Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинченех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ кунсенче Юнтапа тӑрӑхне тухсан кунти вулавӑшра виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗҫлекен Зоя Константиновӑпа ҫакӑн ҫинченех сӑмах пуҫартӑмӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Леш тракторист Вавил ҫинченех ҫырать-ши Верук, урӑх Вавил ҫинчен мар-ши?

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Каҫара-ать, — тӑстарчӗ вӑл кулкаласа, ахӑртнех, бригада ҫыннисене хӑй епле хӑпартлантарса яма пултарни ҫинченех киленӳллӗн шухӑшласа.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анюк пичӗ ҫинчи ҫӳҫ пайӑркине тутӑр айне тӗртсе кӗртрӗ, унтан тутӑрне салтса ҫамка ҫинченех ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Чунпа ҫамрӑк ҫын ватлӑха парӑнма пӗлмест», текен каларӑша ҫак маттур хӗрарӑм ҫинченех каланӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Эпӗ кашни юрату ҫинченех ҫырма май пурри ҫинчен каларӑм, ҫав юратӑвӑн чи паллӑ енӗсене кӑтартса пама ҫеҫ йывӑртарах пуль, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Малалла кайӑпӑр, — вӑл каллех ура ҫинченех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Столовӑй крыльци умӗнче ҫи-пуҫне шап-шурӑ пасран хӑмӑр сӑран алсишпе шаккаса тасатнӑ чух та ҫавӑн ҫинченех шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Игнат Васильевич, эсир ҫӳрерӗр-и? — ыйтатӑп балкон ҫинченех.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Кӗрсе пӑхрӑм — утиялпа пуҫӗ ҫинченех витӗннӗ те ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Пӗлетпӗр-ха, атте, ӑш-пиллӗ, уҫӑмлӑ, ҫынна яланах тарават, сӑмах-юмах та шӳт маҫтӑрӗ, темле кӳренсен е тарӑхсан та пули-пулми луш ҫинченех хӑйӗн шалти вӗчӗхӗвне, ҫиллине чӑшт-чаштах пӗрхӗнтерсе ямасть, анчах та…

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кашни рабочи ҫинченех ытларах пӗлме тӑрӑшать мастер, вӗсемпе калаҫать, кулать.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Муниципаллӑ округӑн инвестици совечӗн председателӗн А.П.Капитоновӑн сӑмахӗсем те аталану стратегине хатӗрленӗ чухне вырӑнти ресурссемпе анлӑрах усӑ курмалли ҫинченех пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Вӗренекенсене кӗрешӗве хатӗрлесси ҫинченех калатӑрччӗ хуть.

Поговорил бы с ним о подготовке учащихся к борьбе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ман ҫинченех каланӑ пек»…

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сӑмах политика ҫинченех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах Макар тек нимӗн те шарламарӗ, утиялпа пуҫ ҫинченех витӗнсе, юри харлаттарса ҫывӑранҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Оля ҫак ҫамрӑксем ҫинчен кашнин ҫинченех аса илсе каласа парать: «Ох, пӗлесчӗ эсӗ, еплерех алла чӑмӑртатчӗ ҫак Валерий», «Павел ҫав тери хитреччӗ, куҫӗсем ҫунса тӑратчӗҫ…»

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Кашнин ҫинченех Оля кӑшт куларах, тунсӑхласарах каласа парать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Эп сана хам сӑмаха каҫхинех каланӑ, — терӗ Зина, утиялне пуҫ ҫинченех пӗркенсе.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех