Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимелли (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Унта ним те ҫимелли ҫукчӗ, кунта ав ҫӑкӑр ҫине пӑхса выҫӑ вилетӗп, — хурланчӗ вӑл, сарӑхса кайнӑскер, аран хӑрӑлтатса тухакан сассипе.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн те пулин тытса ҫимелли шыраса ҫӳлте ӑмӑрт-кайӑк ярӑнса сӳрет.

Над степью парит, высматривая добычу, степной орел.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫимелли продуктӑсене мӗн май килнӗ таран пурне те вырӑнтах тумалла.

Необходимо все, что возможно, из продуктов питания производить на месте.

Тайгари ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мӗн те пулин ҫимелли тупма пулмасть-ши тесе, пӳрт патне темиҫе хут та шур упасем пынӑ.

Медведи не раз подходили в надежде чем-нибудь поживиться.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӗре хуран хуппинчен тунӑ ашӑксене сараҫҫӗ те тирсемпе витеҫҫӗ, выртмалли вырӑн та, ҫимелли сӗтел те ҫавӑ пулать.

На земле расстелют берестяные цыновки и покроют их шкурами — тут и постель и стол.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тата апат ҫимелли чашка.

Еще обедать есть чашка.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Володя ҫимелли мӗн те пулин тупса илме чупса кайсан, Оля унтах ларса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унта канлӗх ҫинчен, апат вӑйлӑрах ҫимелли ҫинчен калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫимелли мӗн те пулин илсе килтӗн-и эс?

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗл кунӗсенче пӳртсем сивӗ, тум-тир япӑх, ҫимелли енчен те хӗсӗк пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Тепӗр чухне ҫав йытӑ Анатолий Семенович пахчине те пыркаласа кӗретчӗ, хурлӑхан тӗмӗ айӗнчи карҫинккана тӳнтерсе яратчӗ те, унти ҫӳп-ҫапа чаштӑртаттарса, ҫимелли шыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Чеелӗх ҫаврӑнӑҫулӑхсӑр мӑнкӑмӑллӑх вӑл — пуҫа ҫимелли япала ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳҫене-ҫӳҫене кухня пӳлӗмне тарса кӗрсен Таранов ҫимелли ҫинчен аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Балкон карлӑкӗ ҫинче сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑя чӑлт та чӑлт сиккелесе ҫӳрет, хушшӑн-хушшӑн ешчӗксенчи типсе хӑрнӑ чечек тунисем хушшинче тем чакаланать, ҫимелли шырать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малтан ҫимелли хатӗрлерӗ: купӑста яшки пӗҫерчӗ, кил хуҫин магазинтан туяннӑ котлет пуррине пӗлсен ҫӗрулми шаритлерӗ, мӗншӗн тесен котлетӑн ҫӗрулмисӗр ним тути те ҫук имӗш.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫимелли тӗлӗшпе те йывӑр тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Хуллен кӑштӑртатса утаканскер сӗтел ҫине кӑкшӑмпа сӑра лартрӗ, ҫимелли хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫимелли чиксе тухман пирки Изамбаев хырӑмӗ паян Хусахмата ҫитиччен хыр тӑрринех хӑпарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ахӑртнех, ӗнер вӑл асӑрхамасӑр ҫимелли курӑкпа пӗрле наркӑмӑшлӑ ҫырла таврашӗ хыпнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр талӑклӑх ҫимелли илӗр, пемелли те ҫителӗклӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех