Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫатӑртаттарса (тĕпĕ: ҫатӑртаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сутуҫӑ кӗтсе ывӑнчӗ те — хӑй пуррине пусма татӑкне ҫатӑртаттарса ҫурнипе аса илтерчӗ.

Устав ждать, торговец напомнил о себе треском оторванного куска материи.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пӗр кустӑрма патӗнче, тусанланнӑ юбкӑ тӑхӑннӑ хӗрарӑм, тӑпри-мӗнӗпех ҫӑлса кӑларнӑ курӑка ҫатӑртаттарса тытнӑскер, чӗркуҫҫийӗсене куклетсе выртать; унӑн хӗрлӗ хӗреслӗ шура тутӑрне тин ҫеҫ юхнӑ юн кӗвӗлсе хуратса лартнӑ…

У колеса, подогнув колени, стиснув в руке вырванную с травой землю, лежала женщина в пыльной юбке, на косынке ее с красным крестом расплывалось черное пятно…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сигнальщикӑн юнлӑ суранӗ унӑн чун хӗлӗхӗсене ҫатӑртаттарса чӗпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Вара ҫурӑлса пӗтнӗ китель тӑхӑннӑ пӗвӗпе урай ҫумнех хутланса ларса, чӗрнисемпе атӑ сӑмсине ҫатӑртаттарса тытрӗ.

И тотчас злобным, тяжким посылом нагнулось к самому полу туловище в растерзанном кителе, ногти впились в тупой носок сапога.

ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эпӗ чӗрнесем ыратса кайичченех реяна мӗнпур вӑйпа ҫатӑртаттарса тытрӑм.

Я с такой силой обеими руками вцепился в салинг, что стало больно пальцам.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ бакштага алӑпа ҫатӑртаттарса тытрӑм тата кӑмӑл капланса килнине туйрӑм.

Я вцепился рукой в бакштаг и почувствовал, что меня мутит.

XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пӗрре Софрошка ҫине, тепре урам тӑрӑх шикленсе пӑхать, хӑйсен ҫывӑхӗнчех милиционер итлесе пымасть-ши тесе асӑрхать, ку самантра вӑл Софрошка аллинчен хӑтӑлас тесе пӑрлӑ шыв юхакан Атӑл урлӑ ишме те хатӗр, анчах лайӑх ҫилпе авӑракан арман пек пӗр таттисӗр павраса пыракан юлташӗ ӑна тата хытӑрах ҫатӑртаттарса тытнӑ та сулампа ҫеҫ уттарса пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Анчах Софрошка, унӑн шухӑшне пӗлнӗ пекех, ӑна каллех икӗ хулӗнчен ҫатӑртаттарса тытса, малалла сӗтӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Янахӗ унӑн чӗтренӗ, хулпуҫҫийӗсем кӑртлата-кӑртлата илнӗ, алли пӳрнисем, сӗтел хӗррине ҫирӗппӗн ҫатӑртаттарса тытса, сӗтел ҫиттине тытамаклӑн чӑрмаланӑ.

Нижняя челюсть у него тряслась, плечи вздрагивали, и пальцы рук, крепко вцепившись в край стола, судорожно царапали скатерть.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Темиҫе сехетрен вара вӑл, салхулланса шурса кайнӑскер, пристаньрен хускалса каякан пӑрахут галлерейӗ ҫинче, карлӑка ҫатӑртаттарса тытса, ним хускалмасӑр шӑлне ҫыртса тӑнӑ, ҫыранпа тата пристаньпе пӗрле инҫетелле юлса пыракан савнийӗ ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхнӑ.

Через несколько часов, стиснув зубы, бледный и угрюмый, он стоял на галерее парохода, отходившего от пристани, и, вцепившись руками в перила, неподвижно, не мигая глазами, смотрел в лицо своей милой, уплывавшее от него вдаль вместе с пристанью и с берегом.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Старик, хӗвне панулми тултарса тӑракан ача патне систермесӗр йӑпшӑнса пырса: — Лекрӗн-и, вӑрӑ! Аха-а! — тесе, хултан ҫатӑртаттарса тытса, хаяррӑн кӑшкӑрса янӑ.

Неслышно подкравшись к мальчику, укладывавшему сорванные яблоки за пазуху рубахи, старик вцепился ему в плечи и грозно закричал: — Попался разбойник! Ага-а!

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах упа ҫури унпа та Кнопкӑпа текех ҫапӑҫма пикенсен, Джек уласа ярса Зорькӑна чи ачаш вырӑнтан — хӑлхаран ҫатӑртаттарса ярса тытнӑ.

Но когда медвежонок решил расправиться с ним, как с Кнопкой, Джек зарычал и вцепился Зорьке в ухо — нашёл уязвимое место.

9. «Киле» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хама хам мӗн пулассине манса кайсах упан сарлака ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса лартӑм та, пӗр аллӑмпа упан лапсӑркка ҫӑмлӑ тирӗнчен ҫатӑртаттарса ярса тытрӑм, тепӗр аллӑмпа упан вӗри ҫӑварне чиксе ярса мӗнпур вӑйран аяккинелле туртма пуҫларӑм.

Не помня себя, вскочил на медведя, уселся на него, одной рукой вцепился в мохнатую шкуру, а другую просунул в горячую медвежью пасть и стал изо всех сил рвать медвежью щёку.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Шӑла ҫыртатӑн, куҫна хупатӑн, шыв тӗпӗнчи курӑксенчен ҫатӑртаттарса тытатӑн та, тӑнлавсем ыратма пуҫличченех ларатӑн.

Зубы стиснешь, зажмуришься, в землю вцепишься, пока в висках не застучит.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Энтрипе Проня та ишсе ҫитрӗҫ кимӗ хӗрринчен ҫатӑртаттарса тытрӗҫ.

Подплыли Андрейка и Проня, уцепились за борт.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ сехӗрленсех ӳкрӗм, кӗсре ҫилхинчен ҫатӑртаттарса тытрӑм та: «Тпру!

Я испугался, уцепился за гриву и кричу: «Тпру!.. Тпру!..»

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Юлашкинчен, пурпӗрех хам ӗмӗте пурнӑҫларӑм: ҫӑкӑр таткипе илӗртсе Машкӑна хам патах ҫывхартрӑм, унӑн ҫилхинчен ҫатӑртаттарса ярса тытрӑм та тӑрмашланса утланса лартӑм.

Наконец я добился своего: подманил Машку куском хлеба, вцепился ей в гриву, подтянулся, вскарабкался на шею.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тепӗр секундра Володя Осьмухинпа Серёжа Левашов нимӗҫе пыртан ҫатӑртаттарса пӑвса та пӑрахнӑ.

Володя Осьмухин и Серёжа Левашов навалились на него, схватили за горло.

Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хӑва тӗмӗсем хушшинче кӑштӑртатса ҫатӑртаттарса шыв юппи хӗррине Нюра чупса тухать.

С треском и шумом пробираясь через тальник к заливчику, выбегает Нюра.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Буратино вӗлт пӑрӑнчӗ те, ӑна аллинчен ҫатӑртаттарса ҫыртса илчӗ…

Буратино изловчился — изо всей силы укусил его за руку…

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех