Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинҫе сăмах пирĕн базăра пур.
ҫинҫе (тĕпĕ: ҫинҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялан тенӗ пекех, малтан тӗрре хура ҫиппе йӗрлесе тухнӑ, унтан хӗрлӗ тӗслӗ ҫинҫе пурҫӑн ҫиппе вӗттӗн хантӑсланӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫинҫе вӑхӑтне кӗрсен ял шӑпланнӑ ⎼ пӗтӗленнӗ ҫӗре чавса хускатма, ҫуйхашса кансӗрлеме юраман.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

— Пуҫра — хӗрлӗ хӑюпа илемлетнӗ сӑрӑ папаха, ҫире — салтак шинелӗ, алӑра — йӑлтӑртатса тӑракан ҫинҫе те авӑнчӑк хӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Апатне те хӑвах пӗҫеретӗн-им? — ҫинҫе сассипе тӗпчеме пуҫларӗ калаҫма юратакан Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Самаях выҫӑхнӑ Ҫӗпритун Кулюкка ҫине пӑтранчӑк куҫӗпе пӑхса илчӗ те ҫинҫе мӑйлӑ чӳлмекри сӗте пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫинҫе те хура куҫ харшийӗсем, юри сӑрласан та, ҫавӑн чухлӗ илӗртӳллӗ пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унпа пӗрле Сӑпанин ҫинҫе сасси хутшӑнса хир тӑрӑх янӑраса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вара, Ваҫлие Хусанти полици участокне илсе кайнӑ ир, Атӑлкассине ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ, хӑва хулли пек ҫинҫе те сакайӗнче шӑтса ӳснӗ ҫӗрулми калчи пек шуранка сӑн-питлӗ Жемени ҫамрӑк барон персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ют ҫын кил хушшинче ҫӗр каҫнӑ путексене халь кӑларса янӑ та, вӗсем ҫинҫе сассипе урама янратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан тӗплӗнех ӑнланаймарӗ пулсан та, пӑрахут ҫине темӗнле япала йӑтса кӗрекене ҫирӗм пилӗк тенкӗ лекессе тавҫӑрчӗ, хӑйӗнчен куласран хӑрамасӑрах хура мӑйӑхли патне ҫывхарчӗ, унта вӑрӑм та ҫинҫе ещӗк выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Изосимыч — хӑвӑрт-хӑвӑрт, сӑмаха ҫӑтса калаҫакан ҫинҫе саслӑ вӑр-вар йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

«Волга» тормоз колодкисене ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрттарса йывӑррӑн чарӑнчӗ те, малтан панӑ укҫа ҫитнине пӗлтерсе, тата малалла та кӗтмелле-и тесе ыйтса таксист мана тинех ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Лариса яштака, тӳрӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫинҫе пилӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫинҫе те яштака вӑл, хӗвелҫаврӑнӑш чечекӗ тӗслӗ вӑрӑм ҫӳҫне ҫурӑм тӑрӑх ярать, йӑл-йӑл ҫутӑ симӗс куҫӗ, уйӑхлӑ каҫри ҫӑлтӑрла, ялан ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑтӑрта та вунӑ ҫул каяллахи пекех вӑл: ҫинҫе те черчен, ҫырӑ вӑрӑм ҫӳҫне ҫивӗтлесе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫак вӑхӑтра пӳлӗме ҫӳлех мар, ҫинҫе шӑм-шаклӑ, вунтӑххӑрсенчен иртнӗ хӗр кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Рабочисен сывлӑхӗшӗн хыпса ҫунаканни эсир-и-ха вӑл? — ыйтрӗ Римма ҫинҫе сак ҫине меллӗрех вырнаҫнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫинҫе мӑй!

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Раман хурҫӑ пралукран явнӑ ҫинҫе троса карт! туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сарлака туталлӑ, сайра шӑллӑ, куктӗрриллӗ, арҫынларах сӑнлӑ Улька тӑсланкӑ Ҫтаппан ҫумӗнче ҫинҫе урисемпе танкӑлтатса пырать ав.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех