Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яратӑн (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑшӗсем ман умра хӑлха йӳҫӗхиччен лӗпӗртетеҫҫӗ, мана Венерӑпа, Нефертитипе, Афродитӑпа танлаштараҫҫӗ — эс пур, кирек хӑҫан та калаҫмасӑр тӑнран яратӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мана пӗрре ачашлатӑн, хӑв патна йыхӑратӑн, тепре хӑвӑнтан хӳтерсе яратӑн

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӗҫлеме пӑрахрӑн, халӗ ак, ҫав политика пирки кӑлӑхах вӑхӑта сая яратӑн.

Работу забросил и только попусту теряешь время с этой политикой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан, мана тав туса, райхаҫат редакцине ҫырса яратӑн.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Хама тыттармасть: ӗҫсе яратӑн, тет.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Улма сутнӑ укҫана Поля пӗр пус хӑварми туртса илчӗ: пур пӗрех ӗҫсе яратӑн, терӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗркури вӗлермен пулсан, мӗншӗн ун ҫине яратӑн?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эсӗ ҫак ӗҫе хӑвах турӑн пулсан, мӗншӗн ҫын ҫине яратӑн?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ма суятӑн? — чӑтаймарӗ Кӗркури, — ху тунине пӗтӗмпех ман ҫине яратӑн.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ма ҫав териех пысӑк инкек яратӑн эсӗ ман ҫине?

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ак ӑнланмасӑр юлатӑн та ытларах тӳлесе яратӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ху калаҫас вырӑнне ҫынсене ма ялан ман пата яратӑн?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрне кӑларса яратӑн — алӑк патӗнче тепри ларать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнех вара тет Иван Васильевич, эсӗ пире сӑтӑр тума унта хӑвӑн ҫыннусене яратӑн пулсан эпӗ те санран ӳксе юлмӑп, Хусан престолӗ валли хам ҫынсене хатӗрлӗп.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗтӗмпех аслӑ князь ҫине яратӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ху та сисместӗн, ҫав хушӑра суя пӗрчӗ ҫӑтса яратӑн.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ытах кансӗр пулсан, мӗншӗн, Улля аппа, ывӑлпа Самара яратӑн эсӗ? — ыйтрӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ман шухӑшпа, эсӗ хӑвна пӗр ҫын, икӗ ҫын тарӑхтарнине пӗтӗм халӑх ҫине яратӑн.

И что же, по-твоему, из-за одного-двух малограмотных нечестивцев следует обижаться на весь народ?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Те чӑнах калатӑн эсӗ, те… юмах яратӑн.

— Сказки рассказываешь, поди.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Мана парса яратӑн пулӗ кӑшт, кучченеҫ вырӑнне, э?

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех