Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

снаряд сăмах пирĕн базăра пур.
снаряд (тĕпĕ: снаряд) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чуна тӑвӑнтарса, ҫав тери вичкӗннӗн ӳлесе ҫитнӗ снаряд сасси ӑна ҫиҫӗм пек хӑвӑрт татӑлнӑн туйӑнчӗ; ҫав кӗске самант хушшинче вара тӳпенелле питӗ сасартӑк хура пӗлӗт катрамӗ ывтӑнса хӑпарчӗ, урӑм-сурӑм хӑватлӑ вӑй пырса ҫапнипе ҫӗр чӗтренсе илчӗ, лашан малти урисем таҫта тӗпсӗр авӑра анса кайнӑ пек пулчӗҫ…

Ему показалось, что гнетущий, достигший предельного напряжения скрежет на какую-то сотую долю секунды оборвался, и вот в эту-то сотую секунды перед глазами его дыбом встало взметнувшееся черное облако, от сокрушающего удара задрожала земля, передние ноги коня как будто провалились куда-то…

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Снаряд, вичкӗннӗн ухлатса, сывлӑша чӗтретрӗ.

Железный скрежет снаряда потряс воздух.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирӗн вӑл, к… артиллерийӗн, пилӗк снаряд кӑна, вӗсенне те стаканӗсене юманран вартаса тунӑ.

Это наша с… артиллерия имеет пять снарядов, да и у энтих стаканы из дуба тесаные.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сакӑр оруди валли пурӗ те пилӗк снаряд кӑна юлнӑ.

На восемь орудий имелось всего-навсего пять снарядов.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн пир туртнӑ ҫуначӗсене нумай ҫӗрте пульӑсемпе снаряд ванчӑкӗсем шӑтара-шӑтара пӗтернӗ.

Обтянутые полотном крылья его были во многих местах продырявлены пулями и осколками снарядов.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна-кӑна пайтах астивсе курнӑ сотня хвершӑлӗ пуля е снаряд ванчӑкӗ шӑтарса кӗнӗ вырӑна ҫуса тасатӗ, кула-кула, пӗчӗк ачана йӑпатнӑ пек: «Мяукӑн та пи-пи пултӑр, чакакӑн та ап-ап пултӑр, Ванюкӑн ҫеҫ сывалтӑр», — тесе йӑпатӗ.

Будет бывалый сотенный фельдшер промывать пулевой или осколочный надрез и, посмеиваясь, утешать, как дитятю: «У кошки боли, у сороки боли, а у Ванюшки заживи».

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юлашкинчен персе янӑ снаряд ҫырма юппинчен чылай инҫетре шартлатса ҫурӑлчӗ.

Последний бризантный снаряд разорвался далеко на отшибе.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Граната ӳкнӗ вӑхӑтра урапа пуҫелӗкӗ ҫумӗнче утса пынӑ хӗрлӗармееца снаряд лаши-мӗнӗпе тата тепӗр карлӑкӗпе пӗрле ҫӳлелле ывтӑнтарса ячӗ, пӑр ҫине ҫавӑрса ҫапрӗ.

Конного красноармейца, бывшего в момент падения гранаты около передка, вместе с лошадью и перилами моста вынесло и ударило о лед.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каярахпа кайса пӑхрӗҫ те, ултӑ лашаран пӗри ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ иккен, анчах ун вырӑнне снаряд ванчӑкӗ ҫав лаша ҫине утланнӑ ездовойӑн пуҫне хӗҫпе касса татнӑ пекех татса кайнӑ.

Как выяснилось впоследствии, уцелела только одна, зато ездовому, сидевшему на ней, начисто срезало осколком голову.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Снаряд тупӑ урапине кӳлнӗ утсене тӗрлӗ еннелле ывтӑнтарса ячӗ.

Снаряд разметал упряжку лошадей, из шестерых.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗрӗслемелле персе янӑ снаряд чуна ҫӳҫентермелле ҫивӗччӗн сӳлетсе ҫывхарчӗ, ҫак вичкӗн сасӑ вӑйланса-вӑйланса пырса, хӑйӗн юлашки чиккине ҫитнӗ пек туйӑннӑ тӗле вара пӗр ҫӑханӗ, кӑшт ҫӳлтентерех вӗҫекенни, сасартӑк ҫавраҫил ярса илнӗ турпас пек хӑвӑрт-хӑвӑрт пӗтӗрӗнме пуҫларӗ те, ҫунаттисене чалӑшшӑн сарса пӑрахса, сывлӑшра ҫаплах тытӑнса тӑрасшӑн майӗпен ҫавӑрӑнкаласа, тӗм-хура пысӑк ҫулҫӑ ӳкнӗ пек, ҫӗрелле вӗлтӗртетсе ӳкме тытӑнчӗ.

Пристрельный снаряд с тугим нарастающим скрежетом стал приближаться, и когда вой его, казалось, достиг предельного напряжения, один из воронов, летевший выше, вдруг бешено завертелся, как стружка, схваченная вихрем, и, косо простирая крылья, спирально кружась, еще пытаясь удержаться, стал падать огромным черным листом.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑмсем вара мӗнпур кирлӗ-кирлӗ мар япаласене хутор совечӗсене леҫсе пачӗҫ, ҫапӑҫу пулса иртнӗ хуторсенчи ачасем стенасем ӑшӗнчен йӗтресем чаваласа кӑларчӗҫ, снаряд ванчӑкӗсене шыраса, тӑпра ӑшӗнче чакаланчӗҫ.

И бабы несли в хуторские советы все годное и негодное, ребятишки хуторов, где шли бои, выковыривали из стен картечь, рылись в земле в поисках осколков.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапах та Григорий ун ҫулне пӳлме казаксен виҫӗ сотнине кӑларса ячӗ, унтан ыттисемпе хыҫалтан хӳтерсе кайрӗ те, хӗрлӗармеецсем Чукарин хуторӗнчех лавсемпе снаряд ещӗкӗсене пӑрахса тарма пуҫларӗҫ.

Но Григорий кинул в обход три сотни казаков и так нажал с остальными, что уже по Чукарину стали бросать красноармейцы подводы, зарядные ящики.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӗпе аркӑсемпе хуторалла тапса сикмеллеччӗ! — хавасланса калаҫрӗ хулсӑр Алешка Шамиль; хӗрлисем хӗрарӑмсем ҫине пӗр снаряд та персе ямӗҫ тесе, вӑл чӑнласах та кӑштах кулянчӗ пулас.

С мокрыми подолами бегли бы в хутор! — с удовольствием говорил безрукий Алешка, видимо, всерьез сожалея, что по бабам не кинут красные ни одного снаряда.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хӗрарӑмсен ҫарӗ ҫине пӗр снаряд кӑларса ямаллаччӗ те — пулатчӗ пурнӑҫ!

Кинули б один снаряд в бабье войско, вот поднялося бы там!

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Снаряд кирлӗ тӗле ҫитсе ӳкеймерӗ, казаксенчен пӗр ҫур ҫухрӑм пек малта ҫурӑлчӗ.

Снаряд не добрал расстояния, разорвался в полуверсте от казачьей цепи.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав хӑватлӑ ҫӑра сасӑ, тупӑ кӗпҫинчен йӑтӑнса тухса снаряд хаяррӑн шартлатса ҫурӑлнӑ сасӑпа пӗрлешсе кайрӗ те, ҫеҫенхирте майӗпен ирӗлсе ҫухалчӗ.

Густой полновесный звук вырвался из жерла комком и долго таял над степью, как белая пенка дыма, сомкнувшись с отчетливым и укороченно-резким треском разрыва.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Моховӑн апат-ҫимӗҫ склачӗ йышӑннӑ магазинӗ патӗнче снаряд ещӗкӗсене урӑх лавсем ҫине куҫарчӗҫ, ҫул ҫине тапранчӗҫ.

Около моховского магазина, занятого под продовольственный склад, перегрузили ящики со снарядами, тронулись.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Утсем кӳлӗр, Боковскине снаряд леҫме каятӑр!

— Запрягайте, в Боковскую снаряды везть!

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аникушка, Христоня, Томилин Иван, Мелеховсем тата тепӗр вунӑ-вуникӗ хӗрарӑм пулӗ, батареецсем пулӑшнипе, тупӑсемпе снаряд ещӗкӗсене ҫыран хӗррине туртса тухрӗҫ, утсене тӑвалла хӑпарма пулӑшрӗҫ.

Аникушка, Христоня, Томилин Иван, Мелеховы и с десяток баб при помощи батарейцев выкатили орудия и зарядные ящики, пособили лошадям взять подъем.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех