Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятлама (тĕпĕ: ятла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп вӗсене ятлама та, чӗн пиҫиххипе кӑштах тӑн кӗртме те пултараймастӑп — пурте пӗр харӑсах, единым фронтом тенӗ пек, ман ҫине сиксе ӳкеҫҫӗ: арӑм та, амӑшӗ те, аппӑшӗ те.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Уйрӑм ҫынсем йӗркесӗрленни ҫинчен калаҫса, мӗнпур ҫамрӑка ятлама юрамасть.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чун тӑвӑрланса килчӗ, хама хам ятлама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Ы-ы-ы-ы-ых! — асар-писер ҫил-тӑвӑллӑн шавласа кайрӗҫ тарӑху, тавӑру вучӗпе ҫулӑмланса илнӗ ҫынсем, унтан вӗсем, алӑ чӑмӑрӗсене вӑнк та вӑнк ирӗке яркаласа, Сталина сӑмахпа хытӑрлама, ятлама, йӳҫек айӑплав сӑмахӗсем хыптарма тытӑнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Кам ятлама, ӳпкев тума хӑйтӑр халӗ ӑна алли каллех эрех кӗленчи патнелле кармашсан?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Федораш хӑйӗн хӑнӑхнӑ йӑлипе пиччӗшне ятлама тытӑнчӗ, анчах Яков ку хутӗнче ӑна кӑмӑллӑн кулкаласа пӳлчӗ:

Федораш, по обыкновению, принялся отчитывать брата, по на этот раз Яков прервал его, улыбаясь:

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Малти тенкелсем ҫинче ларакансем ура ҫине тӑрсах: — Ывӑлне чӗреренех хӗрхеннӗ вӑл. Ӑна зала кӳртсен мӗнле йынӑшса ячӗ? Анчах чӑтайми пысӑк намӑса пула, халӑх умӗнче хӑйӗн чӗрери хӗрхенӳллӗ туйӑмне хирӗҫ ылханса ӑна ятлама ҫӑмӑл пулнӑ-и ӑна?! Ҫавӑнпах ӗнтӗ чӗри чӑтаймарӗ унӑн, — терӗҫ амӑшӗн чунӗпе асапне йӑлтах ӑнланнӑ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ылтӑн этем манӑн Матрена Федоровна: ятлама пӗлмест, пӗр сивӗ сӑмах та илтеймӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Иван Иванович кӑшкӑрма та кӑшкӑрмасть, анчах чунӗнче сивлеклӗх пур; ятлама та ятламасть, ҫапах та сӑмахӗсем ватпа тулса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Михаил Петрович, пире ятлама тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Ваҫли ӑна мухтама мар, ятлама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Киле те иккӗшӗ ҫеҫ юлсан, Наҫтик, халь макӑрса ярас пек, упӑшкине ятлама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа Ҫтаппана курсанах ывӑлне ятлама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Комсомол ретне кӗнӗшӗн ашшӗ ӑна ятлама мар, мухтама ҫеҫ пултарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ анне ҫине алӑ ҫӗклеме мар, ун умӗнче арӑма ятлама та хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран акӑ хамӑр касри вӑрӑм чӗлхесем анне патне пуҫтарӑнӗҫ те ятлама пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫухалнӑ мӑн кӑмӑллӑх каллех тупӑнчӗ: халь уншӑн фермӑра ӗҫлекенсене хӑр-хар кӑшкӑрасси нимӗн те мар, ятлама та чӗлхи ҫыхланмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Перемена вӑхӑтӗнче пуп Анастасия Александровнӑна ятлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрне-пӗри пӳлсе ӳпкелешме, вулӑсри пуҫлӑхсене питлеме, ятлама, юнама тытӑнчӗҫ ҫынсем.

Дом гудел, как пчелиный улей: люди спорили друг с другом, ругали волостных чиновников, грозились их убить…

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апла пулсан, халь ывӑл патне кайма та ӑна ятлама та кирлӗ мар, вӑл хӑйӗн йӑнӑшне хӑех тӳрлетме пултарать.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех