Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнтӑлма (тĕпĕ: ӑнтӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кe шӑпах та, пурсӑмӑра та пушшех те хавхалантарса пырать, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма витӗм кӳрет», - тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, сӑмах май каласан, «Газпромшӑн» та питӗ те усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Хаҫат-журнал малалла ӑнтӑлма хавхалантарнине, тавракурӑма пуянлатнине манмалла маррине, ҫавна май вӗсене ҫырӑнса илме чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Вӗсем вӗренекенсене — пӗлӳ илме ӑнтӑлма, лайӑх паллӑсемпе вӗренме, ҫитӗнӳсем тума, вӗрентекенсене — тарӑн пӗлӳ пама, ӑсталӑха ӳстерсе пыма сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрав урока йыхравлать // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%88a%d0% ... %82%d1%8c/

Пур ҫӗрте те пуҫарулӑха, ӑнтӑлма пӗлнине кӑтартмалла.

Во всех сферах жизни важно проявить инициативу и напор.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хамӑра-хамӑр яланах критиклеме пӗлни – пысӑк ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма май парать, ҫитменлӗхсене тупса палӑртма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/01/13/chav ... forumne-hu

Тепӗр тесен, тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшса, пысӑк ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма пӗлнӗ ҫыннӑн, пуласлӑхӗ каламасӑрах паллӑ, пысӑк», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/01/13/chav ... forumne-hu

Вӗсене пӗлӳ паратӑр, пурнӑҫа хаклама, ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулмашкӑн ӑнтӑлма вӗрентетӗр.

Ежедневно вы помогаете своим ученикам познавать мир, закладываете в них знания, жизненные ценности, воспитываете стремление быть достойными гражданами страны.

Олег Николаев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/05/glav ... et-s-dnyom

Шӑпах та, ҫитӗнӳсемпе палӑрни – пурсӑмӑра та малалла ӑнтӑлма хавхалантараҫҫӗ», – тесе каланӑ Олег Николаев.

Именно достижения всех нас и вдохновляют на дальнейшее стремление идти вперед», — заявил Олег Николаев.

«Эпир республикӑри потребительсен кооперацийӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанатпӑр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николав // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/08/26/epir- ... e-muhtanat

Вӗсен спортри хастарлӑхӗ, пысӑк ӑсталӑхӗ, ҫитӗнӗвӗсемпе илемлӗ ҫӗнтерӗвӗсем пире те рекордсемпе ӑнӑҫусем патне ӑнтӑлма хавхалантараҫҫӗ.

Их спортивный азарт, высокое мастерство, яркие выступления и красивые победы вдохновляют нас на личные рекорды и достижения.

Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/14/glav ... et-s-dnyom

Ҫӗр ҫине таврӑнас шанчӑк — пурнӑҫа кӗмелле марскер — Лосьпа Гусева пурнӑҫ патнелле ӑнтӑлма хистесе вӑратрӗ.

Почти неосуществимая надежда возврата на землю пробудила к жизни Лося и Гусева.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пире шыравпа хавха йӳтӗмӗ ӗмӗрӗпех, ӗмӗрӗпех таҫталла ӑнтӑлма хистет.

Вечно, вечно нас толкает дух искания и тревоги.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫакӑ пире малалла ҫирӗппӗн утма тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма хавхалантарать.

Это качество позволяет нам уверенно идти вперед и достигать новых высот.

Олег Николаев Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/06/12/glava- ... aet-s-dnem

Актуш ҫӑнӑх шывне те ҫисе пӗтермерӗ, тулалла ӑнтӑлма пуҫларӗ.

Актуш даже болтушку не доел, начал рваться на волю.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Пуҫламӑш утӑмсем тӑвакан ҫамрӑк преподавательсене хӑйсен вӑйне шанма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма сунатӑп.

Молодым, начинающим преподавателям хочу пожелать одно – верьте в свои силы и всегда стремитесь к новым победам: личным и общим.

Вӗрентекен кунӗ ячӗпе Олег Николаев саламлани // Олег Николаев. http://gov.cap.ru/Info.aspx?type=main&id ... gov_id=825

Вӗсене ӗҫченлӗхӗпе чӑтӑмлӑхӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе тулӑх пурнӑҫ енне ӑнтӑлма хавхалантарнӑ, ҫавӑнпа та ял паянхи кунчченех упранса юлнӑ.

Сельский житель очень трудолюбивый и смекалистый, поэтому село каждый раз выживало.

Пиллӗкмӗш чӗрӗк // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 3,5,7 с.

Хуторта тата хуҫалӑхра мӗн пулни-иртни маларах Григорие питех йӳпсӗнтерместчӗ, халӗ ак кӗтмен ҫӗртен вӑл пурне те пӗлесшӗн ӑнтӑлма, пуринпе те интересленме тытӑнчӗ.

Неожиданно в характере Григория проявились ранее несвойственные ему любопытство и интерес ко всему происходившему в хуторе и в хозяйстве.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗрлӗхӗмӗр пире малашне те наукӑра, культурӑра, экономикӑра, спортра ӑнӑҫу тума пулӑшса пытӑр, ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем патне ӑнтӑлма хавхалантартӑр!

Пусть наше единство и дальше помогает нам умножать достижения в науке, культуре, экономике, спорте, вдохновляет на новые победы!

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne

Надежда Львовна пурнӑҫа ӳпкелемест, мӗншӗн тесен юратнӑ ӗҫ хавхалану хушать, малалла ӑнтӑлма хистет.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех