Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫатра сăмах пирĕн базăра пур.
ҫатра (тĕпĕ: Ҫатра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крапивин хӑй те утарҫа асӑрхарӗ ӗнтӗ, аллинчи револьверне тӗллемесӗрех умлӑн-хыҫлӑн виҫҫӗ-тӑваттӑ кӗрслеттерчӗ, ӑна, ҫывӑхрахскере, лектерчӗ курӑнать, лешӗ ҫырмана, ҫатра хушшине, пуҫхӗрлӗ вӑркӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах эпӗ, хытӑ ӳкнипе ал-урасем ыратнӑ пирки, вут чӗртмеллӗх ҫатра пухма ура ҫине те тӑраймарӑм.

Я так ушибся, что не мог встать на ноги, чтобы набрать сучьев для костра.

Тӑшман тылне сиксе анни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Орёл кӗпӗрнинчи ял (эпир Орёл кӗпӗрнин хӗвелтухӑҫӗнчи пайӗ ҫинчен калаҫатпӑр) сухаласа пӑрахнӑ уй варринче, аран-аран лапраллӑ пӗве тунӑ ҫырма ҫатра хӗрринче вырнаҫса ларнӑ.

Орловская деревня (мы говорим о восточной части Орловской губернии) обыкновенно расположена среди распаханных полей, близ оврага, кое-как превращенного в грязный пруд.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Ҫитрӗ те, украинецсемпе вырӑссен улӑм витнӗ пӳрчӗсем ҫуннӑ чух чаплӑ ҫуртсемпе газонсем умне тӑрса тӗрлӗрен сӑнӳкерчӗксем ӳкерттерекен, бензоколонкӑсемпе автобус чарӑнмалли вырӑнсене акӑш-макӑш илемлетекен, сӑра ӗҫекен, ҫатра йывӑҫсене касса тикӗслекен, унтан, автомат тытса, инҫетри Хӗвелтухӑҫ фронтне ҫитсе мирлӗ ялсене ҫунтаракан, вӗлерекен, аркатакан, пусмӑрлакан, унтан каллех ҫунтаракан, пере-пере пӑрахакан, асаплантаракан этемсем чӗртсе янӑ вӑрҫӑ вутне ҫак ҫуласа тасатнӑ евӗр, якатса тирпейленӗ евӗр курӑнакан тӑнӑҫ ҫӗр ҫине каялла илсе килчӗ.

Пришла и неумолимо принесла то, что было порождено на этой благополучной, вылизанной, приглаженной земле теми, кто фотографировался на фоне домиков и газончиков, когда горели украинские и русские избы, крытые соломой, теми, кто раскрашивал бензоколонки и автобусные остановки, пил пиво и подстригал кустарники, а затем с автоматом в руках шел на далекий Восточный фронт — и жег, стрелял, пытал, взрывал, унижал, насиловал и опять жег, стрелял, пытал…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех