Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӳрӗккӗн ҫӳрерӗҫ, инҫетелле, Петербург ҫинелле пӑхрӗҫ, вӑрман хӗррине ҫитрӗҫ те каялла балкон ҫине таврӑнчӗҫ.Ходили вяло, смотрели вдаль, на Петербург, дошли до леса и воротились на балкон.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чылай ҫӗрле ҫеҫ вӗсем киле таврӑнчӗҫ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, киленсе, урисене ерипен тӑсрӗ те, унӑн панталон вӗҫӗсем кӑштах таврӑнчӗҫ, анчах вӑл ҫак пӗчӗк йӗркесӗрлӗхе асӑрхамарӗ те.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Алешӑпа ашшӗ пасара кайрӗҫ, ӑна-кӑна туяннӑ хыҫҫӑн каялла пристане таврӑнчӗҫ.Алеша с отцом прошлись по базару, купили кое-что на дорогу и вернулись на пристань.
Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кабинӑри икӗ пилот салона тухса пӑхрӗҫ, унта никам та ҫуккине кура хӑйсен вырӑнне таврӑнчӗҫ.Из кабины выглянули два пилота, увидели, что никого нет, и вернулись на свои места.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӗсем ҫӗмрӗк машина патне таврӑнчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Апат сӗтелӗ хушшинче лӑпланса ҫитнӗ туссем Федор пӳлӗмне таврӑнчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Эпӗ ҫав икӗ салтака разведкӑна ятӑм, вӗсем таврӑнчӗҫ те, тӗрлӗ ҫӗрте хӗрӗх машинӑна ҫитет, тесе пӗлтерчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара вӗсем таврӑнчӗҫ, икӗ аяккинчен те манпа юнашар тӑрса вӗҫрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аттепе анне те эвакуацирен сывах таврӑнчӗҫ.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Уйрӑм звеносем саккӑрмӗш вӗҫеврен хӗвел аннӑ вӑхӑтра тин таврӑнчӗҫ.Отдельные звенья только с закатом возвращались с восьмого вылета.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пурте таврӑнчӗҫ!
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем вӑхӑт мӗнле иртнине те сисмерӗҫ, ҫавӑнпа та яла каҫ пулсан тин, юлашки грузовик ҫине ларса таврӑнчӗҫ те, каҫхи апатсӑр тӑрса юлчӗҫ.Они так увлеклись, что приехали в деревеньку с последним грузовиком уже затемно и прозевали ужин.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем апат ҫиме таврӑнчӗҫ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
…Анатолий Арсентьевичпа Каролина Уткинсем каҫ енне хуларан таврӑнчӗҫ.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Сехрисем чылай хӑпнӑ ачасем хӑйсен лагерьне таврӑнчӗҫ, унта вара вӗсем хӑйсем ҫапах та телейлӗ пулнине курчӗҫ: вӗсен смоковницине ҫӗрле аслати ҫапнӑ (вӗсем ялан мӑн смоковница айӗнче ҫӗр каҫнӑ), ҫавӑн айӗнчех юлнӑ пулсан, вӗсем пӗтнӗ пулӗччӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ачасем савӑнӑҫлӑн хӑйсен лагерьне таврӑнчӗҫ те шутсӑр хаваслансах хӑйсен ӗлӗкхи вӑййисене выляма тытӑнчӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пиратсем лагере таврӑнчӗҫ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ачасем кашни сехетре тенӗ пекех шыва кӗчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсем лагере каҫ пуласпа тин таврӑнчӗҫ.Через каждый час они купались, и день перевалил уже за половину, когда они вернулись в лагерь.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем, тӗлӗнмелле ҫӑмӑлланса, телейлӗскерсем тата хырӑмӗсем питех выҫнӑскерсем, лагере таврӑнчӗҫ.Они вернулись в лагерь чудесно освежившиеся, веселые и голодные, как волки.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.