Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшӑтать (тĕпĕ: ӑшӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла ӗнтӗ хӗвел экваторта пит хытӑ ӑшӑтать.

Значит, солнце у экватора греет очень сильно.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӗвел пӗлӗт ҫинче мӗн чухлӗ ҫӳлте, ҫавӑн чухлӗ ҫӗре хытӑрах ӑшӑтать.

Чем выше стоит солнце на небе, тем сильнее оно нагревает землю.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ку енӗпе аслисемпе пӗрлех ҫамрӑксем те ӗҫлени чуна ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Вӑл халь кайӑк сассипе юрлать, ҫулҫӑ ташшипе ташлать, хӗвел ӑшшипе чуна ӑшӑтать, вӗри кӑкӑрӗпе питрен сывлать…

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл ҫын, вӑйлӑскер, хӑйӗн вӑйӗпе анчах мухтанмасӑр, ӑна никама кӑтартасшӑн та ӑнтӑлмасӑр, мӗнпур чӗрчуна управлӑн хӑйӗн вӗри чунӗпе ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тракторист ҫимӗсленсе ҫитме те ӗлкӗреймен калча ҫине пӑхса тӑрать, калчи, сӑпкара ҫывӑракан ача тейӗн, пӗр сассӑр сывлать, сывлӑшӗ тракторист питне ӑшӑтать

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

«Эпир саккунлӑ мӑшӑрсем-ҫке, пӗрле пулмалла пирӗн, хӑҫан та пулсан пӗрех таврӑнать вӑл», — тесе шухӑшлать вӑл хӑйӗн ҫамрӑк айванлӑхӗпе, ҫапла шухӑшласа, ҫунакан ӑшне лӑплантарать, чӗрине шанчӑкпа ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫанталӑк ӑшӑтать тесе Мускаври радио ӗнерех пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ун картинисенчен куҫа илейместӗн, чуна вара лӑпкӑлӑхпа ҫепӗҫлӗх ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Янкӑр таса тӳпене хӑпарса ҫитнӗ хӗвел, пӗтӗм чӗрчуна, ӳсен-тӑрана хӗл ыйхинчен вӑратса, савса-лӑпкаса ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унӑн хӑвачӗ те пысӑк, хӑй те ДТ-ран пысӑкрах, чуна ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

Вӑхӑтра ҫумӑр ҫӑвать, хӗвелӗ те вӑхӑтра ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑ вӗсен чунӗсене те ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

— Шигалей ӑшӑтать унта.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗвел ҫӳлелле хӑпарнӑ, ыррӑн ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫурхи кунӑн илемӗ ҫавӑнта-ҫке вӑл: хӗвел ӑшӑтать те юр ирӗлсе ҫӗре шӑварса хӑварать.

Парень радуется весеннему дню: щедрое солнце растапливает остатки снега, вода увлажняет готовящуюся к севу землю.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вера Николаевна яланах ӑшшӑн кӗтсе илет, ырӑ сӑмахпа чуна ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

Педагогӑн ҫепӗҫ калаҫӑвӗ чуна ӑшӑтать, ырӑ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетекен «чӗрӗ урок» кӑмӑла кайни куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Ухтиван пуҫне ҫӗклемелле пулсан хӗрарӑм тутине унӑн пуҫӗ ҫумнех ҫывӑха-ҫывӑха илсе пырать, сывлӑшӗпе унӑн суранне ӑшӑтать.

Ухтиван хотя и не поднимал голову, чувствовал тепло ее дыхания, потому что губы ее едва не касались головы.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвел тухать, улӑхать Ҫӳллӗ тусем тӑррине, Хӑй ҫутипе ӑшӑтать Таҫти-таҫти ҫӗрсене.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех