Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫынлӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир вӑл салтака ҫӗр ҫынлӑ строй витӗр хӗрӗх хут уттарса кӑлармалла тунӑччӗ».

— Мы приказали того солдата сорок раз прогнать сквозь строй?

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халӗ сирӗн пата ӗлӗкхи пек кунти ҫарпа кӑна пымастпӑр: хамӑр тупӑсемсӗр пуҫне ман ҫарта телейлӗ ханӑн — Турци султанӗн ҫӗр пин ҫынлӑ утлӑ ҫарӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сӗве таврашӗнче тутарсем чӑнах та вырӑссен пилӗк ҫӗр ҫынлӑ отрядне пӗтерсе тӑкнӑ, — ӑнлантарчӗ сотник.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусан ҫывӑхӗнче ҫӗр пин ҫынлӑ ҫар тӑрать, апла пулсан та Сафа-Гирейпе ун княҫӗсем хӑраса ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑссен йывӑр та нумай ҫынлӑ киммисем ҫине ик енчен те ҫӑмӑл кимӗсем тапӑнчӗҫ те, йӗри-тавра, шыв ҫийӗн чӗкеҫсем вӗҫнӗ пек, ухӑ-ҫӗмрен вӑшлатса иртме пуҫ-ларӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сакӑр вунӑ пин ҫынлӑ ясырь — ку вӑл Крымпа унӑн Атӑл ҫинчи юрчӗшӗн чӑн-чӑн пуянлӑх.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ту енчи ҫӗр-шыва хан эшкерӗ вунӑ-вун пилӗк ҫынлӑ ушкӑнпа кӑна хӑпарать, апла пулин те пиншер ҫын сехӗрленсе тӑрать вӑл килӗрен киле ҫӳренӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫҫӗр ҫынлӑ йышпа пырса кӗретӗп те вырӑссемпе касимовецсене вӗлерсе тӑкатӑп, Шигалее хӑваласа ярса хан пулатӑп, Мускава юнама пуҫлатӑп терӗн апла?

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малалла та ҫаплах пулсан — миллион ҫынлӑ чӑваш халӑхӗ ӗмӗрлӗхех тӗттӗмре юлӗ, вырӑс культурин тулашӗнче тӑрса юлӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыран, аллӑ ҫынлӑ отряд туса, Тӗрлемес станцийӗ патне яратпӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Иккӗн анчах мар, хӗрӗх ҫынлӑ пӗтӗм отряд шыва кӗрсе кайрӗ.

Не то что двое, а весь отряд человек в сорок купаться полез.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сахал ҫынлӑ ҫӗрти хӑна ҫурчӗсен вӑрттӑнлӑхӗ, вӗсем тӗрлӗ ӗҫ-тӑрӑмпа курнӑҫусен сӑпса йӑви евӗр пулма пултарни, вӗсенче ӗҫлекен ҫынсен хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшӗ пирки Стомадор ӗҫлӗхлӗн тӗшмӗртет-ха, анчах кунашкал кӑсӑклӑха унӑн халех, янкӑр уҫҫӑн туяс-курас килет, — хаклӑ теттесем евӗр темелле-ши…

Стомадор дельно догадывался об особой роли в жизни людей таких осиных гнезд всяческих положений и встреч, каковы гостиницы малолюдных мест, но желал он всего такого поспешно и ярко, как драгоценных игрушек.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Лазаретра пӗр ҫынлӑ камерӑсем вун пӗр; дежурствӑри надзиратель алӑка сасӑсӑр уҫса кӗрсе тӑчӗ, арестанта хул пуҫҫинчен авӑккӑн силлерӗ.

Надзиратель, дежурящий внутри лазарета при одиннадцати одиночных камерах, беззвучно открыл дверь и, войдя, резко тряхнул арестованного за плечо.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тӑватӑ ҫынлӑ экспедици вӑрманти ансӑр, тарӑн, хӑвӑрт юхакан шыв патне васкать.

Экспедиция, состоявшая из четырех человек, спешила к узкой, глубокой и быстрой лесной реке.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Палӑртнӑ тӳпемӗ вара -арестленӗскере камерӑран тухнӑ чухне кашнинчех тӑватӑ ҫынлӑ конвойпа сыхлама йышӑнни.

Венцом принятых мер было распоряжение сопровождать арестованного конвоем из четырех человек при всяком оставлении камеры.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Чи тӗппи вара — вӑл уйӑх каялла нумай ҫынлӑ пухура каланӑ паллӑ сӑмахсем.

А главное — в его знаменитых словах, сказанных на многолюдном собрании месяц назад.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

Нокӑн станци ҫуртне кӗрес килмест; ку ӑссӑрла хӑтланни пулӗччӗ — хальлӗхе вара вӑл хӑйне йӗркеллех туять, анчах, саппас ҫулсен хушшинче ҫӳрекелесе, ҫынлӑ пӗр-пӗр будка е хурал пӳрчӗ тупма ӑнтӑлчӗ, ӗҫлесе ӗшеннӗ, кӗскен каласан — ӗҫлӗ ҫынна тӗл пуласса, хӑйхискер хӑйӗн панккамасрах ӑсне тата тараватлӑхне пула таркӑна хулари ахаль ҫапкаланчӑк вырӑнне йышӑнасса, чӗре сури тумалӑх кӑшт укҫа парасса шанчӗ.

Нок не хотел идти в здание станции; на такое безумство — еще в нормальном сравнительно состоянии — он не был способен, но стремился, побродив меж запасных путей, найти будку или сторожку, с человеком, настолько заработавшимся и прозаическим, который, по недалекости и добродушию, приняв беглеца за обыкновенного городского бродягу, даст за деньги перекусить.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Лейтенант хӑйӗн умне тискерчӗксене — сахалтан та ик ҫӗр ҫынлӑ эшкере — кӑларса тӑратрӗ, шухӑшӗнче вӗсене пӑшал етрин иккӗлле зарячӗпе хӑналарӗ, пиратсен вырӑнне утрав ҫинче упӑтесем ҫеҫ — вӗсен Европӑри мӗн пур зоопарка тултарса лартма ҫителӗклӗ кӗтӗвӗ — пурӑннӑшӑн самаях ӳпкелешрӗ.

Лейтенант представил себе порядочную толпу дикарей, штук в двести, мысленно угостил их двойным зарядом картечи и пожалел, что вместо пиратов остров населен таким количеством обезьян, какого было бы вполне достаточно для всех европейских зверинцев.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫичӗ ҫынлӑ ҫемье — 7, саккӑрли — 5. Ял ҫыннисен пахча ҫӗрӗ 0,35–0,30 га пулнӑ.

Семей из семи человек было 7, из восьми — 5. У сельских жителей огородные наделы составляли 0,35–0,30 га.

Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Ку доклад тӑрӑх (ун материалӗсемпе вӑл малтанхи кунах паллашнӑ) ӑна уҫҫӑнах паллӑ ӗнтӗ: Ковалевски пит ӑстах мар «суеҫтернинчен» — ҫӗр пин ҫынлӑ арми хут ҫинче ҫеҫ шутланса тӑнӑ.

На самом деле ему давно все стало ясно из этого доклада (с материалами он ознакомился накануне): Ковалевский довольно неискусно «втирал очки», стотысячная армия существовала только на бумаге.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех