Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуркуннепе (тĕпĕ: ҫуркунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла ҫак ҫамрӑк хунавсем ҫуркуннепе чӗрӗлсе ешерме, тӑван тавралӑха илем кӳме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юратӑва ҫуркуннепе танлаштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Калӑпӑшӗпе вӑл пысӑках мар, ҫавах та ҫуркуннепе тӗрлӗрен чечексенчен, ҫулла ҫырларан, кӗркунне вара мӑйӑр-кӑмпа енӗпе пуян.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах ҫак чаплӑ ҫуркуннепе унӑн илӗртӳллӗ ҫанталӑкӗ валли Хородничану чунӗнче пушӑ вырӑн тупайман!

Но нет! В душе Хородничану не было места для этой весны, для ее соблазнов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юхса каякан шывне канав тӑрӑх тепӗр хут пымалла тусан, ҫуркуннепе кӗркунне кӑна мар, ҫӗрӗн-кунӗн, хӗлӗн-ҫӑвӗн арман кӗрлесе ларӗ, ҫӑнӑх юхса тӑрӗ, арӑмсем пулӑпа какай ҫиме пире валли ҫӑкӑр пӗҫерсех тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Ҫуркуннепе госпитальтен тухрӑм — строя юрӑхсӑр салтак.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл ҫав самантрах, ҫуркуннепе кӗркуннене пӑхмасӑр, ҫурӑм хыҫӗнчен пӗчӗк кӗреҫипе ҫӗре чӳлмек пек асӑрханса касса кӑларатчӗ те, ӗҫ хыҫҫӑн ҫав калчана Пӑрмас масарӗ тавра кайса лартма васкатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫуркуннепе акса хӑварма вӑрлӑх туянма лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсенчен ҫуркуннепе нӳрӗк, тӑван ҫӗрпе хӑйне евӗрлӗ тутлӑ шӑршӑ кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Ҫуркуннепе ҫулла мӗн курӑпӑр?

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Вӗсен йышӗнче - ҫуркуннепе ҫулла сӗтӗн сутлӑх хакӗ чакни.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

«Сӗт туса илекен пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсен ӗҫченӗсем кашни ҫулах ҫуркуннепе ҫуллахи тапхӑрта йӗркеленекен туяну хакӗсем йӳнӗрен кӑмӑлсӑр пулнине тӗрӗсех палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Эдуард хӗлле фермӑра хурал тӑрать, ҫуркуннепе кӗркунне хирте, ака-сухара вӑй хурать.

Зимой Эдуард работает на ферме сторожем, весной и осенью трудился в поле, на пахоте.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Ҫуркуннепе яла таврӑнсан пӑхать те ача — Иван Васильевичпа Лиза пӗрлешнӗ!

А когда по весне вернулся в Урхас-Кошки, Золотницкий уже был женат на Лизе.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫуркуннепе пӑсӑлчӗ.

Весной она занемогла.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫуркуннепе ҫулла Шупашкар ҫыннисем хӑйсен вӑхӑтне пуринчен ытла Атӑл хӗрринче ирттерме юратаҫҫӗ.

Весной и летом в погожие дни горожане любят приходить на берег Волги.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьев ҫуркуннепе хамӑр патра та ҫапӑҫу пуласса кӗтет.

Григорьев по весне ждет и в нашем краю войны.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫуркуннепе кӗркунне Муркаш шывӗ чӑнкӑ ҫырансем хушшипе туллин кӗрлесе юхать, шӑрӑх ҫу кунӗсенче ун урлӑ хӑш-пӗр тӗлтен ҫара уран та каҫса ҫӳреме пулать.

Весной Моргаушка бывает полноводной, а в засушливые годы ее кое-где даже можно перейти вброд.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Хӗлле ҫулсем айлӑм пулчӗҫ, ҫуркуннепе ҫул ҫинчи юр пуринчен малтан кайса пӗтрӗ, кӑҫал тырӑ пулмасси ун чухнех сисӗнчӗ…»

— Зимой дороги-то низкие были, вот с них снег сразу и сошел, знамо — быть неурожаю…

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫуркуннепе вара лашипе ӗни те, карти-хуралти те Мулкач Терушӗн пӗр пек пулать: айккисем витӗр ҫил вӗрет.

К весне обе животины становятся под стать надворным постройкам Зайца - так и кажется, что меж ребер у них гуляет ветер.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех