Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫатӑртатса (тĕпĕ: ҫатӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗсем те пур хӑйсен, унтан та кунтан сӗвем ҫиппи туртса ҫыхнӑ тултармӑш пек ҫат! ҫатӑртатса тӑракан пӳ-силлӗскерсем.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ас тӑватӑп: ӳт-тире мӑранлатса пиҫӗхтерекен ҫу кунӗсем шӑранатчӗҫ, вӗри ҫатма ҫинчи ҫу пек ҫатӑртатса хӗвел ӗнтетчӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Хальхинче усал хыпар клиентсене сывлӑш пӳлӗнмеллех чыхӑнтарса лартрӗ, Магаев сӑмахӗсем вӗсемшӗн ҫатӑртатса ҫунакан кӑвайт ҫине кашӑк мар, ҫур витре бензин чашлаттарнӑ пекех пулчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗррехинче Пуриса мӑшӑрӗ Зина, вӑтам пӳллӗ, ҫырӑ сӑн-питлӗ, тулли лӗпӗшке кӑкӑрлӑ тӳр пилӗк, хӗр ҫулӗсенчех хӑйӗн аскӑнлӑхӗпе «вутпа шыв та йӗс пӑрӑх витӗр вараланса тухма» ӗлкӗрнӗскер, кӑвайтри тип шанкӑ пек ҫатӑртатса хӑйпе тавлашакансене виҫ минутрах вӗри сӑмах купи айне тӑваканскер, упӑшкине икӗ йӑлтӑркка пӑр шӑрҫа пек чакӑр куҫӗпе кӑнн! тирӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хуран айӗнчен, таҫти тӗпсӗрлӗхрен (ҫичӗ ҫӗр миннинчен пуль?), йӗри-таврах акӑш-макӑш ҫунакан вут ҫулӑмӗсем, вӗсен йӑлхахӗсем пал та пал палкаса-явӑнса, виркӗнсе те сирпӗнсе, карласа та ҫатӑртатса хӑпараҫҫӗ те пӗлӗтелле вӑнн! вӑнн! вайкӑнса, кӑраланса тӑсӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полинӑна — пӗтӗм ҫут тӗнчене ӑс, илем, ырӑ кӳрекене — юратса вара вӑл килте пульницӑринчен те ытларах касӑлчӗ, ӑсран тайӑлмаллах «ҫатӑртатса ҫунчӗ», тӑрмаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурпӗрех Пурис малашне асӑрхануллӑрах пулчӗ: йывӑҫ-тӗмӗ ҫине пырса тӑрӑнасран сылтӑм аллине малалла кӑнтарса, шитшерӗн утӑмласа, тӗллӗн-тӗллӗн эрешмен картисене те ҫатӑртатса таткаласа хӑйне хапӑлласа йышӑнман вӑрман ӑшнелле ҫине тӑрсах тапаҫланчӗ: чӑштӑр-чӑштӑр, шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, шӑтӑрт-шӑтӑрт…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, кӑмакара вут ҫатӑртатса ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«…Вӗсен винттисене хытаратӑп, шӑммисем ҫатӑртатса хуҫӑлмаллах пӑрса хытаратӑп ак!»

«…Заверну гайки. Так заверну, что у них косточки затрещат!»

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫапла, Хородничану господин, — терӗ вӑл ура ҫине тӑрса, — эсир вӗсене пӑсса ятӑр та халӗ вӗсем ашкӑнма пуҫларӗҫ; анчах та эпӗ вӗсен винтисене хытаратӑпах, шӑммисем ҫатӑртатса хуҫӑлмаллах хытаратӑп!

— Так вот, господин Хородничану, — сказал он, решительно поднимаясь, — вы их распустили, и они теперь пошаливают, но я завинчу им гайки. Так завинчу, что у них косточки затрещат!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӗнтӗрлӗ-тӗрӗллӗ ал шӑллисемпе, хут чечексемпе, шурӑ кӑчкӑллӑ ҫӳҫе турачӗсемпе эрешленӗ пысӑк турӑшсем умӗнче йывӑҫ ҫӑвӗпе ҫӗршер ҫурта ҫатӑртатса ҫуннӑран, халӑх ҫапса хӗснӗ пек килсе тулнӑран, решеткеллӗ чӳречесене нихҫан та уҫманран, икӗ аршӑн хулӑнӑш чул стенасенчен чӗрӗ шӑршӑ кӗнӗрен — чиркӳре пӑчӑ, сывлама йывӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗрессе те ҫатӑртатса, каҫса кайсах вӗрет, ют ҫын патне чи малтан ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Нанайцев тӑруках хуравламаннине курса, хӗрарӑм малалла ҫатӑртатса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Карта хӗррипе пур ҫӗрте те хуран ҫакӑнса тӑрать, хуран айӗнче вучах ҫатӑртатса ҫунать.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыннисем пӗринчен тепри тӗреклӗрех пулнӑран тата пуҫлӑхсем ниҫта вырнаҫса пӗтерейменрен Иливана пусма халь-халь ҫатӑртатса ишӗлсе анассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Намӑслантӑр хуть, путсӗр! — ҫатӑртатса илчӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫатӑртатса тайӑлать турат.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Халӗ ак ҫунать ҫатӑртатса кӑвайт.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Хӗрсен палатки умӗнче кӑвайт ҫатӑртатса ҫунать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кӑмака умӗнче темӗн ҫатӑртатса ҫунни илтӗнчӗ те, сӑмсана ӗнӗк шӑрши пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех