Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иккӗлле ҫивӗтленӗ ҫӳҫне пӗр ҫивӗт туса хыҫалалла пуҫтарчӗ, ҫийӗнчен виҫ кӗтеслӗ пӗчӗк шурӑ тутӑр ҫыхрӗ.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑл парне — Арҫук валли чӗн пиҫиххи, Марине валли хӑмачӑ тутӑр илсе килнӗ.
Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.
«Хӗрачасем» хӑлаҫланчӗҫ, «ҫулҫӑсене» тытса, вӗсенчен «тутӑр» туса ҫыхрӗҫ.
Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.
Е формине паратӑп — ан тив, камӑн кӑмӑлӗ пур — ҫавӑ тутӑр..
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Пирӗн шӑвӑҫпа мӗн тутӑр, ара, вӑл! — йӗрӗннӗ пек мӑкӑртатса илчӗ ачасенчен пӗри.— До нашей жести ему и дела нет! — презрительно пробормотал кто-то из ребят.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пуҫне хура тӗрӗллӗ хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑччӗ.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Шурӑ тутӑр юнпа варланса пӗтнӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Алӑк патӗнчисем сӑхсӑхма манса тӑраҫҫӗ, капӑр тутӑр ҫыхнӑ хӗрсем те хӑйсем чиркӗве мӗншӗн килнине манчӗҫ пулас; темле карчӑк тутӑр айӗнчен хӑлхине кӑларать, тепри пуҫ ҫапма чӗркуҫленнӗ те, юрра тӑнласа, ҫаплипех кукӑрӑлса ларать; пупӑн сӑнӗнче те, ыттисенни пекех, тулли кӑмӑл палӑрать.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл хӑй патнелле хура сӑхман тӑхӑннӑ, хура тӑла сырнӑ, шап-шурӑ тутӑр ҫыхнӑ хӗр ҫывхарнине асӑрхарӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Пысӑк хуйхӑ ман, Лавр, никам та мана пулӑшаяс ҫук халь тин, — терӗ те Поля, тутӑр кӑларса, куҫне шӑлкалама пуҫларӗ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Шурӑ простыньпе шурӑ утиял витӗннӗ, пуҫне шурӑ тутӑр ҫыхнӑ, тен, ҫавӑнпах пуль пичӗ ытла шурса кайнӑ пек туйӑнать.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Акӑ вӑл пӗчӗк сумкинчен шурӑ тутӑр кӑларчӗ те тротуар ҫине хут татӑкӗ ӳкерчӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Унӑн ҫи-пуҫӗ, аякран пӑхсан, пӑрчкана аса илтерет: хӗр шурӑ платйӗпе, пуҫне хура тутӑр ҫыхнӑ, тутӑр вӗҫӗ ҫурӑм хыҫӗнче, хӳре евӗр, ура тупанӗ таранах усӑнса тӑрать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пӑрахут, анаталла кайса, Кувшинка кукринче пӑрӑнса курӑнми пуличченех Таня пусма картлашки ҫинче тутӑр сулса тӑчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ялсенчен килнӗ ҫамрӑксем урлӑ-пирлӗ алшӑллисем ҫакнӑ, тутӑр вӗҫтерсе юрлаҫҫӗ, теприсем ҫӗр ҫӗмӗрсе ташлаҫҫӗ…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Асӑнма мар, таптаса лапчӑтӑттӑм — лӑчӑрт! тутӑр.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Халӑх сучӗ тӗрӗс суд тутӑр, тивӗҫлипе туянтӑр вӑл…
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Кӗркури ҫапла тархасланипе Анфис аппа сасартӑк ун ҫине тинкерчӗ те: — Чӗре ӗненмест манӑн, пулма пултараймасть, вунӑ-вуникӗ ҫул хушшинче пирӗн патра пулман кун иртмен санӑн, хам ывӑл пек пӗлсе, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, нихӑҫан кӑмӑлсӑр юмах-сӑмах пулманччӗ… анчах сӑлтавӗсем халӗ… Чӑннипе кала, ывӑлӑм Кӗркури, чӑннипе. Чӑнлӑх ҫиеле тухатех. Эпӗ мар, халӑх суд тутӑр, — терӗ юлашкинчен.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Унтан Кӗркури ҫине пӑхрӗ те: — Эх, Кӗркури, Кӗркури! Сана тӑван ывӑл пекех юратса, хӗрхенсе пӑхса ӳстертӗмӗр-ҫке, ҫак ӗҫе тӑвасса пӗлмерӗмӗр… Петӗрне лайӑх пӗлместӗп, тен, ӑна пула туса хутӑн-и вара!? Ах, тур-тур, пӗтертӗр, пӗтертӗр пире, — терӗ, ача пекех хӑйӗн куҫҫулӗпе хӑех чыхӑна-чыхӑна йӗрсе, хӑй ҫав хушӑрах чӗтрекен аллисемпе, пуҫӗнчи тутӑр вӗҫӗсемпе куҫҫульне шӑлчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫак хура сӑхманпа хура тутӑр унӑн шурса кайнӑ сӑн-питне пушшех шурӑрах кӑтартаҫҫӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.