп тӑвасси чарӑнӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: Израиле Эпӗ Хам умӑмран сиртӗм, Иудӑна та ҫавӑн пек тӑвӑп, Хам суйласа илнӗ Иерусалим хулине те, Эпӗ: «унта Манӑн ятӑм пулӗ» тесе каланӑ Ҫурта та сирсе пӑрахӑп, тенӗ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ ҫапла каланӑ: 11. Манассия, Иудея патши, аморрейсенчен те ытларах ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн, йӗрӗхсене пуҫҫапса Иудӑна ҫылӑха кӗртнӗшӗн 12. Эпӗ Иерусалимпа Иуда ҫине халиччен пулман хӗн-асап яратӑп, Эпӗ яракан хӗн-асап ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те ян янӑраса кайӗ; 13. Иерусалима та Самарие виҫсе тухнӑ вӗренпех, Ахав килне виҫнӗ пекех виҫсе тухӑп, Иерусалима чашӑка шӑлса тасатнӑ пек шӑлса тасатӑп, — чашӑка шӑлса тасатаҫҫӗ те ӳпӗнтерсе хураҫҫӗ; 14. вара чӗрӗ юлнисене, Хам еткерӗмӗн йӑлкӑмне, пӑрахӑп, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен аллине парӑп, ӗнтӗ тӑшманӗсем вӗсене ҫаратса-тустарса тухӗҫ, 15. хӑйсен ашшӗсем Египетран тухнӑранпа паянхи кунчченех вӗсем Манӑн умӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑшӑн, Мана ҫиллентерсе пурӑннӑшӑн ҫапла тӑвӑп, тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.