Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнтӑлнӑ (тĕпĕ: ӑнтӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи хаклӑ ӗмӗт ун чухне ҫийӗнчех чӑнлӑх пулса тӑрӗ, вӑл вӗсем ҫине пӑхӗ, вӗсене аллисенчен тытӗ, вӗсен ачаш куллипе юррисене итлӗ, ҫакӑ вара тӗнчере пӗртен-пӗр хӗрарӑм — Шурочка патне чӑтмалла мар ҫунса ӑнтӑлнӑ хӗрӳ тапхӑрта ӑнланма ҫукла, анчах питӗ савӑк йӑпану пулӗ!

И сокровенная мечта сразу станет явью, и он будет смотреть на них, брать их за руки, слушать их нежный смех и пение, и это будет непонятным, но радостным утешением в той страстной жажде, с которой он стремится к одной женщине в мире, к ней, к Шурочке!

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫаврӑннӑ май кӑшт тайӑлса, хӗвелтухӑҫнелле ӑнтӑлнӑ чух аялтан та, умӗнчен те ӑна хӗвел пайӑркисем ҫутатса илеҫҫӗ, Давыдова вара ӑмӑрт кайӑк ҫуначӗсен айӗнчен, пӗр ҫуталса, пӗр сӳнсе, шурӑ хӗлхем тӑкӑннӑн туйӑнать.

Когда он, слегка кренясь на разворотах, устремлялся на восток, солнечные лучи светили ему снизу и навстречу, и тогда Давыдову казалось, что по белесому подбою орлиных крыльев мечутся белые искры, то мгновенно вспыхивая, то угасая.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапах та пуҫа усман, шав малалла ӑнтӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ун чухне эпир пурте яла таврӑнса тӑван тӑрӑхра тӗпленме ӑнтӑлнӑ вӗт.

Тогда мы мечтали возвратится в деревню и основаться на родных просторах.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

31. Ҫак пуҫ, ытти икӗ пуҫпа пӗрлешсе кайнӑскер, патша пулма ӑнтӑлнӑ икӗ пӗчӗк ҫуната ҫисе ячӗ.

31. И эта голова, обратившись с теми, которые были соединены с нею, пожрала два подкрыльных пера, которые покушались царствовать.

3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Маккавейпа пӗрле пулнисем, кӗлтуса, Турра хӑйсене вӑрҫӑра пулӑшса пыма ыйтса, идумейсен тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсем ҫинелле ӑнтӑлнӑ.

16. Бывшие же с Маккавеем, совершая моление и прося Бога быть помощником им в войне, устремились на укрепления Идумеев.

2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑшӗ-пӗри вара юпа тӑррине хӑпарса ҫитме ӑнтӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех